Çавна тата чăваш общественноçĕ ыйтнине шута илсе Пушкăртстан Республикин малтанхи президенчĕ М.Г.Рахимов 386№ Указ (27.06.1995ç) çине алă пуснăччĕ. Çак хушăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе ПР Министрсен Кабинечĕ 355№ (22.09.1995ç) ятарлă постановлени йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче Чăваш культура центрĕ тăвас ĕç пуçланчĕ. Чăваш хастарĕсем ыйтнипе çак центрта 162 вырăнлă шкул, 150 вырăнлă культура çурчĕ уçмаллаччĕ, чăваш вокалпа эстрада инструмент ушкăнĕ йĕркелемеллеччĕ, пултаруллă чăваш ачисем валли 150 вырăнлă интернат, 400 вырăнлă чăваш театрĕ тата ытти строительство объекчĕсем хăпартмаллаччĕ. Ку ĕç валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ каяссине те, асăннă проекта хăш вăхăт тĕлне пурнăçа кĕртессине те палăртнăччĕ.
Çирĕм виçĕ çул хушшинче çак ĕçсем çеç пурнăçа кĕчĕç:
1) ПР Культура тата наци политикин министрĕ Т.Н.Сагитовăн 29.11.1999 çулхи 199№ приказĕпе килĕшÿллĕн Çтерлĕ хулинче эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕ;
2) Суук-Чишма ялĕнче 150 вырăнлă клуб хăпартма пуçланă (2000 çулта çак ĕç чарăнса ларнă).
Суук-Чишма ялĕнчи республикăри чăваш культура центрне йĕркелес ĕçе чарса лартни, уншăн яваплисен ячĕсене хăшĕ-пĕрисем ятарласа пытарма тăрăшни, центр тума уйăрнă укçана «Суук-Чишма ялĕнче историпе культура центрĕ уçатпăр» тесе (Чăваш культура центрĕпе пăтраштарма кирлĕ мар!) юри тăкакласа пĕтерни, ачасем кирлĕ пек пĕтĕмĕшле тата музыка пĕлĕвĕ илейменни – пурте чăваш общественноçне пăшăрхантармасăр пултараймасть.
Çак йĕркесене çырнă май ирĕксĕрех ЮНЕСКО чăваш чĕлхине çухалаканнисен шутне кĕртни аса килет. Чĕлхе пулмасан халăх та çук. Нивушлĕ Пушкăртстан Республикинчи çакăн пек пултаруллă, ĕçчен те сăпайлă, пуян историллĕ халăх тĕпсĕр çыран патне утать.
Çтерлĕпуç районĕнчи чăваш хастарĕн В.Н. Спиридоновăн «Урал сасси» хаçатра кун çути курнă «Пирĕн халăх тăлăх ача евĕр» статйине вуласа тухсан чун хурланчĕ. Чăваш халăхĕн малашлăхĕ çинчен калаçни ăна пĕрре те савăнтармасть, мĕншĕн тесен Пушкăртстанра чăвашсен шучĕ çулсерен чакса пырать.
Федоровка тăрăхĕнчи çыравçа, А.Н.Русаков тухтăра та чăвашлăх ыйтăвĕ канăç памасть. Кашни номерте тенĕ пекех çĕклет вăл вĕсене.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ: тăван чĕлхене сыхласа хăварас ĕçре шкулсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Енчен те вĕсем тăван чĕлхепе ирĕккĕн калаçакан, çыракан, хамăр халăх историне, йăли-йĕркине, культурине лайăх пĕлекен ачасем вĕрентсе кăлараççĕ пулсан. Çавăн чухне тин çитĕнекен ăру хăй хăш халăхран тухнине ăнланса илĕ, мăн аслашшĕсен историйĕпе мăнаçланма тытăнĕ, вĕсен ырă ĕçне малалла тăсĕ. Ун пек шкулсен выпускникĕсем хăйсен халăхĕсен патриочĕсем пулĕç, тăван чĕлхине манмĕç.
1997 çулта эпир çакăн пек шкул, Пелепей хулинче чăваш гимназийĕ, уçрăмăр. Анчах вăл 2015 çултанпа федераллă патшалăх нормине, пушар хăрушлăхĕн нормине тивĕçтермен çуртра, тулли мар пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул пек ĕçлет. ПР Правительстви Пелепей хулинче 500 вырăнлă шкул тата 250 вырăнлă интернат тăвасси çинчен йышăннă постановлени (23.06.2011 çулта, 242-8616№) халĕ те пурнăçа кĕмен.
Çÿлерех асăннă проблемăсене татса парас тесе эпĕ 1997 çултанпа виçĕ вĕрентÿ, пилĕк культура, пĕр финанс министрĕпе, виçĕ ПР Премьер-министрĕн çумĕпе, виçĕ ПР пуçлăхĕн администраци ертÿçин шалти ĕçсен политикин çумĕпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе тата ытти нумай-нумай ведомствăсен чиновникĕсемпе тĕл пултăм. Вĕсенчен нумайăшĕ проблемăна ăнланса пулăшма та тăрăшрĕç. Пурте çак ыйтусене муниципаллă районсен пуçлăхĕсем татса памаллине çирĕплетсе каларĕç. Анчах муниципаллă районсен пуçлăхĕсем нимле ыйтăва та татса памаççĕ. Ун пек йышăну ПР чăвашсен наципе культурине аталантарас ĕçе чарса тăратать, укçа-тенке ытлашши тăккаласси патне илсе çитерет.
Нумай пулмасть ПР Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов халăх умĕнче тухса калаçнă май хăй сăмахĕсене çапла вĕçлерĕ: «Эпĕ сире юрататăп!» Илтнипе хавхаланса эпĕ унран пуçтарăннă проблемăсене татса пама улттăмĕш хут пулăшу ыйтрăм. Хурав вырăнне черетлĕ ячĕшĕн çырнă хутсем çеç илтĕм. Вĕсене ăнлантарса тăмастăп, хисеплĕ ПР Пуçлăхĕ Р.З. Хамитов пушă вăхăт тупса Пушкăртстанри чăвашсен вăраха кайнă ыйтăвĕсене татса парас тесе çирĕп сăмах каласса кĕтетĕп.
ПР ЧНКА вĕрентÿ комиссийĕн председателĕ.