Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
12 Кӑрлач 2022, 11:27

Давлетовсен çуртĕнче пысăк савăнăç

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнне шутланакан хисеплĕ çемье пурăнать.

Давлетовсен çуртĕнче пысăк савăнăç
Давлетовсен çуртĕнче пысăк савăнăç

2022 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕ Геннадипе Нина Давлетовсемшĕн савăнăçлă кун. Çитмĕл çул каялла Шаран тăрăхĕнчи Рождественка ялĕнче Василипе Екатерина Соколовсен çемйинче Нина ятлă хĕр çуралнă. Çак кунсенче унăн 70 çул тултарнине анлă паллă тума шутларăмăр. Тулли кĕрекене пухăнма тата тепĕр сăлтав та пур-çке – çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ.
Мăшăр çак савăнăçа пайлама тус-тăванĕсене, кÿршĕ-аршисене йыхравланă. Шел, кăшăлвирус пандемине пула пĕтĕм тăванĕсене сĕтел хушшине пуçтарма май килмерĕ. Хăнасем Нинăпа Геннадие халалласа нумай ырă та ăшă сăмах каларĕç, иртнĕ кунсене аса илчĕç.
Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ хыççăн (хĕрпе каччă малтанах калаçса татăлнă пулнă) Геннадий кÿршĕ ялтан хĕр илсе килме шут тытнă. Анчах савнине хĕллехи кун 7-8 çухрăмра вырнаçнă ялтан мĕнпе илсе килмелли ыйту çуралнă. Каччă вăрах шухăшламасăр колхоз председателĕ патне çитнĕ. Х.М. Мехаков пуçлăх ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине курса хăйĕн транспортне, кошовка çуна кÿлнĕ лашине, парса янă.
Хĕрĕ чăннипех те лайăх пулнă. Юматово техникумне пĕтернĕ, бухгалтер профессине алла илнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, колхоза кирлĕ çын.
Нина Васильевна качча килнĕ кунтан пуçласа колхоз правленийĕн кадр пайĕнче ĕçленĕ. Ĕçре хăйне питĕ пултаруллă, тăрăшуллă та яваплă специалист пек кăтартнă. Çакăншăн ăна колхоз пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕсемпе тата укçа-тенкĕпе чысланă. Нина Васильевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 36 çул хушши, асăннă ĕçре вăй хунă.
Геннадий сакăр класс пĕтернĕ хыççăн «Базы» колхозра ĕçе пуçăннă. Пенсие тухиччен çакăнта тăрăшрĕ. Трактористсен шутĕнче пулнă май, ăна колхоз 1976 çулхине пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ВДНХан бронза медалĕпе чысларĕ.
Геннадийпе Нина – питĕ тăрăшуллă та ĕçчен çынсем. Вĕсен çемйинче юратупа туслăх, хисеппе ĕçченлĕх хуçаланать. Мăшăр икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Лариса хĕрĕ Октябрьски хулинче медицина училищине пĕтернĕ хыççăн Шаранти больницăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Вăл Коля мăшăрĕпе ашшĕпе амăшне виçĕ мăнук парнелерĕ. Олег ывăлĕ вара Бугульмари индустрипе педагогика техникумĕнче пĕлÿ илчĕ. Североморск хулинче 2 çул салтак тивĕçне пурнăçларĕ. Ĕмĕр сакки сарлака, пурнăçра савăнăçсăр пуçне хурлăхлă самантсем те пулса иртеççĕ. Олегăн ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ, вăтăр çула çитсен аварире пурнăçĕ татăлчĕ. Анчах Давлетовсене хуйхă хуçмарĕ. Вĕсем малалла мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Паянхи кун мăшăр пысăк та хăтлă çуртра пурăнать, çĕнĕ хуралтăсем туса лартнă, выльăх-чĕрлĕх усрама тăрăшаççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ, ачисем патне Шарана килсе-кайса çÿреççĕ.
Ял-йышсем, тăвансем юбилей ячĕпе саламласа вĕсене ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Геннадий ТИМОФЕЕВ.
Чекмагуш районĕ,
Юмаш ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: