Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
23 Нарӑсӑн 2022, 11:00

Тăван кĕтесрен килнĕ çырусем

Вăхăт иртнĕ май кашни çамрǎк çыннăн пурнǎçĕнче Тǎван çĕршыва хÿтĕлемелли, хĕсметре тăмалли самант çитет. Хӑш-пӗрисемшӗн ҫакӑ шиклентерекен утӑм, мӗншӗн тесен пулас хÿтĕлевçĕсем ыран вĕсене мĕн кĕтнине пӗлмеҫҫӗ. Анчах та нумайӑшӗ ҫарти кунсем малашлăх пурнăçра кирлине лайăх ăнланаççĕ, ҫак шкул ҫамрӑк йӗкӗте чӑн-чӑн арҫын тӑвать-çке.

Тăван кĕтесрен килнĕ çырусем
Тăван кĕтесрен килнĕ çырусем

Маншӑн тата манӑн вӗренекенсемшӗн салтаксем патне ҫыру ҫырасси ырӑ йӑлана кĕчĕ. Февраль уйăхĕн 23-мӗшӗ умĕн эпир – Анна Васильева, Виктория Петрова, Елизавета Русакова, Герман Семенов, Анастасия Федорова – Дон çинчи Ростов, Ленинград тата Мускав облаҫӗсенчи, Пушкӑртстан Республикинчи Чишма районĕнчи тата Забайкалье крайĕнчи Чита районĕнчи ҫар чаҫӗсене çырусем ӑсатрӑмӑр. Ăшă сăмахсемпе шăрçаланă черетлӗ çырусене Михаил Петров, Владислав Русаков, Егор Семенов, Никита Газизов, Дмитрий Максимов, Артем Щеглов çывăх вăхăтра илӗҫ.
Шкул ачисем хӑйсем çырнă йĕркесенче салтаксен кулленхи хĕсмечĕ мӗнле иртни ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ. «Сире мӗнпе апатлантараççĕ? Ҫанталӑк мӗнле?...» – тесе ыйтнӑ Аня çĕршыв хÿтĕлевçисенчен. Салтаксене хӑш-пӗр чухне мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен те асăнса хăварнă. «Служба ҫӑмӑл мар, анчах Пӗтӗм Раҫҫейӗн тăнăç пурнăçне сыхласа хӑварасси питӗ пĕлтерĕшлĕ», – ҫырнӑ Елизавета. «..Санпа мăнаçланатăп, мӗншӗн тесен эсӗ мирлӗ ҫынсен канӑҫлӑхне упратӑн вӗт», – тет Герман. Вика «Ҫакӑн пек каччăсем пире хӳтӗленĕшĕн эпир питӗ савăнатпăр, мăнаçланатпăр» тесе шăрçаланă. Ҫавӑн пекех ачасем ялти юлашки хыпарсемпе те паллаштарчĕç: «Кӑҫал юр питӗ нумай, хӗл пире шурӑ пӗркенчӗкпе тем çÿллĕш витсе хучӗ», – тесе ҫырать Настя. Ачасем ҫырусене кӑмӑлтан, пӗр сывлăш çавăрса илмесĕр ҫырчӗҫ. Вĕсен страницисене ҫӑлтӑрсемпе, танксемпе илемлетрĕç. Пирĕн ентеш-салтаксемшĕн кӗтмен ҫӗртен килнĕ çырусем савăнăç парнелессе шанатпăр. Мӗншӗн тесен ҫырусене халӗ сайра ҫыраççĕ. Çакна Ольга Петровна почтальонка та çирĕплетрĕ, çавӑн чухлӗ ҫыру курсан тӗлӗнчӗ.
Паянхи кун хĕсметре тăракан хӑш-пӗр каччăсем хăйсем шкулта вĕреннĕ чухне çакăн евĕр çырусем çырса хурав кĕтнине аса илĕç. Вăхăт тупса вĕренекенсем патне хирĕçле çыру çырĕç.
Тĕрĕссине калатӑп, çав ачасемпе эпĕ хам та мăнаçланатăп. Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси – чыслӑ та пархатарлă ӗҫ. Ҫар вӑл – вӗсемшӗн пурнӑҫ опычӗ. Пирӗн салтаксене ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать. Эпир сире яланах килте кӗтнине ан манӑр!
Ирина СЕМЕНОВА,
Ашкатар шкулĕн учителĕ.
Федоровка районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: