Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç ялĕ 1796 çулта никĕсленнĕ. Вăл – асăннă тăрăхри пĕртен-пĕр чăваш ялĕ. Кунта хастар та талпăнуллă чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Андреевсен çемйи. Роза Васильевнапа Владимир Александрович обществăлла тивĕçе чун хушнипе пурнăçлакан, тăван ялшăн, ентешсемшĕн хыпса çунакан çынсем. Вĕсем тăван кĕтесшĕн чылай пархатарлă ĕç тунă: çемье вăйĕпе часавай хăпартнă, Турă çурчĕ таврашĕнчи лапамра симĕс чăрăшсемпе хурăнсем лартнă. Паллах, тăкаксен ытларах пайне тата мĕнпур ĕçе ертсе пырассине мăшăр хăй çине илнĕ. Чăваш хастарĕсем çакăнпа кăна çырлахман, çак кунсенче Андреевсен вăйĕпе Йĕкенпуç ялне пырса кĕнĕ çĕрте стела вырнаçтарнă.
– Тĕрлĕ ял-хуласенче пулнă май стелăсем вырнаçтарнине пĕрре мар курнă. Паллах, вĕсем мана илĕртнĕ. Хамăр ялта та çакăн йышши стела лартас шухăш патне илсе çитернĕ. Пĕррехинче TikTok текен социаллă сетьре хăйне евĕрлĕ илемлĕ стела куртăм. Хамăн шухăшсене ял хутлăх администрацин пуçлăхне пĕлтертĕм. Вăл хирĕç маррине çирĕплетнĕ хыççăн асăннă сăн ÿкерчĕке Çтерлĕ хулинчи тимĕртен тĕрлĕ япаласем тăвакан пĕр усламçа кăтартрăм. Ăстаçă çакăн йышши стелăна туса пама килĕшрĕ, – ĕç мĕнрен пуçланса кайнине каласа пачĕ Роза Васильевна.
Нумай-и, сахал-и вăхăт иртнĕ – усламçă заказ хатĕрри пирки пĕлтернĕ. Çапла март уйăхĕн 5-мĕшĕнче Радик Акбашевпа Станислав Карев, Дмитрий Шаталин (Çтерлĕ хули) тата Роза Васильевнапа Владимир Александрович Йĕкенпуç ялне юратнине çирĕплетекен, вăл хăçан никĕсленнине, ялăн вырăсла тата чăвашла ячĕсене сăнлакан стела вырнаçтарнă. Хальхинче те Андреевсен çемйи тăкаксене хăй саплаштарнă – çемье бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрнă.
– Тăван ял илемĕ, малашлăхĕ мана кирек хăçан та шухăшлаттарнă. Тепĕр чухне хамăр пурăнакан вырăна пысăк укçа-тенкĕ тăкакламасăрах хăтлăх кĕртме пулать. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитет. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне палăк территорине хăтлăх кĕртесшĕн. Асăну палăкĕ кивелнĕ, йĕри-тавра йывăçсем ашкăрса кайнă. Сиенленнĕ йывăçсене, типнĕ туратсене касăпăр, тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçлăпăр. Çапла паллă куна тивĕçлĕ кĕтсе илĕпĕр, – малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ чăваш хĕрарăмĕ.
Яла пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă стела халь килен-каяна ырă сунса кĕтсе илĕ, кăмăлпа ăсатса ярĕ. Тен, çамрăк мăшăрсем туй кунĕнче кунта асăнмалăх сăн ÿкерчĕк те тăвĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Ишимбай районĕ,
Йĕкенпуç ялĕ.