Пур хыпар та
Ырă пуçару
28 Августӑн 2025, 14:00

Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать

«Урал сасси» хаçатăн март уйăхĕнчи 10-мĕш номерĕнче вулакансене Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Алевтина Васильева чăваш хастарĕпе паллаштарнăччĕ. Ун чухне Алевтина Герасимовна несĕлсемпе çыхăнтаракан тымара сыхласа хăварассине мала хунине, хăй тата унăн çемйи чăваш пулнине сăмахпа кăна мар, ĕçпе те уççăн палăртма тăрăшнине пĕлтернĕччĕ.

Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать

Каланă – тунă, пурнăçланă. Нумаях та пулмасть, август уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Васильевсем черетлĕ проекта вĕçлесе «Маринăн хăна çурчĕ» ятлă хăна çурчĕ уçнă. Проект Кистенлĕ ялĕнче пурнăçа кĕнĕ. Çавна май çак кунсенче пуçару ушкăнĕн пайташĕсемпе – Алевтина Васильевапа Татьяна Чепель дизайнерпа – тĕл пулса калаçрăмăр.
Пысăк хуласенчи евĕр пилĕк çăлтăрлă хăна çурчĕ
- Алевтина Герасимовна, чăваш ялĕнче çакăн пек çурт уçас шухăш мĕнле майпа çуралнă-ха?
- Пирĕн пата, Пăслăк ялне, çулсерен тĕрлĕ регионсенче пурăнакан юлташсем килеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем е ачисем пуçласа ял таврашĕнче пулса кураççĕ. Шăпах çакă хăна çурчĕ уçас шухăш патне илсе çитерчĕ те. Ăна мĕнле майпа пурнăçа кĕртесси çеç пуç ваттаратчĕ.
- Ырă пуçару хăçан тата мĕнле майпа пиçсе çитрĕ?
- Мăшăрăн, Александр Витальевичăн, иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе Татьяна Чепельпе Суздаль хулине кайса килнĕ хыççăн шухăш пиçсе çитрĕ. Унта кашни утăмрах хăна çурчĕсем вырнаçнă. Курни проекта пуçарса яма хавхалантарчĕ те. Март уйăхĕнче ĕçсене пуçларăмăр: кил-çуртри япаласене - усă курма юрăхлисене, аваллăха упраканнисене - уйăрса илтĕмĕр. Сăмах май, çав кунсенче шкапра ăруран-ăрăва куçса пынă, мăн асанне тăхăнса çÿренĕ хушпăва тупрăмăр. Ăна хăйне евĕрлĕ паллă вырăнне йышăнтăмăр. Çĕр аллă çула яхăн упраннă хушпу эпир шутлани кирлĕ те тĕрĕс ĕç пулнине çирĕплетрĕ. Çапла майĕпен Татьяна хăна çурчĕн проектне хатĕрлерĕ.
- Проектăн тĕп тĕшши мĕнре? Мĕншĕн вăл «Маринăн хăна çурчĕ» ятлă?
- Тĕп шухăшĕ – хула çыннисене ял пурнăçĕпе паллаштарасси. Кунта çакăн валли условисем йăлтах пур. Çуркунне канма килекенсем улма, йăрансем çине çимĕçсем акма пултараççĕ. Çу кунĕсенче хăна çуртĕнче пурăнакансем пахча çимĕçпе, улма-çырлапа усă курĕç. Кĕркуннепе хĕлле те мĕн тумалли тупăнĕ. Унсăр пуçне канакансем çут çанталăкпа, хамăр алăпа ăсталанă илемпе киленĕç. Хăйсем йăваран пуçтарса кĕнĕ ял çăмарти мĕн тути каланине пĕлĕç. Çавăн пекех холодильникре килте хатĕрленĕ çурма фабрикатсем, консервланă пахча çимĕç, улма-çырла, тăпăрчăпа хăйма, сĕтпе çу пулĕç. Çаксем пурте асанне-кукамай патĕнчи пурнăçа аса илтерĕç.
Проект манăн хуняма çуртĕнче пурнăçа кĕчĕ. Вăл Марина Николаевна ятлăччĕ. Шел пулин те, çывăх çыннăмăр ултă çул каялла пиртен уйрăлса кайрĕ. Ăна сума суса, асра тытса «Маринăн хăна çурчĕ» ят патăмăр та.
- Несĕлсемпе çыхăнтаракан тымара сыхласа хăварнине, хăвăр тата çемйĕр чăваш пулнине уççăн палăртнă пулмалла?
- Çапла. Асăннă çурт вырнаçнă территоринче мăшăрăн мăн аслашшĕ Владимир пурăннă. Çакăн хыççăн кунта Поликарп Владимировичпа Раиса Яковлевна кун кунланă. Вĕсем хыççăн хунямапа хуняçа, Виталий Поликарповичпа Марина Николаевна, тымар янă. Çурт пушă ан тăтăр тесе хăна çурчĕ уçма шут тытрăмăр. Паллах, проект чăвашлăхпа та çыхăннă. Мĕншĕн тесен эпир – чăвашсем. Хамăр хăш халăх çынни пулнине ыттисене те пĕлтересшĕн. Хăнасене чăваш халăхĕн пуян культурипе паллаштарасшăн. Çакна вĕсем чăваш халăхĕн эрешĕсем, асамлă тĕррисем урлă туйса илме пултарĕç.
Ĕçчен çын аллинче ĕç вĕрет
Çутă та илемлĕ пÿлĕмсем тăрăх утнă май кунта пурте килĕшÿллĕ пулнине асăрхатăн. Кашни кĕтесре дизайнер алли сисĕнет. Çакă тĕрĕс, çуртăн ăш-чикĕ мĕнле пулассине интерьер дизайнерĕ Татьяна Чепель курнă.
- Çуртăн ăш-чикне эклектика стильне пăхăнса илемлетрĕмĕр. Эклетика вăл авалхине паянхи саманапа килĕшÿллĕ вырнаçтарасси. Сĕтел-пукансем, краватьсем тата ытти япаласем хăйсем вырăнĕнчех тăраççĕ. Вĕсене тултан «çĕнĕ тум» тăхăнтартрăмăр çеç.
Саша пиччепе Дима мăшăр креслăсемпе пукансене юсаса çĕнетрĕç, Юлия Ибраева чÿрече тата алăк хашакĕсене, кравать çумĕнчи тумбăсене чăваш эрешĕсемпе илемлетрĕ. Кашни эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Эпир ытларах юратупа туслăх, çемьепе шанчăклăх çинчен калаканнисемпе усă куртăмăр. Йывăçран касса эрешленĕ кĕнеке çÿлĕкне Сергей Иванов, вак шăрçаран тунă люстрăна Дарья Федорова парнелерĕç. Мускав хулинчен илсе килнĕ 100 çулхи чÿрече хупписенчен пысăк тĕкĕрсем ăсталарăмăр, вĕсене икĕ пÿлĕмре вырнаçтартăмăр. Чÿрече каррисене Тюмень хулинче ятарласа çĕлеттертĕмĕр, эрешлĕ йывăç сĕтелпе пукансене Пятигорск хулинчи ăстасем туса пачĕç. Унсăр пуçне пире проекта пурнăçа кĕртме Колпаковсемпе Пилевинсен тата Архиповсен çемйисем, Челябинск хулинчен килнĕ Николай Сузгаев нумай пулăшрĕç. Çапла кашнийĕ алă тата чун ăшшине шеллемесĕр ĕçлерĕ.
Кунта килекен кашни çын хула шăв-шавĕнчен канма, таса сывлăшпа киленме, каçсерен бра çуттипе кĕнеке вулама пултарать, - çуртăн ăш-чикĕпе паллаштарчĕ Тюмень хулинчен килнĕ Татьяна Алексеевна.
Ăрусен паркĕ
Пуçаруллă çынсем - патшалăх никĕсĕ тесе ахаль каламан. Васильевсен çемйи пирки те çапла калама пулать. Алевтина Герасимовна палăртнă тăрăх, интереслĕ проектсем нумай, анчах алă çитмест. Пуçару ушкăнĕ пĕрне вĕçлеме ĕлкĕрнĕ çеç, çавăнтах теприне пуçарса янă. Унăн ячĕ – Ăрусен паркĕ.
Парк Кистенлĕ ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, вăрçă тата тыл ĕçченĕсене халалласа лартнă палăк çумĕнче вырнаçнă. Ăна никĕслеме Канадăра пурăнакан Роман сĕннĕ. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче Романăн амăшĕ асăннă ялта пурăннă. Вăл çывăх çыннине халалласа парк никĕслеме проект хатĕрленĕ. Алевтина Васильевапа Татьяна Чепель çакна илтсен Романпа çыхăнăва тухнă, социаллă проекта пĕрле пурнăçа кĕртме калаçса татăлнă. Июнь уйăхĕнче парк валли пысăк чулсем илсе килнĕ. Вĕсен шучĕ вуннăпа танлашать. Чулсене çуса тасатнă, вĕсем мăкпа ан витĕнччĕр тесе ятарлă шĕвекпе сĕрнĕ. Паянхи кун вунă чулран çиччĕшне йышăннă. Кашнин çумне пĕр-пĕр çынна е çемьене, ăрăва халалласа каларăшсенчен тăракан хăмасем çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне чулсем çывăхĕнче саксем вырнаçтарнă.
Ăрусен паркне август уйăхĕн 22-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Сумлă хăнасен шутĕнче Пăслăк ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев, Кистенлĕ ялĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Анатолий Леонтьев пулчĕç. Юрий Александрович ватти-вĕттине мĕнле сăлтавпа пухăннине ăнлантарчĕ, пуçару ушкăнĕпе паллаштарчĕ. Татьяна Алексеевнапа Алевтина Герасимовна паркăн пĕлтерĕшне уçса пачĕç, малашнехи плансене пĕлтерчĕç. Çитес çул, çуркунне, Ăрусен паркĕн территорине хăтлăх кĕртĕç. Ун çумĕнчи вара çÿп-çапран тасатĕç, çăлкуçа çĕнĕ пурнăç парнелĕç. Анатолий Филимонович пуçару ушкăнне ялти ватăсен ятĕнчен тав турĕ. Çакăн пек пуçаруллă çынсем ытларах пулсан ял пĕтменнине палăртрĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ ялĕ.

Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Ырă ĕç яланах тарăн йĕр хăварать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас