Урал сасси
+2 °С
Ясно
Ырă пуçару
9 Октября , 04:00

Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи

Вĕрентекен профессийĕ мĕн авалтан тĕнчере чи хисеплисенчен пĕри шутланнă. Пурнăçĕсене вĕрентĕве халалланă çынсен хушамачĕсемпе урамсене ят параççĕ, скульптурăсем лартаççĕ. Çĕршывра учительпе çыхăннă архитектура композицийĕсем те сахал мар. Раççейри чылай хулара чултан тата тимӗртен тунă вĕрентекен сăнарне вырнаçтарнă. Халĕ Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмара та тĕнчери чи пархатарлă професси çыннисене халалланă аллея пур.

Добавить в предпочтительные источники Google
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейиВĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи

Аллейăна лартас шухăша Раççейри Халăх фрончĕн пайташĕ, Суук-Чишма шкулĕнчен вӗренсе тухнă Георгий Афанасьевич Прокопьев (сăн ÿкерчĕкре) хускатнă. Ырă та пĕлтерĕшлĕ мероприятие педагогика ӗçӗн ветеранĕн, 1943-1965 çулсенче шкул заведующийĕ пулса ĕçленĕ Елена Алексеевна Васильеван мăнукĕ, вырăнти шкул выпускникĕ Евгений Васильев йĕркеленĕ.

Ял çыннисем пухнă укçа-тенкĕпе сенкер чăрăшсен хунавĕсене туяннă. Çак кун шкул территорийӗнче 34 çамрăк йывăç – пурнăç, аса илÿ, тав тата ăрусен çыхăнăвĕн паллисене – лартрĕç.

Аллейăна уçас мероприятире Подлубовский ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Павел Пожидаев хутшăннă.

– Пирĕн вĕрентекенсем çинчен астăвăма сыхласа хăвармалла тата çитĕнекен ăрăва вĕсем çинчен каласа памалла. Учительсем ачасен шăписенче палăрмалла йĕр хăвараççĕ. Çулсем иртсен эпир формулăсене, правилăсене тата паллă датăсене манса кайма пултаратпăр, анчах та хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекене, вăл каланисене, пулăшнине, хамăра шаннине манмастпăр», – тенӗ Георгий Афанасьевич. – Асăннă пуçару кăçал учитель профессийĕ уйрăм статус илнипе питĕрех те пĕлтерĕшлĕ. Çакă общество пурнăçĕнче, çитĕнекен ăрăва воспитани парас, çĕршыв пуласлăхне сыхласа хăварас ĕçре вĕрентекен тÿпи пысăк пулнине çирĕплетет.

– Асанне хăй вăхăтĕнче вырăнти шкула хăпартас ĕçе хутшăнни, шкул историйĕн пĕр пайĕ пулни маншăн питĕ те хаклă. Халĕ шкул пурнăçне малалла манăн мăшăрпа хĕрĕм тăсаççĕ. Асăннă аллея ăрусен çыхăнăвĕн, вĕрентекен ĕçне хисепленин тата тав тунин палли пултăр, – палăртнă Евгений Михайлович.

– Эпир çамрăк хунавсем нумай çул иртсен те аллейăн илемĕ пулччӗр тесе лартрăмăр. Хăçан та пулсан вĕренекенсем йывăçсем çине пăхса кам вĕсене пĕлÿ çулне уçнине, пулăшса пынине аса илӗç, – сăмах каланă Улукулево ялĕнчи вăтам шкулăн Суук-Чишмари филиалĕн заведующийĕ Зимфира Валитова.

Çамрăк хунавсене лартас ĕçе вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял çыннисем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăннă. Кашниех хальхи тата пулас ăрусем шкула, ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçе пурнăçĕсене халалланă çынсене асра тытчăр тесе аллея йĕркелес ĕçе хăйсен тÿпине хывнă.

Людмила ВАСИЛЬЕВА.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.

Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Автор:Инга Алексеева