Ырă йăлана малалла тăсса кăçал та, октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, пĕрремĕш курсра вĕренекенсемпе студентсен хастар йышĕ ту çине хăпарма шутларĕç. Преподавательсенчен унта пĕрремĕш курссен кураторĕсем Гульнара Басыровапа Насима Мукимова тата деканăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ильсур Дильмухаметов пулчĕç.
Ту çине часах хăпарса çитрĕмĕр. Кунта пире мăнаçлăх туйăмĕ ярса илчĕ. Ытармалла мар илем ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Тĕрлĕ хускануллă вăйăсем вылярăмăр, юрăсем юрларăмăр, асăнмалăх сăн ÿкерттертĕмĕр пулсан та вăхăт сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Эпир малашне те кунта килме калаçса татăлтăмăр.
Торатау пирки калас пулсассăн, вăл Пушкăртстанăн паллă вырăнĕсенчен пĕри шутланать. Çак тăва Ишимбай хулипе районĕн гербĕ çинче те ÿкернĕ. Ту çинчи шурă йĕрсем ту акшар чулĕнчен (известнякран) пулнине çеç мар, унта пурăнакансен шухăшĕсем те таса пулнине пĕлтереççĕ. Халăх хушшинче çак тăва Шихан тесе ят панă. Шихан – географи терминĕ. Вăл пĕччен тăракан чăнкă тăвайккиллĕ сăрт тенине пĕлтерет. Пурĕ Ишимбай тăрăхĕнче виçĕ Шихан: Куштау, Ярактау тата Торатау. Торатау пушкăрт чĕлхинчен куçарсан крепость ту тенине пĕлтерет. Вăл – çĕр çинчи чи ватă тусенчен пĕри – ăна 285 млн çул. 1960 çултан пуçласа тăва çут çанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ.
Анфиса САЛИХОВА,
3 курс студенчĕ.
Çтерлĕ хули.