Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
8 Сентябрӗн 2021, 10:50

Ĕç вырăнĕ - иккĕмĕш тăван кил

Сергей Матвеев подполковник Пелепей тăрăхĕнче пурăнакансен пурлăхне упрас тĕллевпе 30 çул хушши сыхăра тăрать.

Ĕç вырăнĕ - иккĕмĕш тăван кил
Ĕç вырăнĕ - иккĕмĕш тăван кил

Вăл Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнче 1970 çулхи апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче пысăк та туслă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ тата техникумра ăс пухнă хыççăн çамрăка Милицин ятарлă чаçне салтак тивĕçне пурнăçлама янă. Асăннă чаçĕн тĕп тĕллевĕ - урамри преступленисене хирĕç кĕрешесси тата общество йĕркине хуралласси.
Запаса янă хыççăн Сергей Михайлович хăйĕн пурнăçне право йĕркине сыхлакан органсемпе çыхăнтарма шут тытнă. Çав тĕллевпех 1991 çулхи июль уйăхĕнче хулари шалти ĕçсен уйрăмĕн кадрсен пайне çитнĕ. Ăна ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕнче рота милиционерĕ пулма сĕннĕ. Объектсене тата граждансен пурлăхне сыхлассипе çыхăннă ĕç тÿрех чăваш арĕн кăмăлне кайнă. «Август уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпĕ хамăн пĕрремĕш сменăна тухрăм. Хулан кивĕ пайĕнче çуран хурал тăмаллаччĕ»‚ - аса илет Пелепей районĕнчи «Раççей Федерацийĕн Пушкăртстан Республикинчи Наци гвардийĕн çарĕсен ведомство тулашĕнчи хурал управлени» федераллă патшалăх учреждени филиалĕн ертÿçи.
Сергей Матвеевăн пĕрремĕш ĕç кунĕ хыçа юлнăранпа виçĕ теçетке çул иртнĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта вăл ахаль ĕçлекенрен пуçласа уйрăмăн ертÿçине çитнĕ. Çÿлерех асăннă уйрăм уншăн чăннипех тăван пулса тăнă.
- Служба вăхăтĕнче хам суйласа илнĕ профессие улăштарасси пирки пĕрре те шухăшламан. Çулсем иртнĕ май‚ ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕ ман пурнăç тивĕçĕ пулнине ăнланса илтĕм‚ - мăнаçланса хуравлать чăваш арĕ.
Службăра тăнă çулсенче хурал уйрăмĕн ĕçченĕсем Пелепей çыннисен пурлăхне преступниксем хапсăннинчен кăна мар‚ граждансен пурнăçне çăлса хăварнипе çыхăннă тĕслĕхсем те чылай пулнă. Интереслĕ пулăмсенчен пĕри 90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче‚ видеомагнитофонсем сутлăха тăратнă вăхăтра пулса иртнĕ. Ун чухне вĕсене ылтăнпа танлаштарнă. Çынсем ВАЗ-2108‚ ВАЗ-2109 маркăллă автомобилĕсене магнитофонсемпе улăштарнă. Çĕршыври преступниксем те айккинче тăрса юлман‚ вĕсем те çакăн йышши хатĕрсем хыççăн «сунара» тухнă.
Шăпах çавăн чухне Пелепей хулинче пĕр эрне хушшинче хуралламан лавккасенче темиçе теçетке видеомагнитофон вăрланă.
- Пĕр çĕрле централизациленĕ хуралăн пультне хураллакан лавккаран сигнал çитрĕ. Эпир пĕр тăхтамасăр палăртнă вырăна тухса кайрăмăр. Суту-илÿ точки патне çывхарсан саккуна пăсса лавкка ăшне кĕнĕ йĕрсене - пысăк та тем хулăнăш витринăна ватнине - асăрхарăмăр. Çывăхра вара видеомагнитофонсем вырнаçтарнă 18 курупка выртатчĕ. Эпир пулăшу чĕнтертĕмĕр‚ усал шухăшлă çынна çийĕнчех вăрланă япаласемпе суту-илÿ залĕнче ярса тытрăмăр. Преступлениллĕ ĕçе сÿтсе явнă вăхăтра айăпа кĕнĕ çын пĕччен мар‚ ăна пулăшаканĕ пулни те паллă пулчĕ. Вăл ултă курупкапа тарма ĕлкĕрнĕ. Анчах аяккка тарса ĕлкĕреймен‚ пĕр сехетрен ăна та ярса тытрĕç. Каярах тытса чарнă çынсем хулара çакăн йышши ĕçсем тата та тунине йышăнчĕç‚ - аса илет Сергей Матвеев подполковник.
Паянхи вăхăтра подразделени хастарĕсем объектсене‚ Пелепей çыннисен хваттерĕсемпе пурлăх упрамалли вырăнĕсене шанчăклă хÿтĕлеççĕ. Район çыннисем шанни - Сергей Михайловичпа унăн ĕçтешĕсен тухăçлă професси ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕ тата пысăк хак. Службăра çитĕнÿсем тунăшăн С.М. Матвеев подполковника темиçе хутчен Хисеп хучĕсемпе‚ «Службăра палăрнăшăн» тĕрлĕ степень лĕ медальсемпе наградăланă.
- Çине тăрса ĕçлени‚ туслă коллектив‚ профессионализм‚ кашни ĕçлекен хăйĕн ĕçне чунтан парăнни Пелепей районĕнчи ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕн çитĕнÿ никĕсĕ шутланать. Ертÿçĕ пулнă май‚ пирĕн коллективăн кашни пайташĕшĕн эпĕ явап тытатăп. Манăн ĕçтешсем - вĕсем манăн юлташсем тата пулăшакансем. Эпир пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр‚ пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен ĕç вăл - иккĕмĕш кил. Пурнăçăн ытларах пайне вара унта ирттеретпĕр‚ - чунне уçса калаçать Сергей Матвеев.
Кашни ăнăçуллă арçын хыçĕнче ăна пулăшакан‚ çитĕнÿсем тума хавхалантаракан ăслă хĕрарăм тăрать тесе каланине илтме пулать. Унăн мăшăрĕ, Марина, çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри шутланать. Вăл Сергей Михайловича професси шайĕнчи пуçарусенче яланах пулăшса пырать. Мăшăр икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ.
Сергей Михайловичпа Марина Владимировнăна çирĕп сывлăх‚ çемье телейĕ‚ çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Пелепей районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: