Шаран районĕнчи Туртÿллĕ ялĕнче пурăнакан Юлия Никитична Захарова кирек хăçан та хастар пулнипе уйрăлса тăнă. Нумаях пулмасть вăл 84 çул тултарчĕ, анчах вăй-халĕ çителĕклех-ха унра.
– Вăл лутраскер, черченскер, анчах çивĕчскер. Пĕлетĕр-и, манăн кашни ир мĕнле пуçланать? Юлия Никитична шăнкăравланинчен, – кулать Туртÿллĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова. – Унăн интереслĕ шухăшсем нумай. Вăл – ялăн чăн-чăн патриочĕ!
Ляйсан Нурмухаметовна Юлия Захарова тăрăшнипе Тÿртÿллĕ ялĕнче ачасемпе çитĕннисене канма илемлĕ вырăнсем ÿссе ларнине палăртать.
– Пăхăр-ха, епле илемлĕ обществăлла вырăн пур пирĕн. Çулла кунта халăх уйрăмах йышлă. Ачасем ÿкереççĕ, çыпăçтараççĕ, выляççĕ. Вĕсем сиккеленĕ вăхăтра çитĕннисем те канаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Чи пĕлтерĕшли – ял çыннисем пурне те хăйсен аллисемпе, пысăк тăкаксăр туни.
– Виçĕ çул каялла кунта хыт-хура тата шăлан тĕмĕсем кашласа ларатчĕç, – тет ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ. – Çак вырăна тирпейлеме Юлия Никитична сĕнчĕ. Хăй вăл сăпайлă, çавăнпа та ку шухăш чи малтан ачасен пуçне пырса кĕнĕ тет. Ачасем тесе вăл, хăй 35 çул хушши вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ май, шкулта вĕренекенсене калать.
– Ку – историллĕ вырăн. Ĕлĕк, революциччен, кунта уявсем, вăйăсем, халăх вăййисем иртнĕ, – каласа парать Юлия Никитична. – Кунсăр пуçне вăл патшалăх çут çанталăк палăкĕн территорийĕн пĕр пайĕ. Ăна «Тÿртÿллĕ варĕ» теççĕ. Хăй вăхăтĕнче çырмана хăтлăрах тăвас ĕçе пирĕн ентеш, ПР тава тивĕçлĕ вăрманçи Юрий Косоуров пысăк тÿпе хыврĕ. Кунта хурăнсем, хăвасем, çирĕксем лартнăччĕ. Анчах кирлĕ пек пăхманран вар илĕртÿллĕ пулма пăрахрĕ, хыт-хурапа хăрнă йывăçсем, паллах, тавралăха илем кÿмеççĕ. Çырмана хăрăк йывăçсенчен тасатма чĕнсен ял çыннисем турткалашса тăмарĕç. Рисовани учителĕ Любовь Кузнецовапа шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем хăтлăх кĕртмелли япаласем хатĕрлеме тытăнчĕç. Алă айĕнчи япаласенчен ачасемпе пĕрле тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталарĕç. Йывăçсем, тĕрлĕ тĕмескесемпе чечексем лартрĕç.
– Пур ĕçе те ачасем хутшăнни кирлĕ, – тет Ляйсан Нурмухаметовна. – Вĕсем обществăшăн усăллă ĕç тунă. Юлия Никитичнан тĕллевĕ вара шăпах ачасене халăхшăн усăллă ĕçе явăçтарасси пулнă.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, халĕ территорие сăнаса тăраççĕ. Кунта час-часах субботниксем йĕркелеççĕ, вĕсене çитĕннисем çеç мар, ачасем те хутшăнаççĕ.
Обществăлла вырăн илемленсех пырать. Юлия Захарова хăтлăх кÿртмелли проекта çĕнĕлĕхсемпе пуянлатсах тăрать. Вăйăсем валли çĕнĕ лапамсем тăваççĕ. Акă, нумаях пулмасть баскетбол площадки ÿссе ларчĕ.
Юлия Никитична хăйне ачасем хавхалантарнине пĕлтерет. Тăван шкулта вăл яланах кĕтнĕ хăна.
– Шкула çÿреме, ачасемпе калаçма юрататăп. Çапла эпĕ хамăн ÿсĕм çинчен те манса каятăп. Вĕсем чупса пырса ыталани кăмăллă. Çакă мана вăй-хăват хушать, – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Халĕ Юлия Никитичнан çĕнĕ шухăш çуралнă. Вăл тăван ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсене халалласа асăну комплексĕ йĕркелеме ĕмĕтленет. Вĕсем те çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă, фронтра çапăçнисене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ.
– Ачасен хамăр çĕршывăн, тăван тавралăхăн историне пĕлмелле, аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсен паттăрла ĕçĕсене асра тытмалла. Пирĕн тĕллев – вĕсене пулăшасси, – тет вăл.
Лиана ХАМАТОВА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.