Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
26 Сентябрӗн 2023, 12:45

Степановсен çемье музейĕн пилĕк çулхи юбилейне паллă турĕç

Сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнче Степановсен çемье музейĕн пилĕк çулхи юбилейĕ иртрĕ.

Степановсен çемье музейĕн пилĕк çулхи юбилейне паллă турĕç
Степановсен çемье музейĕн пилĕк çулхи юбилейне паллă турĕç

Уяв мероприятине ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, ПР регионти чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева, районти информаципе аналитика уйрăмĕн ертÿçи Рушания Хаматгалимова, Кабак ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Руслан Аюпов, Суук-Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева (вăлах çак йĕркесен авторĕ) чĕннĕ хăнасем килсе çитрĕç.
Степановсен çемйи экспонатсене тахçанах, Елена Васильевна ялти культура çуртĕнче вăй хунă вăхăтрах, пухма тытăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн хĕрарăм хăйсен çуллахи пÿртĕнче экспонатсем вырнаçтарма пуçланă. Ял халăхĕ пÿрчĕсем тăрринче, арчасенче мăн аслашшĕ-асламăшĕсенчен тăрса юлнă япаласенчен мĕн тупнă çавсене пурне те Степановсем патне илсе килме тытăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн лаçра вырăн çитми пулнă, ун çумне хушма пÿлĕм тĕресе лартнă.
Музейра пăхмалли, тĕлĕнмелли нумай. Аваллăх çуртĕнче сайра тĕл пулакан этнографи экспоначĕсем, Елена Васильевна аллипе ăсталанă тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем упранаççĕ. Асăннă музей тăван тавралăх историйĕпе, хăйне евĕрлĕ чăваш халăх йăли-йĕркисемпе интересленекенсене хăй патне туртакан вырăн шутланать. Елена Васильевнăна çак ĕçре мăшăрĕ Иван Петрович пулăшса пырать. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăй те питĕ ăста çын, вăл тĕрлет, çĕлет, палассем тĕртет. Елена Степанова палас тĕртме вĕрентекен мастер-классем те сахал мар йĕркелесе ирттерет, республикăри тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать.
Елена Васильевна хăйĕн пур вăйне те, опытне те тăван халăх культурине аталантарас ĕçе хывнине палăртма кăмăллă.
– Кармаскалă – историпе культура музейĕ çук сахал районсенчен пĕри. Кунта пулса курнă хыççăн çакăн пек шухăш патне пырса тухатăн: пирĕн май тупса районти музей ĕçне хута яма тăрăшас пулать. Степановсем вара çак енĕпе пулăшасса иккĕленместĕп, – тет Рушания Фридовна.
Светлана МАТВЕЕВА.
Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: