Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
1 Августӑн 2023, 12:55

«Ют ачасем пулмаççĕ»

Авăркас районĕнчи Асавпуç ялĕнчи Семеновсем ултă усрав ачашăн атте-анне пулса тăнă. Çемье çакăнпа кăна çырлахасшăн мар, çитес вăхăтра вăл татах та пысăкланĕ…

«Ют ачасем пулмаççĕ»
«Ют ачасем пулмаççĕ»

«Ульăм, эпĕ тăван аннÿ мар!»
Мăшăр пĕрремĕш ачана пепкесен çуртĕнчен илнĕ. Ун чухне усрава илнĕ арçын ача икĕ çулта пулнă. Паян вара Андрей 18 çул тултарнă, çитĕннисен шутне кĕнĕ каччă. Ольга Мартыновна аса илÿ авăрне путнă май, чăн малтан çăмăл килменни, хăрушă пулни пирки пĕлтернĕ.
– Мăшăрăмпа çемьене ача илме шутланă вăхăтра пирĕн ывăл сакăр çултаччĕ. Вăл çемьере пĕртен-пĕр тата ачаш ача, е «анне ывăлĕ» пулса ан çитĕнтĕр текен шухăш канăç памарĕ. Унсăр пуçне эпĕ хам та нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ун чухне эпир хамăра «Пултарăпăр-ши?» текен ыйту çеç патăмăр, – каласа парать Ольга Семенова. – Тăвансем çак шухăшран хăтăлма ыйтрĕç. Анчах эпир никама та итлемерĕмĕр, хамăрла турăмăр. Çапла пирĕн çемьене Андрей пепке хутшăнчĕ те.
Усрав ачашăн анне пулса тăнă хĕрарăм пĕр пулăма куççуль кăлармасăр аса илеймест.
– Андрей усрав ача пулнине пĕлместчĕ. Çулсем шурĕç, вăл шкула кайрĕ. Унта çĕнĕ çынсем, хутшăнусем…Вăл тăтăшах «Мĕншĕн пирĕн хушаматсем тĕрлĕ?» тесе ыйту пама тытăнчĕ. Эпĕ пĕр сăмах та чĕнместĕмччĕ, е калаçăва урăх еннелле пăраттăм. Мĕншĕн тесен тĕрĕссине калама хăю çитерейместĕмччĕ…Анчах тĕрĕссине каласан лайăхрах пулассине ăнланаттăм, – терĕ Ольга Мартыновна. – Ульăм, эпĕ тăван аннÿ мар. Апла пулин те эпир аçупа сана яланах юратăпăр! – çапла пуçларăм калаçăва. Андрей мана: «Эсĕ – манăн анне! Яланах анне пулатăн», – терĕ. Çав кунхине чунсене уçса вăрах калаçрăмăр, пĕр-пĕрне ыталарăмăр, макăртăмăр…
Андрей пилĕк çул тултариччен калаçма пултарайман. Çемьене çĕнĕ пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем хутшăнсан çеç «чĕлхи уçăлнă». Ачашăн вĕренÿ çулĕсем çăмăл килмен, анчах вăл 11 класс пĕтернĕ. Çемье пуçĕ ăна район центрне репетиторсем патне илсе çÿренĕ. Арçын ача пĕлĕвне туптанă, пĕлтерĕшлĕ экзаменсене «тăваттă» паллăпа тытнă. Кăçалхи çу кунĕсенче вăл Çтерлĕ хулинчи строитель колледжне вĕренме кĕнĕ.
«Анне, мана никама та ан пар!»
Опека специалисчĕсем Семеновсен çемйине пĕчĕк Настьăна вырнаçтарма тытăнсан лару-тăру кĕтмен çĕртен улшăннă. Мăшăра, тăлăх ачасен усравне (приют) килсе çитсен, хĕр ачан Алена аппăшĕпе Артем тата Юра пиччĕшĕсем пуррине пĕлтернĕ. Ача çурчĕсенчи правилăсем тăрăх, пĕртăвансене уйăрма юрамасть.
– Тĕлпулу вăхăтĕнче Настя мана ыталарĕ те: «Анне, мана никама та ан пар!» терĕ. Çапла эпир киле пиллĕкĕн таврăнтăмăр. Мăшăрăм тĕлĕннĕччĕ, – йăл кулса калать кил хуçи арăмĕ.
Семеновсене малтанхи опекăна ырланă, виçĕ уйăх иртсен вĕсем усрав ачасемшĕн официаллă аттепе анне пулса тăнă. Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Ачисем ÿссе çитĕннĕ, тăван килтен тухса кайнă. Чи асли Артем хулара пурăнать, ĕçлет, çемье çавăрассине мала хурать. Настя шкула хĕрлĕ аттестатпа пĕтернĕ. Пултаруллă хĕр ПППУн право тата право йĕркине сыхлакан ĕç-хĕл факультетĕнче ăс пухать, вăл пĕрремĕш курса хыçа хăварнă. Алена кăçал медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Паллах, çакăн пек ачасем ÿстернишĕн савăнасси тата мăнаçланасси çеç юлать. Анчах ăнăçу йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Семеновсен çемйи ялан ачисене ăнланма, пулăшу пама тăрăшать. Енчен те ытти социаллă институтсемпе çыхăннă пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан районти опека уйрăмĕн специалисчĕсем йывăр лару-тăруран тухма пулăшаççĕ.
Дима
Виçĕ çул каялла çемьене чи кĕçĕнни – Дима – хутшăннă. Мĕскĕн арçын ача виçĕ хутчен тăлăхсен усравне лекнĕ. Тен, çавăнпа ачан кăмăл-сипечĕ «çирĕпленнĕ». Унăн сăмах çаврăнăшĕсенче литературăран аякра тăракан сăмахсем те тĕл пулнă. Анчах юратупа тимлĕхре асамлăх пур çав. Тăваттăмĕш класра вĕренекен арçын ача вĕренÿ çулне «тăваттă» паллăсемпе пĕтернĕ, пĕр «виççине» çеç парăнтарма пултарайман.
Ачан çемьене лекнĕ хыççăн каланă пĕрремĕш сăмахĕсем: «Кунта та вĕренме тивесси çинчен шухăшламан». Вăл вулама пĕлмен. Ашшĕпе амăшĕ интернатринчен ытларах ăна букварьпе вулама хăнăхтарнă. Çемье пайташĕсем сăнанă тăрăх, 11 çулхи Дима аслисем пекех шухăшлать.
Уяв йĕркелĕпĕр!
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан Андрейпа Алена ашшĕ-амăшĕн йăвинчен «вĕçсе кайĕç», студентсем пулса тăрĕç. Килте шăплăх хуçаланĕ, ача-пăча кулли те унчченхинчен сахалрах илтĕнĕ. Нумай ачаллă çемьере вара çакна вĕренмен. Çемье канашĕнче тата ачасем илме йышăну тунă. Çавăнпа çывăх вăхăтра кил-йыш татах та пысăкланĕ, икĕ арçын ачапа хĕр ача хутшăнĕç.
– Пысăк торт туянăпăр, кил-çурта шарсемпе илемлетĕпĕр, йăпанмалли программа хатĕрлĕпĕр. Вĕсене пирĕн патра килĕшессе шанатăп, – пĕлтерет нумай ачаллă анне.
Пысăк çемье валли пысăк çурт
Пилĕк çул каялла Семеновсен çемйи çĕнĕ икĕ хутлă çурта пурăнма куçнă. Ăна Андрей Гермагенович хăпартса лартнă. Унта кашнийĕн хăйĕн пÿлĕмĕ пур. Çурта кĕнĕ май кунта юратупа ăнлану хуçаланнине туятăн. Çемье пуçĕ столяр ĕçне кăмăллать, хăй аллипе сĕтел-пукансем ăсталать. Çирĕм ултă çулхи Дмитрий ывăлĕ – тăван килĕ çумĕнче вырнаçнă автосервис хуçи. Семеновсен тăван ывăлĕ хăй çемье çавăрнă. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Ольгăпа Андрей асанне-асатте пулма ĕлкĕрнĕ. Ывăлĕпе кинĕ вĕсене хĕр мăнук парнеленĕ.
– Ют ачасем пулмаççĕ, – çакăн йышши шухăшпа пурăнать те туслă çемье.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Авăркас районĕ,
Асавпуç ялĕ.

«Ют ачасем пулмаççĕ»
«Ют ачасем пулмаççĕ»
«Ют ачасем пулмаççĕ»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: