Тĕн объектне хăпартаканĕ тата унăн тĕп спонсорĕ – Мелеспуç ялĕнче çуралнă, халĕ Михайловка ялĕнче пурăнакан Василий Николаевич Добрейкин. 2013 çулта вăл Добрейкинсен йăхне пуçарса янă, Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнчи Мелеспуç вулăсĕн старшини пулнă Данил Добрейкинăн пÿрчĕ вырнаçнă вырăна тара илнĕ. Ун чухнех палăртнă плансенчен пĕри часавай тăвасси пулнă. 2020 çулта пĕрремĕш хуралтă хăпартса лартнă, ун йĕри-таврашĕнчи территорие тирпейлеме пуçланă. Кăçалхи январь уйăхĕн вĕçĕнче Добрейкинсем Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриотне, ятарлă çар операцинче çар тивĕçне пурнăçланă май пуç хунă Алексей кĕрÿшне юлашки çула ăстатнă. Василий Николаевич Алексей кĕрÿшне тата ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ытти салтаксене халалласа Мелеспуç юхан шывĕн хĕрринчи сăрт çинче часавай туса лартнă.
Турă çуртне уçассипе çыхăннă мероприятие Мелеспуç, Михайловка, таврари ытти ял çыннисем пуçтарăнчĕç. Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă салтаксене асăнса хăпартнă часавая уçасси Салаватпа Кумерату епархийĕн епископĕ Николай пехилленипе пурнăçланчĕ.
- Республикăра пуçласа ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Алексея тата ытти салтаксене халалланă часавая çветтит туса уçатпăр. Пурне те тăнăç пурнăç сунатпăр, вăрçă нихăçан та ан пултăр, - палăртрĕ Николай владыка.
Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕ Артур Зарипов тухса калаçрĕ. Вăл паян фашизма хирĕç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен мăнукĕсем кĕрешнине палăртрĕ.
- Ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçлакан пур салтак умĕнче те пуç таятпăр. Вĕсем килĕсене часах çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр! – терĕ вăл.
Çавăн пекех Артур Мухлисович пуç хунă салтаксен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас ĕçе тÿпе хывнăшăн Василий Добрейкина Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
- Пирĕн салтаксем телейлĕ пурнăçшăн, Раççейĕн малашлăхĕшĕн чи хаклине – хăйсен пурнăçне – панă. Пирĕн ачасем, мăнуксем, мăнуксен мăнукĕсем вĕсене нихăçан та ан манччăр. Часах кунта пирĕн ял хутлăхĕнчи пуç хунă салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсемлĕ гранит плитасем пулĕç, - терĕ Василий Николаевич.
Таврара чан сасси илтĕнсессĕн мероприятие хутшăннисем тÿпере икĕ çунатта аса илтерекен пĕлĕте асăрхарĕç. Ангел хÿтĕлевçĕ паллă панă тейĕн.
Хамăр салтаксен паттăрла ĕçĕсем кашни Раççей çыннин чĕринче ĕмĕр-ĕмĕрех асра пулĕç. Кăмăл пулсан кашниех кунта пырса вĕсене асăнма пултарĕ.
Ирина ФОМИНА.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.