Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
9 Мартӑн 2022, 11:03

«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»

Сывлăх вăл кашни çыншăн кăна мар, мĕнпур обществăшăн пахаран та паха пурлăх шутланать. Хаклă та çывăх çыннăмăрсемпе тĕл пулнă е уйрăлнă вăхăтра пĕр-пĕрне çирĕп сывлăх сунатпăр. Мĕншĕн тесен вăл тулли те савăнăçлă пурнăçăн никĕсĕ пулса тăрать.

«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»

Февраль уйăхĕн юлашки кунĕнче Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем «Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ» мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Тĕлпулу вăхăтĕнче Маулинсем, Бантюковсем тата Алексеевсем хăйсен çемйисен пурлăхĕсем çинчен каласа панă. Унсăр пуçне кашни çемье курав валли хăйсен ĕçĕсене илсе килнĕ. Сăмахран, Алексеевсем чĕлхе çăтса ямалла тутлă тортпа капкейксем пĕçерсе тĕлĕнтернĕ. Маулинсем хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Çавăнпа вĕсем курава пыллă карас, çăка тата чечек пылĕ илсе килнĕ. Мероприятине хутшăнакансем вĕсене тутанса пăхма та пултарнă. Бантюковсем вара выставкăна тĕрлĕ ал ĕçĕсемпе илем кÿнĕ. Çавăн пекех тĕлпулăва Кармаскалă районĕнчи çемье службин специалисчĕ И.М. Трухачева, врач-нарколог И.А. Матякупова тата культура пайĕн ертÿçи В.Р. Мухамадеева килсе çитнĕ. Вĕсем те культура çуртĕнче пухăннисем умĕнче тухса сăмах каланă.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ,
Сихун ялĕ.

«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
«Урă пурнăç – çемье тĕрекĕ»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: