Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ырă пуçару
7 Нарӑсӑн , 10:30

Улттăран пĕри - чи пĕлтерĕшли

Январь уйăхĕн 22-мĕшěнчен пуçласа республикăра шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçлама бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă конкурса заявка йышăнма пуçлани çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ.

Улттăран пĕри - чи пĕлтерĕшли
Улттăран пĕри - чи пĕлтерĕшли

Кармаскалă районĕнчи Бекетово ялĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем пуçарусене пурнăçа кĕртме бюджетран укçа-тенкě уйăрса паракан программăна кăçал та хутшăнма кăмăл турĕç.
Конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн çĕнтерÿçĕ шкула бюджетран 500 пин тенкĕ уйăрса парĕç. Унсăр пуçне 50 пин тенкĕпе муниципалитет тивĕçтерĕ тата 100 пин тенкĕ тĕрлĕ спонсорсен пулăшăвĕ пулмалла.
Январĕн 25-мĕшĕнче пурнăçламалли проекта палăртас тĕллевпе 5-11 класс ачисем шкулăн чи пысăк пÿлĕмне пухăнчĕç. Аслă класс вĕренекенĕсем хăйсем хатĕрленĕ ултă тĕрлĕ проекта - «Шкулти гардероб» (9 класс хатĕрленĕ), «Кану кĕтесĕ» (10 кл.), «Нумай профильлĕ куçса çÿрекен класс: Smart room» (7 кл.), «Интерактивлă музей» (11 кл.), «Пирĕн вăхăтри акт залĕ» (6 кл.), «Вырăс чĕлхи кабинечĕ» (8 кл.) – сÿтсе яврĕç.
Пĕтĕмĕшле сасăлав хыççăн «Нумай профильлĕ куçса çÿрекен класс: Smart room» проект çĕнтерни паллă пулчĕ. Çак проектшăн ытларах алă çĕклерĕç. Асăннă проект пурнăçа кĕрсен шкулта тĕрлĕ тĕслĕ принтер, интерактивлă пысăк панель, ноутбуксем, урокра тата ун хыççăн усă курмалли ытти хатĕрсем пулĕç. Лартнă тĕллеве пурнăçлама ачасен тăрăшулăхĕ пулăшě.
Пуху вăхăтĕнче ачасемпе вĕрентекенсем проект мĕнле майпа пурнăçа кĕнине тимлесе тăракан пуçаруллă ушкăна суйларĕç.
Маргарита БОГАЧЕНКО, вĕрентекен.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: