Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
27 Августӑн 2018, 17:52

«Ачасемпе те, воспитательсемпе те тăван чĕлхепе калаçрăмăр»

Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнче вырнаçнă «Çăлтăр» сывлăха çирĕплетмелли лагерь – ачалăх утравĕ тата ĕмĕчĕ, кашни ача хăйĕн каникулне савăнăçлă та хаваслă, чи пĕлтерĕшли, усăллă ирттермелли вырăн.

Август уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Çăлтăр» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте «Ырă ĕçсен калейдоскопĕ» тăваттăмĕш смена уçăлчĕ. Асăннă сменăра пĕр харăсах темиçе профиллĕ отряд – «Эткер» («Наследие») этнокультура отрячĕ, «Наноград – Ч» çуллахи шкул, «Хутшăну – чикĕсĕр» çамрăксен пĕрлешĕвĕ – канчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. «Эткер» этнокультура отрячĕн йышĕнче Пушкăртстанпа Тутарстан, Ульяновск, Чулхула, Самара, Тюмень облаçĕсенчи чăваш ачисем те канчĕç. «Эткер» отрядăн тĕп тĕллевĕ – Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлăн пурăнакан регионĕсенче тăван чĕлхепе культурăна упрасси, аталантарасси.
Пирĕн республикăран «Çăлтăрта» 10 ача канса килчĕ. Çав шутра Мелеуз хулинчи Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрăн воспитанникĕ Валерий Григорьев та. Валера – питĕ пултаруллă чăваш ачи. Вăл республикăри тата регионсем хушшинчи конкурссене хастар хутшăнса вĕсенче малти вырăнсем çĕнсе илет, центр ĕçĕнчи мероприятисенчен пĕринчен те юлмасть. 2018 çулта «Чĕрĕ янăравлă сăмах» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Çитĕнÿсене шута илсе ПР Чăваш культура обществи Валерий Григорьева «Звездный» ачасен сывлăхне аталантармалли лагерьте канма тÿлевсĕр путевкăпа чысларĕ. 1№ гимназинче вĕренекенскер кăçал 9-мĕш класа куçрĕ.
- Смена тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтăмăр. Кашни кун çĕнĕ событисемпе, тĕл пулусемпе асра юлчĕ. Çĕнĕ юлташсем тупрăм, хамра тепĕр тĕрлĕ пултарулăх пуррине те кунтах уçрăм. Шуршăл ялĕнчи Андриян Николаев, Шупашкар хулинчи тĕрĕ музейĕсенче пулса курни чунра ырă йĕр хăварчĕ. Ачасемпе те, вожатăйсемпе те тăван чĕлхепе калаçрăмăр. Лагерьти вунă кун пĕр сисĕнми иртсе кайрĕ. Унти пурнăç пысăк уяв евĕр туйăнчĕ. Чăваш Ене кайса килме май туса панăшăн Чăваш культура обществине хамран тата атте-анне ятĕнчен тав тăватăп, - тет мăн асаттесен çĕрĕ çинче пулса килнĕ Валера.
Олеся САМАРИНА,
хушма пĕлÿ паракан педагог.
Мелеуз хули.
Читайте нас: