Пур хыпар та
Ырă пуçару
23 Ноябрӗн 2025, 16:00

Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер

Пишпÿлек районĕнче пысăках мар Мелеспуç ялĕ пур. Вăл Михайловка ял Канашне кĕрет. Мелеспуç – тĕп чăваш ялĕ. Кунта туслă та ĕçчен халăх пурăнать.

Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер
Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер

Совет самани вăхăтĕнче Мелеспуç Михайловка совхозĕн уйрăмĕ шутланнă. Ялта пуçламăш шкул (çуллахи вăхăтра унта ача сачĕ те ĕçленĕ), медицина пункчĕ, библиотека, лавкка пулнă, çавăн пекех шултра мăйракаллă выльăх тата сысна фермисем, МТМ ĕçлетчĕç. Çĕнйĕркелÿ вăхăчĕ пуçланнă хыççăн унчченхи ырлăхран клуб çеç тăрса юлчĕ. Малтан хуçалăхсем саланчĕç, унтан шкул, лавкка, библиотека, медпункт хупăнчĕç.

Анчах та хастар çынсем пуррипе ял пĕтсе лармарĕ, çĕнĕрен вăй илсе илемленчĕ. Юлашки вăхăтра ялта илемлĕ те капмар çуртсем ÿсе-ÿсе ларчĕç. Вырăнти хастарсем çине тăнипе 2010 çулта шкул çуртĕнче Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей уçăлчĕ, 2014 çулта ял халăхĕ пĕр шухăшлă пулса музейпе юнашар чиркÿ хăпартма шутларĕ.

«Йышпа ĕç ăнать» тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Халĕ яла пырса кĕнĕ çĕрте кунта пурăнакансемпе хăнасене савăнтарса çутă тăрăллă чиркÿ çĕкленсе ларчĕ. Унта кĕлĕсем, чиркÿ уявĕсем иртеççĕ. Анчах та приххут çыннисен умне пысăк ыйту сиксе тухрĕ. Чиркĕве электричествăпа ăшăтнипе хĕллехи вăхăтра тăкаксем самаях ÿссе каяççĕ. Чиркÿре час-часах сивĕ пулать, çакă ватă çынсемпе ачасемшĕн питĕрех те ункайсăр. Ăшă тумтире хывмасăр кĕлĕсенче тăни газ отраслĕн Пишпÿлек районĕнчи участокĕн ĕçченĕсемпе çыхăнăва тухма хистерĕ. Турă çуртне газ пăрăхĕпе çыхăнтарма 300 пин тенкĕ кирлĕ. Шел пулин те, çак хисеп пирĕн приххутшăн питĕ пысăк. Ялти пуçаруллă çынсен вăйĕпе тăкакăн пĕр пайне пуçтартăмăр. Анчах ку çеç çителĕкĕсĕр. Çавăнпа та хаçат вулаканĕсем хушшинчи ырă чĕреллĕ çынсенчен пулăшу ыйтасшăн. Кирек миçе тенкĕ те пысăк пулăшу пулĕччĕ. Пурте пĕрле тĕн çуртне ăшă парнелĕттĕмĕр. Чиркĕве газ пăрăхĕпе çыхăнтарсан ăна музей патне илсе çитересси те нумай юлмасть. Пире пулăшу панăшан сире те Турă пулăшса пытăр.

Укçа-тенке 8-927-234-92-67 телефон номерĕпе çыхăнтарнă Сбербанк картти çине Ирина Рудольфовна Фадеева ячĕпе куçармалла.

Серафим Саровский ячĕллĕ чиркÿ çыннисем.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.

Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер
Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер
Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер
Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер
Пурте пĕрле чиркĕве ăшă парнелер
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас