Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
27 Августӑн 2018, 17:58

«Шурçăл» туслаштарать, пĕрлештерет

Регионсем хушшинчи чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Шурçăл - 2018» иккĕмĕш фестиваль-конкурс ниме пăхмасăр, йăлана кĕнĕ вăхăтран кая юлса иртрĕ пулсан та, хăйĕн ытамне пултаруллă ачасене пухма пултарчĕ. Пурĕ 38 заявка тăрăх 72 ача хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Палăртнă кун Алексеевкăри Панулми садĕнче суйлав турне Пишпÿлекпе Ермеккей, Пелепейпе Мияки районĕсенчен, Эрĕнпур тăрăхĕнчи Абдулин районĕнчи Анат Кăрминчен ачасем пухăнчĕç. Вĕсен пултарулăхне компетентлă жюри хакларĕ. Ун йышĕнче Ĕпхÿ хулинчи «Нарспи» халăх чăваш фольклорпа этнографи ансамблĕн ертÿçи, ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова, ПР Халăхсен туслăхĕн çурчĕн филиалĕн - Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ, ПР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Матвеева, Культура тата халăх пултарулăх центрĕн режиссерĕ Людмила Маврина, Пишпÿлекри культура керменĕнчи вырăс халăх юррин хорĕн концертмейстерĕ Эрик Пашуткин пулчĕç. Жюри ĕçне район администрацийĕн культура комитечĕн председателĕ Елена Арефьева йĕркелесе пычĕ.
Ачасен пултарулăхне ÿсĕмне (ачасен (7-12 çул), çамрăксен (13-18 çул) тата пултарулăхĕн тĕрлĕ енлĕхне кура «Фольклор», «Халăх юрри», «Эстрада юрри», «Хореографи», «Инструментпа вылясси» номинацисенче хакларĕç.
Суйлав турĕ хыççăн ачасемпе çамрăксем кăнтăрлахи апат турĕç, тăхтав саманчĕпе усă курса пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашрĕç, вылярĕç тата музейра пулса курчĕç. Вĕсен ертÿçисем валли Пишпÿлекри Культура çурчĕн пÿлĕмĕнче жюрисем «çавра сĕтел» ирттерчĕç. Унта ачасен сцена çине тухмалли костюмĕсене тишкерчĕç. Уйрăмах хĕр ачасем масмак çыхма юраманнине пĕлтерчĕç жюрире ларакан тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем. Масмак вырăнне мĕн тăхăнма юранине те палăртса хăварчĕç. Çаплипех сăмах ачасен юрлас ăсталăхĕ тавра та пулчĕ. Тĕрĕс сывланинчен сасă уçă та вăйлă пуласси килет. Ун валли ÿркенмесĕр ятарлă хăнăхусем пурнăçламалла çеç. Галина Юрьевна шăпах çав хăнăхусенчен пĕринпе паллаштарчĕ. Юрланă чух сăмахсем ăнланмалла илтĕнччĕр тесен дикципе артикуляцие лайăхлатас енĕпе те ĕçлеме манмалла маррине асăнса хăварчĕç юрăçсем. Светлана Семеновна пĕр çаврăм юрă юрласа пачĕ. Ташă лартас енĕпе Елена Арефьева асăрхаттарусем турĕ. Ташăсене лартнă чух инструменталлă кĕвĕ илсен аванрах пулассине пĕлтерчĕ. Ачасенче илемлĕх туйăмне вăратма шăпах çавнашкал кĕвĕ пулăшнине те палăртса хăварчĕ вăл. Çаплипех репертуара çĕнетмеллине те, караоке вырăнне аранжировка çыртарсан ачасен юрлас-ташлас туртăмне вăйлатма пулăшассине каласа хăварчĕç. Иртнĕ суйлав турĕнче асăрханă çитменлĕхсенчен пĕри вăл - чылай ача хăйне сцена çинче ирĕклĕ туйманни тата куракансене тыткăнлама, кулма пĕлменни пулса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен жюри членĕсем ачасене хатĕрленĕ ертÿçĕсем тухăçлă тата чунтан ĕçленине палăртрĕç, малашне те çапла пуласса шанчĕç.
Гала-концерт малтанхи вырăнтах - Алексеевкăри Панулми садĕнчех - пулчĕ. Фестиваль-конкурсăн юлашки тапхăрне лекмен ачасем çĕнĕ тус-юлташĕсен пултарулăхне курса савăнчĕç. Вĕсен кÿренме сăлтав пулмарĕ. Фестиваль-конкурса хутшăннăшăн сертификатсем парса хавхалантарчĕç. Жюри членĕсем хăшĕ-пĕрисене ятарлă дипломсемпе те палăртса хăварчĕç.
Çапла вара Регионсем хушшинчи чăваш ачисемпе çамрăксен «Шурçăл - 2018» иккĕмĕш фестиваль-конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вырăнсене çавнашкал пайларĕç: «Фольклор» номинацинче I степенлĕ Диплом лауреачĕ ятне Пишпÿлекри Культура керменĕнчи ачасен кăтартуллă «Шурçăл» фольклор ансамблĕ (ертÿçисем Людмила Романова тата Раиль Едиханов) илчĕ. «Халăх юрри» номинацинче Евгений Кузьмин (Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ, ертÿçи Татьяна Захарова) çĕнтерчĕ.
«Инструментпа вылясси» номинацинче I степенлĕ Диплома Мияки районĕнчи Владимир Захаров (Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ, ертÿçи Татьяна Захарова), Пишпÿлекри Культура керменĕнчи ачасен кăтартуллă «Шурçăл» фольклор ансамблĕ (ертÿçисем Людмила Романова тата Раиль Едиханов) тивĕçрĕç.
«Эстрада юрри» номинацине хутшăнакансем нумайăнччĕ. Унта пĕччен те, ушкăнпа та, дуэтпа та, триора юрлакансем те пулчĕç. I степенлĕ Дипломпа Анастасия Романована (Кистенлĕри культура çурчĕ, ертÿçи Светлана Павлова), Диана Илларионована (Пишпÿлекри Культура керменĕ, ертÿçи Людмила Романова), Дарья Мурзакована (Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринчи НФКЦ, ертÿçи Лидия Мурзакова), «Сывлăм» дуэта (Пелепей районĕнчи Слакпуçĕнчи культура çурчĕ, ертÿçи Алена Андреева), Пишпÿлекри Культура керменĕнчи ача-пăча кăтартуллă «Шурçăл» фольклор ансамблĕ (ертÿçисем Людмила Романова тата Раиль Едиханов), Екатерина Иванована (Ермолкинчи культура çурчĕ, ертÿçи Наргиза Масабирова), II степенлĕ Дипломпа триона - Диана Ермолаева, Любовь Иванова, Ольга Федотова (Ермолкинчи культура çурчĕ, ертÿçи Наргиза Масабирова), Анастасия Мишинана (Пăслăкри НФКЦ, ертÿçи Ирина Игнатьева), III степенлĕ Дипломпа Виктория Мордвинована (Пишпÿлекри Культура керменĕ, ертÿçи Людмила Романова), Пелагея Елисеевапа Ксения Федорована (Михайловкăри культура çурчĕ, ертÿçи Олег Тимофеев) хакларĕç. «Халăх юрри» номинацинче II степенлĕ Диплома Мияки районĕнчи Анастасия Петрова (Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ, ертÿçи Татьяна Захарова) тивĕçрĕ. «Хореографи» номинацинче вырăнсене çапла пайларĕç: III степенлĕ Дипломпа «Виçтÿпе çăлтăрĕсем» кăтартуллă хореографи ансамбльне (Пăслăкри НФКЦ, ертÿçи Ирина Игнатьева), «Апельсин» ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен лапамăн ташă ушкăнне (Анат Кăрминчи культура çурчĕ, Абдулин районĕ, Эрĕнпур тăрăхĕ, ертÿçи Надежда Сафронова), «Илемпи» ташă ушкăнне (Хушăлкари «Илемпи» ача сачĕ, ертÿçи Елена Павлова), II степенлĕ Дипломпа «Шевле» ташă ушкăнне (Ситекри культура çурчĕ, ертÿçи Лира Петрова), I степенлĕ Дипломпа Артем Павлова (Пăслăкри НФКЦ, ертÿçи Ирина Игнатьева), Ольга Супулована (Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалăн культура çурчĕ, ертÿçи Татьяна Захарова) хавхалантарчĕç.
Малалли хаçатăн 35№.
Читайте нас: