Çак ятпа митинг та йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятие Соловьевка ялĕнчен тухнисен йăхташĕсем, «Травы Башкирии» ООО тĕп директорĕ Александр Иванов, Слакпуç ялĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ Вера Павлова, Соловьевка ялĕнчи чи ватă çыннăн мăнукĕ Сергей Павлов тата ыт. те хутшăннă.
Поселок шăпи питĕ мухтавлă, анчах кĕске пулнă. Хăй вăхăтĕнче Соловьевкăра пуçламăш шкул, лавкка, сĕтпе çу ферми, çăм тапакан пункт ĕçленĕ. «Çĕнĕ çул» колхоз районта чи вăйлисенчен пĕри шутланнă. Патшалăх асăннă хуçалăха ют çĕршывра туса кăларнă трактор панă. Колхоз хăй укçипе молотилка туяннă. Кунта лашасемпе ĕнесем, сурăхсем ĕрчетнĕ. Хуçалăх Мускав хулинчи ВДНХ выставкине хутшăнма тивĕçнĕ. 100 сурăхран 125 путек илнĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пишпÿлекри Акатуйра Орлик ятлă лаша пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Çĕнĕ çул» колхозăн пĕрремĕш председателĕ Михаил Гурьевич Гурьев пулнă, вăрçă вăхăтĕнче хуçалăх тилхепине ертсе пыма Степан Ильич Ильичева шанса панă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тăшмана хирĕç çапăçма ялтан 44 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Тăван тăрăхне ырă-сывă таврăнма шăпа пÿрнисенчен Мухтав орденĕн тулли кавалерне, Геннадий Терентьевич Прокопьев артиллериста палăртмалла.
Çак ялтан учительсем те сахал мар тухнă. Ял çыннисем паян кун та хăйсене пĕлÿ панă Лидия Матвеевна Матвеева вĕрентекене, Василий Николаевич Павлова, Валерий Матвеевич Павлова ырăпа аса илеççĕ.
Архив докуменчĕсем тăрăх, поселока Слакпуç ялĕнчен, Хусан тăрăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсем пуçарса янă пулнă. Халĕ Пишпÿлек районĕнче Соловьевка поселокĕ çук. Ăна малашлăхлă мар тесе тĕп тума шутланă. 1974 çулта яла унăн юлашки çынни пăрахса кайнă. Унтанпа çур ĕмĕр иртсе кайнă. Ку вăхăт тĕлне Соловьевкăра вырăнти çăвасăр пуçне ял пулнине аса илтерекен пĕр паллă та сыхланса юлман.
– Пирĕн, çак ялтан тухнисен, кашни çулах, июль уйăхĕн юлашки шăмат кунĕнче, Соловьевкăра пĕрле пуçтарăнасси йăлана кĕнĕ. Тĕлпулусенчен пĕринче пурте пĕр канашлă пулса ял пулнине пĕлтерекен палăк лартма шутларăмăр. Çак ĕçе ку ялтан тухнă «Травы Башкирии» ООО директорĕ Александр Иванов пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Вăл чулне заказ парассине те, укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене те хăй çине илчĕ. Çапла Соловьевкăра стела лартма май килчĕ, - тет Вера Павловна. – Эпир тăрăшмасан çитĕнекен ăрăва кам хамăр историпе паллаштарĕ. Ку - пирĕн тĕп тивĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ.