Ял халăхĕн Турă çуртне тăвас шухăш тахçанах пулнă-ха, ун пирки ялти пухусенче пĕрре мар ыйту хускатнă. Кăçалхи çуркунне, апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче, иртнĕ пухура пуçару ушкăнне тата унăн председательне суйланă, укçа пухма тытăннă. Пухăннă укçа-тенкĕ никĕс хывма çитнĕ.
– Пуçару ушкăнне строитель пулса ĕçленĕ Анатолий Евстафьевич Семенова суйларăмăр, вăл ĕçе мĕнле йĕркелемеллине, мĕнле материалсем тата мĕн чухлĕ кирлине лайăх ăнкарать. Казначей пулма Мария Александровна Никитина килĕшрĕ. Пурĕ пуçару ушкăнне 11 çын кĕрет. Ĕçе пуçлас умĕн Анатолий Семеновпа Михаил Сидоров ятарласа Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕн чиркĕвне кайса курчĕç. Укçи-тенкине халăхран пуçтаратпăр. Çак ĕçре ялта çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра СВОра çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен А.Сидоровпа Д.Иванов пĕлтерĕшлĕ укçа хисепне куçарса пулăшрĕç, Борис Гордеев отставкăри полковник хăйĕн пĕр пенси укçине кăларса пачĕ, ялта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем те, вырăнти халăх та май пур таран хутшăнаççĕ, – тет ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пуçлани çинчен хăй вăхăтĕнче ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ, вĕрентекен пулса ĕçленĕ Геннадий Яковлев.
Ватăсем каласа панă тăрăх, 1887-1951 çулсенче хальхи клуб тĕлĕнче чиркÿ пулнă. Унта Гурий пачăшкă ĕçленĕ. Вăл вилсен ăна чиркÿ территорин хĕвел тухăç енче пытарнă, халĕ çав вырăнта тимĕр хĕрес лартнă. Часавай никĕсне сăваплама Пелепей округĕн благочиннăйĕ Андрей Кирсанов протоиерей килнĕ, вăл вырăнти халăхпа кĕлĕ ирттернĕ. Çаплах мероприятире Ярмулай ял Канаш администрацин пуçлăхĕ Николай Миронов, Раççейри Ветерансен Канаш президиумĕн пайташĕ, ПР ирĕклĕ батальонсен тĕп штабĕн начальникĕ Борис Гордеев тата ял çыннисем пулнă.
– Кăçаллăха никĕс хывнипе чарăнса тăрăпăр, йĕрке тăрăх вăл çĕр ăшĕнче вырнаçса, хытса лармалла. Тĕрĕссипе каласан, ăна тунă чух алтарь вырăнне те шута илтĕмĕр. Турă хушсан, çынсем тăрăшсан часавай кăна мар, пĕчĕк чиркÿ пекех çурт хăпартма пулĕ. Турă çурчĕн стенисене пенобетонпа кирпĕчрен хăпартасшăн. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пуçтарайсан çитес çуркунне ĕç малалла тăсăлĕ. Çак архитектура объекчĕ ăс-хакăл центрне, çынсене пĕрлештерекен, кăмăлĕсене çемçетекен, ырăлăх патне илсе килекен вырăна çаврăнасса шанатпăр. Турă çурчĕн ырă витĕмĕ, унта иртекен тĕн уявĕсемпе службăсем, чунсене тасатакан чан сасси ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре те пулăшма тивĕç, – сăмахĕсене пĕтĕмлетсе каларĕ Геннадий Николаевич.
Маларах иртсе ярмулайсен малашлăх планĕсем пысăк пулни çинчен те каласа хăварас килет. Вырăнти çынсем ялта пĕве пĕвелесшĕн тата парăслă карап евĕр беседка туса лартма палăртаççĕ. Тен, маларах Турă çуртне тума пуçлани ярмулайсене ытти ĕçсенче те çул уçса пырĕ. Часавай хăпартас ĕçре пулăшас текенсем Мария Александровна Никитинан 8-917-438-12-68 телефон номерĕпе («Для строительства часовни в с.Ермолкино» тесе çырмалла) е çак 4081 7810 6060 0427 0458 реквизитсемпе укçа куçарса пама пултараççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ,
Ярмулай ялĕ.