Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
1 Июнӗн 2022, 12:00

Халăх ăс-пурлăхĕ кĕнекесемпе юрăсенче упранать

Эльвина Моисеевна Архипована ялта пурте лайăх пĕлеççĕ. 40 çул ытла педагогика ĕçĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса тăрăшнă хĕрарăма палламан çын та çук пулĕ.

Халăх ăс-пурлăхĕ  кĕнекесемпе юрăсенче упранать
Халăх ăс-пурлăхĕ кĕнекесемпе юрăсенче упранать

Ĕç ветеранĕ, кулленхи пурнăçра хастар шухăшсемпе пурăнакан хĕрарăм тивĕçлĕ канăва кайсан «Çĕньял сасси» ансамбль йĕркеленĕ. Эльвина Архипова «Авăркас районĕ умĕнчи тава тивĕçле ĕçсемшĕн» медале те тивĕçнĕ.
Сумлă хĕрарăм Владимир Николаевич мăшăрĕпе пилĕк хĕр ÿстернĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне ултă мăнук (4 хĕр ачапа 2 арçын ача) парнеленĕ. Паянхи кун кукамăшне виçĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Тимлĕ кукамайăн мăнукĕсем валли каласа памалли, кăсăклантармалли ялан тупăнсах тăрать.
Эльвина Моисеевна Моисей Лукьянович Петров шкул директорĕ çинчен «Призвание и дело жизни» кĕнеке çырни çинчен чылайăшĕ пĕлмеççĕ те пулĕ. Пысăк та кăткăс ĕçе пурнăçлама ăна икĕ çул кирлĕ пулнă.
Архиповсен çемйинче мĕн пĕчĕкрен ачасене кĕнекепе туслă пулма вĕрентнĕ. Вĕсен килĕнче пуян библиотека упранать.
Эльвина Моисеевнăпа Владимир Николаевича (шел пулин те халĕ мăшăрĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ) çут çанталăк уçă та вăйлă сас парнеленĕ. Çак пултарулăх вĕсен хĕрĕсемпе мăнукĕсене те куçнă. Килти пĕр кĕреке те, уяв та юрăсăр иртмест. Вĕсем вырăс, тутар, чăваш тата украин чĕлхисемпе янраççĕ. Архиповсен Светланăпа Валентина хĕрĕсем Çĕньял культура çурчĕ çумĕнчи «Калина красная» вокал коллективне çÿреççĕ. Мăн ăрусен халăх ăс-пурлăхĕ кĕнекесемпе юрăсенче упранать. Çавăнпа пурне те ытларах вулама сĕнетĕп.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ,
Çĕньял ялĕ.

Халăх ăс-пурлăхĕ  кĕнекесемпе юрăсенче упранать
Халăх ăс-пурлăхĕ  кĕнекесемпе юрăсенче упранать
Халăх ăс-пурлăхĕ  кĕнекесемпе юрăсенче упранать
Халăх ăс-пурлăхĕ  кĕнекесемпе юрăсенче упранать
Халăх ăс-пурлăхĕ кĕнекесемпе юрăсенче упранать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: