Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
29 Октябрӗн 2018, 14:13

Усăллă ял музейне парне

Усăллă ялĕнчи библиотекăпа клуб ĕçченĕсем манăçа тухнă йăласене çĕнĕрен пуçарса ярас, аваллăха упраса хăварас тесе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсем архив докуменчĕсене тĕпчерĕç‚ ватăсем каланине çырса илчĕç‚ пĕр ял çыннисемпе çыхăну тытса сахал мар информаци пуçтарчĕç. Çак ĕçсене тунă май библиотекăра пысăках мар музей та йĕркелерĕç. Халĕ унти экспозицисемпе усă курса тĕрлĕ мероприятисем ирттерме те пулать. Ял çыннисем вулавăша хăйсем те япаласем илсе килеççĕ: карçинкка‚ кĕнчеле урапи‚ тĕрлĕрен утюгсем‚ авалхи халăх тумĕ‚ тăм куршаксемпе чÿлмексем‚ арчасем, сехетсем тата ыт.те.

Усăллă ялĕнче пурăнакан Вячеслав Иванов кăçал музея «Салтак тивĕçне тÿрре кăлараççĕ» выставка-диорама парнелерĕ. Макетсем урлă автор тĕнче историн паллă тапхăрĕсене - Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тата вырăнти вăрçăсене - палăртса хăварнă. Вячеслав Николаевич хăй ĕçне юратса тата истори чăнлăхне пăсмасăр ишĕлме тытăннă çуртсен‚ тусемпе вăрмансен макечĕсене тунă‚ вĕсене салтаксен кĕлеткисемпе‚ совет тата тăшман çарĕсен техникипе пуянлатнă. Макет çичĕ пайран тăрать‚ кашни страница историллĕ пулăмсене, пирĕн салтаксен çапăçури хăюлăхне тата хастарлăхне кăтартать. Сăмахран‚ Сталинградри çапăçу (1942ç.)‚ Истра хули çумĕнче «Бранденбург 800» диверсантсемпе çапăçни (1941ç.), нимĕçсен «Эдельвейс» сăрт-ту стрелокĕсемпе Эльбрусшăн кĕрешни (1943ç.), Добрость юхан шывĕ урлă выртакан кĕпер çинчи Николай Сиротининăн паттăрлăхĕ (1945ç.)‚ Берлин хулине çĕнсе илни (1945ç.), 40-мĕш çарăн совет десанчĕсем‚ Афганистан вăрçи (1984ç.)‚ 131-мĕш мотострелоксен Майкопри бригади‚ Грозный хулин чукун çул вокзалĕ (1995ç.).
Выставкăпа пĕрремĕш хут паллаштарнă çĕре Усăллă тата Чуртан ялĕсенчи вĕренекенсене йыхравларăмăр‚ вĕсене ырă кăмăлпа О.С.Патраева вулавăш ĕçченĕ‚ Л.А.Данилова клуб заведующийĕ тата Вячеслав Николаевич Иванов кĕтсе илчĕç. Курав авторĕ хăй ăсталанă ĕçĕпе паллаштарчĕ‚ макетăн кашни пайĕ çинчен питĕ интереслĕ каласа пачĕ.
Хаклă выставка Усăллă ялĕнчи музея илем кĕртрĕ. Экспозици пирĕн Тăван çĕршывăн тĕрлĕ истори тапхăрĕсемпе ĕлĕкхи лару-тăрăвне ăнланма пулăшать. Музея çÿрекен ачасемпе аслисем совет тата Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕпе, патриотизмĕпе паллашма пултараççĕ.
Выставка авторĕ Вячеслав Иванов 1980 çулта Усăллă ялĕнче çуралнă. 1995 çулта Усăллăри тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Авангардри шкула пĕлÿ илме çÿренĕ. Унтан Çтерлĕ хулинче совхоз-техникумра ветеринар профессине алла илнĕ. Камчатка Петропавловскĕнче чикĕ çарĕсен службинче тăнă. 2003 çултан пуçласа паянхи кунччен Çтерлĕ хулинче пушар хуралĕн ертÿçи пулса ĕçлет. 2008 çулта Санкт-Петербург хулинчи Раççейри пушарпа кĕрешекен службăн патшалăх университетĕнчен куçăн мар мелпе вĕренсе тухнă. Кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа «Авангард» ОООра ветеринар та пулса ĕçлет. Ун пирки «Ăçта çуралнă‚ çавăнтах юранă» тесе калама пулать.
Эпир Вячеслав Николаевича хаклă парнешĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр‚ ăна иксĕлми вăй тата пултарулăх ĕçĕнче хавхалану сунатпăр.
Ольга ПАТРАЕВА,
библиотека ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ,
Усăллă ялĕ.
Читайте нас: