Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
15 Мартӑн 2022, 11:07

«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче тĕлĕнмелле çын - «Эрехĕрри Хĕл Мучийĕ» - пурăнать. Сивĕ кунсем çитсен, кăштах юр çусан вăл хăйĕн юратнă ĕçне пуçăнать – юрпа пăртан кĕлеткесем тăвать. Сăмахăм вара Александр Михайлович Ильин пирки пырать.

«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу

Вăл – чăн-чăн асамçă. Унăн çурчĕ умĕнче юмахсенчи пек юр патшалăхĕ «ÿссе ларать». Александр Михайлович чылай çул юр кĕлеткисем ăсталать, ĕçĕсем çултан çул илемлĕрех те капăртарах. Яла килекен кашни çын юртан тунă лапама çитсе курма васкать. Унта вара асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тăвать. Ăстаçă кашни юр скульптурине тăвас тесе куç хупмасăр кунĕпе те, çĕрĕпе те ĕçлет. Александр Михайлович хăй ăсталанă асамлăхпа чăннипех киленет. Мĕншĕн тесен çакă пурте ял илемĕшĕн, ачасен савăнăçĕшĕн тата мĕнпур ял-халăхĕшĕн. Хĕллехи каç юмах лапамне çитсен хăвăра ачалăха лекнĕ пекех туятăр. Телей çумра – ăна сана Хĕл Мучи парнеленĕ. Кăçал та Александр Ильин вырăнти нумай функциллĕ культура çурчĕ умĕнче пысăк хула «хăпартрĕ». Районти конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, Эрехĕрри ялĕ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
2022 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуркунне хăйĕн ирĕкне çирĕппĕн алла илчĕ. Кăштах вăхăт иртсен юр та ирĕлме тытăнĕ. Хальлĕхе вара юр пур-ха. Çавăнпа лара-тăра пĕлмен скульптор çĕнĕ кĕлеткесем ăсталать. Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче Эрехĕрри шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем тематика экскурсине васкарĕç, вĕсем пирĕн ентешĕмĕрĕн çĕнĕ ĕçĕсемпе паллашрĕç. Скульпторăн çĕнĕ ĕçĕсем шутĕнче çаксем пулнине палăртса хăвармалла: Авалхи Руçăн паллă князĕн Александр Невский полководецăн пуçĕ (ăна Донецкпа Луганск халăх республикисене халалласа тунă), Нарспипе Сетнер – чăваш халăхĕн паллă классикĕн К.В. Ивановăн поэминчи юратупа шанчăклăх сăнарĕсем, хăйсен ырлăхне ыттисене пама хатĕр ыталанса тăракан кĕлеткесем (ыталану кунне халалланă), В.И. Чапаевăн тата хăйĕн ашшĕн – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн бюсчĕсем, гипсран тунă скульптурăсем. Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем Эрехĕрри ялĕнчи урамсенче мĕнле кĕлеткесем курма ĕмĕтленни çинчен А.М. Ильина пĕлтерчĕç. Шкул ачисем танкпа самолет, кимĕпе юмахри Тухатмăш Карчăккин çуртне туса пăхма сĕнчĕç. Александр Михайлович вара çаксене пурне те ăсталаса пăхма шантарчĕ. Ялта çакăн пек пултаруллă тата сывă пурнăç йĕрки илсе пыракан çынсем пурăнсан, ял пурнăçĕ тата та илемлĕрех, интереслĕрех пулса тăрать.
Ирина КОРНИЛОВА.
Ермеккей районĕ,
Эрехĕрри ялĕ.

«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
«Тĕлĕнмелле çынсем» тĕлпулу
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: