Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă пуçару
2 Июлӗн , 09:24

Халĕ ялăн «визит карточки» те пур

Кашни ял-хулара унăн сăн-сăпатне кăтартмалли илемлĕ вырăнсем пур. Урăхла каласан, вĕсене «визит карточки» теççĕ. Çак кунсенче Этĕлте пурăнакан хастар çынсем «Эпĕ Этĕле юрататăп» арт-объект вырнаçтарнă.

Халĕ ялăн «визит карточки» те пур
Халĕ ялăн «визит карточки» те пур

Арт-объект пĕтĕмпе 35 пин тенке ларнă. Спонсорĕ – Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Екатеринбург хулинче ĕçлесе пурăнакан Николай Владимирович Лукин. Ун сăмахĕсем тăрăх вăл тахçанах ялшăн курăмлă ырă ĕç тăвасшăн пулнă.
Хăй шухăшĕ пирки Ватсапри ял çамрăкĕсен ушкăнĕнче пĕлтернĕ. Ĕçе пурнăçлама çак ялтан тухнă, халĕ Пелепей хулинчи уйрăм предприниматель Александр Николаевич Трофимов проект-ÿкерчĕк, арт-объект тума килĕшнĕ. Каярах çак ĕçе вырăнти çамрăксем те хутшăннă, кам укçапа, кам ĕçпе пулăшнă. Владимир Васильевпа Вячеслав Иванов бетонран никĕс хатĕрленĕ, Федор Иванов, Анатолий Евдокимов тата Александр Трофимов объекта вырнаçтарнă. Григорий Григорьев хăй килĕ патĕнчен электричество тăсма килĕшнĕ.
Пĕрлĕхлĕ ĕçĕн çимĕçĕ курăмлă пулнă. Халĕ ял варринче, клуб çумĕнче илемлĕ арт-объект кăнтăрла та, электричество çути кĕртнипе каçпа та, инçетренех илемлĕн курăнса ларать. Этĕлте пурăнакансемшĕн, хăнасемшĕн сăн ÿкерчĕк ÿкмелли хитре вырăн.
Ял çыннисен патриотизм туйăмĕ вăйлă пулни, вĕсем тăван кĕтесе юратни, ăна хитререх те хăтлăрах тума ăнтăлни, паллах, савăнтарать. Кашни ял-хулари çынсем çакăн пек тăрăшсан, районта, республикăра тата та илемлĕрех пулĕ. Маттур, этĕлсем, ырă тĕслĕх кăтартатăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ,
Этĕл ялĕ.

Халĕ ялăн «визит карточки» те пур
Халĕ ялăн «визит карточки» те пур
Халĕ ялăн «визит карточки» те пур
Халĕ ялăн «визит карточки» те пур
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: