Акцие хутшăнакансенчен пĕри – хальхи вăхăтра СВОра çар тивĕçĕсене пурнăçлакан «Север» хушма ятлă салтак. Вăл çар операцийĕнчи тепĕр салтакăн ывăлĕсене, Арсентипе Георгие, Çĕнĕ çулпа ăшă видеосалам янă. Унсăр пуçне «Север» ыйтнипе ялти волонтерсем салам çырăвĕ те хатĕрленĕ. Унта салтак ачасене пĕтĕм кăмăлтан ырă суннă. Çырăва «Северăн» амăшĕпе Антон шăллĕ илсе килсе панă. Антон хăй те нумай пулмасть салтакран таврăннă, çавăнпа та çар тивĕçне пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ пулни пирки лайăх ăнланать.
«Север» кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çеç мар, акцие ирттерме укçа-тенкĕпе те пулăшнă. Çакă ахальтен мар, Кăратмас ялĕ уншăн та питĕ хаклă. Салтак Пелепей хулинчен. Кунта унăн кукашшĕпе кукамăшĕ пурăнаççĕ, ача чухне каникулĕсене те яланах Кăратмасра ирттернĕ. Акцие ялти ытти çынсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хаваспах «Ырă кăмăл пухмачне» пуянлатрĕç. Тепĕр арчана ачасем валли пылак кучченеçсем хăварчĕç. Унсăр пуçне кашниех хăйĕн ырă сĕнĕвĕсене илемлĕ хут çине çырчĕ. Вĕсенчен ялти аслă ăру çыннисем пĕр пысăк çыру хатĕрлерĕç. Çак çырăва тата Çĕнĕ çул тăкакĕсене саплаштармалли укçа-тенке ял хутлăх депутачĕ Рифмир Гайфуллин çитерчĕ.
Уйрăмах ялăн чи çамрăк çыннисем, Володя Корниловпа Виктория Сечко, çырнă ырă сăмахсемпе сунăмсене палăртмалла. Çавăн пекех Ĕпхÿри нефть университечĕн студенчĕн Никита Мурзаковăн салам сăмахĕсене те асăнмасăр хăварма май çук. Вăл Кăратмас ялĕнчен инçетре пулсан та хăй ентешĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать. Каччă нумай пулмасть салтаксем валли укçа пуçтарма пуçланă. Ырă сунăмсемпе укçа-тенкĕ пулăшăвĕ инçетри Курск хулинчи Наталья Герасимоваран та çитнĕ. Унăн амăшĕ Валентина Васильева Кăратмасра пурăнать. Уйрăм предпринимальсемпе ялти библиотекăри «Тантăшсем» ушкăн хастарĕсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Эльвира Сечко укçа пуçтарассине хăй çине илсе икĕ копилкăна та хăй лавккине вырнаçтарнă. Татьяна Николаевапа Алевтина Филиппова парикмахерсем акцие тÿпе хывнисĕр пуçне ачасене хăйсен салонĕсенче тÿлевсĕр çÿç кастармалли сертификатсем парнелерĕç. «Тантăшсем» пултарулăх ушкăнĕ арçын ачасен амăшĕ валли пысăках мар Çĕнĕ çул парни хатĕрленĕ тата йĕркелÿ самантне хăйсем çине илнĕ.
Çак акци пĕрлĕхпе пулăшу символĕ пулса тăчĕ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса пыни, çынсене çутăпа шанчăк парнелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа кăратмассем ырă та кăмăллă лару-тăру йĕркеленĕ. Вăл, паллах, пурин чĕрине те ăшăтĕ.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Кăратмас ялĕ.