Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă пуçару
11 Июлӗн 2023, 13:50

Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур

Июнь уйăхĕнчи уяв кунĕсенчен пĕринче Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче уйрăмах шавлă та халăх йышлă пулчĕ. Кунта вырăнти артистсен юрри-ташшисен çеммипе тата тăвăллăн алă çупнипе çуллахи эстрада (çуллахи сцена) уçăлчĕ. Культура объектне Ситек ялĕнче пурăнакансемпе Çирĕклĕ ял администрацийĕн пĕрлехи вăйĕпе туса лартнă.

Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур
Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур

Палăртнă вăхăт тĕлне шарсемпе тата хăюсемпе илемлетнĕ çуллахи сцена умне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, савăнăçлă уяв хĕрлĕ хăю каснинчен пуçланчĕ. Çак хисеплĕ миссие пурнăçлама Çирĕклĕ ял Канаш пуçлăхне Александр Петрова тата строительство ĕçне хастар хутшăннă Владимир Иванова шанса пачĕç. Ун хыççăн чаплă чăваш ялĕн пултаруллă çыннисенчен пĕри хывнă Ситек ялĕн гимне шăрантарчĕç.
Асăннă культура объектне хăпартас ĕç епле пуçланни тата строительство ĕçĕсем мĕнле пыни пирки Александр Петров каласа пачĕ. Вăл пултаруллă строительсене Владимир Иванова, Сергей Семенова, Юрий Кузьмина, Вячеслав Аливанова палăртрĕ. Вăй çитнĕ таран Иван Григорьев та пулăшнă.
Çавăн пекех çак кун сцена çине Ситекпуç ялĕнче пурăнакансемпе уява ятарласа килнĕ хăнасем тухрĕç. Çав шутра Пишпÿлек ялĕнчи Галина Алексеевапа унăн ывăлĕ, Владимир Григорьевăн мăнукĕсем пулчĕç. Каярах вĕсем сцена çине тухса пуçтарăннисене сахал мар пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç, куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Унсăр пуçне ял çыннисене паллă пулăм ячĕпе Эрĕнпур тăрăхĕнчи Абдуллино районĕнчи Анат Кăрмей ялĕнчи культурăпа кану çурчĕн ертÿçи Надежда Ермолаева саламларĕ. Çавăн пекех уява кÿршĕсем, Çирĕклĕ ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, килсе çитнĕччĕ. Вĕсем Ситек ялĕнчи артистсемпе пĕрле çĕрле пуличченех юрларĕç, ташларĕç. Концерт вăраха пычĕ, вăл халăх вăййисемпе те улшăнса пычĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.

Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур
Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур
Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур
Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур
Халĕ Ситек ялĕнче çуллахи сцена та пур
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: