Кашни çемье – ырă йăла-йĕркепе хаклăхсем çинче никĕсленнĕ тĕнче. Валерий Аркадьевичпа Наталия Васильевна Назаровсем 31 çул пĕрле пурăнаççĕ, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Назаровсем – питĕ туслă çемье, вĕсем пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнаççĕ, кил-йышри уявсене те яланах пĕрле паллă тăваççĕ. Наталия Васильевнăпа Валерий Аркадьевич хăйсен ырă тĕслĕхĕпе юратупа шанчăклăх, ĕçченлĕх çемье пурнăçĕн тĕп никĕсĕ пулнине татах та татах çирĕплетеççĕ.
Çемье пуçĕ Валерий Аркадьевич Шаран районĕнчи Тапканчăпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çитĕнсе çитсен нумай çамрăк пек телей шыраса инçе çĕре тухса кайман, тăван ялĕнчех тĕпленсе пурăнма шутланă. Хăй телейне те, Наталия Васильевнăна, çак ялтах тупнă. Наталия хĕвеллĕ Узбекистанри Самарканд хулинче çуралнă. Вун тăватă çулта чухне амăшĕн тăван ялне, Тапканчăпуçне, куçса килнĕ.
Çемье пуçлăхĕн пĕтĕм ĕçлĕ пурнăçĕ Мичуринский совхозпа çыхăннă. Вăл мĕн çамрăкранпах тăван хуçалăхра механизатор пулса тăрăшнă. Чăваш каччи пĕр хутчен çеç мар çамрăк механизаторсем хушшинче социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çур аки, кĕрхи вырма ĕçĕсем вăхăтĕнче пултаруллă механизатор яланах Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Валерий Аркадьевича тăван ял, тăван тăрăх шăпи те канăç памасть. «Эпир пулмасан кам» текен чăваш арне район, Мичурин ял Канашĕн депутатне те пĕр хутчен çеç мар суйланă. Халĕ чăваш арçынни тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пушă ларма вăхăчĕ çук унăн. Мăшăрĕпе пĕрле хушма хуçалăх тытаççĕ. Яланхи пекех общество пурнăçне те хастар хутшăнать вăл. Хăйĕн тракторĕпе яла тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте сахал мар пулăшать.
Н.В. Назарован ĕçлĕ пурнăçĕ Шаран районĕнчи Виçĕ Çăл шкулĕпе çыхăннă. Малтан вăл пуçламăш классен учителĕ, унтан директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса вăй хунă. 2016-2020 çç пултаруллă хĕрарăм директор лавне туртнă. Ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан вĕрентекене районти вĕрентÿ уйрăмĕн Хисеп хучĕсемпе, Шаран район администрацийĕн Тав çырăвĕпе наградăланă. Унăн пуçарăвĕпе 2018-2019çç Виçĕ Çăл шкулĕ вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна (ППМИ) хутшăнса шкул çурчĕн чÿречисене, алăкĕсене улăштарнă, тăррине çĕнĕрен витнĕ.
Назаровсемшĕн чи пысăк пуянлăх – ачисемпе мăнукĕсем. Сумлă мăшăр виçĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Тĕпренчĕкĕсене хăйсем пекех ĕçе юратма, çынсемпе ырă кăмăллă пулма, вĕсене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ. Паллах, лайăх пĕлÿ пама тăрăшнă, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшнă.
Асли Диана Хусанти Федераллă универститетран вĕренсе тухнă. Унăн хăйĕн çемйи, икĕ ача. Денис ывăлĕ Ĕпхÿ патшалăх экономика тата сервис университетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра асăннă хулари УМПО заводĕнче ĕçлет. Юля хĕрĕ Ĕпхÿ хулинчи ПР патшалăх службипе управленийĕн академинче пĕлÿ илнĕ. Хальхи вăхăтра декрет отпускĕнче. Роман ывăлĕ Ĕпхÿри автотранспорт колледжĕн студенчĕ. Кĕçĕнни, Кира, Виçĕ Çăл шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренет.
Назаровсен çемйи Мичурин ял Канашĕн чи тĕслĕхлĕ çемйисенчен пĕри шутланать. Ачисем вара обществăн тивĕçлĕ членĕсем пулса çитĕнеççĕ. Наталия Васильевна - пур общество мероприятийĕсен хастар членӗ, вырăнти «Çăлкуç» фольклор ансамблĕн пайташĕ.
Валерий Аркадьевичпа Наталия Васильевна яланах пĕрле. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çемьепе юрату уйрăлми ăнлавсем, çын пурнăçĕнчи тĕп хаклăхсем пулнине çирĕплетеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Шаран районĕ,
Тапканчăпуç ялĕ.