1953 çулта вĕрентекенсен çемйинче çуралнă Петр Федоров Меселпуç вăтам шкулне пĕтерсен ним иккĕленсе тăмасăрах докуменчĕсене Ĕпхÿ хулинчи Пушкăрт медицина институчĕн сиплев факультетне кайса панă. 1975 çулта институтран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн ăна Çтерлĕри Стерлитамакстрой тресчĕн санитари чаçне янă. Çакăнта вăл терапипе интернатура иртнĕ. Тепĕр çултан (1976 çул) чунĕ туртнипе тăван Меселпуç ялĕнчи участок больницине заведующий тата терапевт тухтăр пулса ĕçлеме таврăннă.
1979 çулта Петр Емельянович ĕçчен те тăрăшуллă медицина сестрипе Людмила Александровапа çемье çавăрма шутланă. Урăхла пулма та пултарайман, вĕсем иккĕшĕ те пĕр ĕçре ĕçленĕ, пĕр пек тавракурăмпа пурăннă.
Сыватмăш ертÿçи пулнă май Петр Емельянович сиплев ĕçне çеç илсе пыман, кĕске вăхăт хушшинчех вырăнти больницăн пурлăхпа техника базине те тĕреклетнĕ: кухньăпа прачечнăй, складпа ăшă гараж туса лартнă, хутса ăшăтмалли системăна йĕркелесе янă. Больница ĕçченĕсем тăрăшнипе сыватмăш хăйĕн кăтартăвĕсемпе районта малти вырăнсем çĕнсе илме пуçланă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă Петр Емельянович 1998 çулта аслă категориллĕ терапевт пулса тăнă.
Больницăн территорийĕ те тирпей-илемпе илĕртет: пырса кĕмелли çулсене асфальт сарнă, çуркуннесерен чечексем лартаççĕ, автоклав ĕçлет. Больница ăшне те кашни çулах юсаса, сăрласа, çуса-тасатсах тăраççĕ. Çакăн пек мĕнпур кăтартусемпе тата ĕçри пĕтĕмлетÿсем тăрăх районти участок больницисем хушшинчи ăмăртусенче çулсерен Хисеп хучĕсемпе тĕрлĕ дипломсем илме тивĕçлĕ пулнă. Çаксене коридорти стена хаçачĕсемпе чиртен сыхланмалли тата ытти канашсем паракан стендсем кăтартса параççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. 1999 çулта Петр Емельянович «Социаллă гигиена тата сывлăх сыхлав ĕçĕн аслă категориллĕ специалисчĕ» ята тивĕçнĕ.
Меселпуç сыватмăшĕ 20 çухрăм таран йĕри-тавра вырнаçнă ялсенче пурăнакансен сывлăхĕсене упраса тăрать. Меселпуç ял Канашĕнче икĕ пине яхăн çын пурăнать пулсан, Кепеçре тăхăр çĕре яхăн. Кунта сипленме 16 ялтан килеççĕ. Çак халăхăн сывлăхне сыхлас ĕç яваплăхĕ те питĕ пысăк. Петр Емельянович халăха сыватас ĕçре 48 çул тăрăшать. Ял халăхĕ те ăна питĕ хисеплет, мĕншĕн тесен вăл кашни чирлĕ çынпа ырă сунса калаçма, май пур таран сыватма тăрăшать.
– Эпĕ чирлĕ çынна пулăшаймасан питĕ кулянатăп, хама айăплă пек туятăп. Вăл сывалнине курсан вара савăнатăп, мĕншĕн тесен çын пирĕн пата чĕрĕлес шанăçпа килет, – тет Петр Емельянович.
Пушкăртстан Республикин Президенчĕн 1996 çулхи указĕпе сывлăх сыхлав ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн П.Е. Федорова «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» ята панă. 2001 çултанпа вăл ĕç ветеранĕ шутланать. Унăн çитĕнĕвĕсене Авăркас районĕнчи тĕп район больницин администрацийĕ панă Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ.
Арçын ĕçре çитĕнÿсем тăвасси мăшăрĕнчен те нумай килет. Тылра (килте) йĕркелĕх пулсан, арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне хисеплесе те юратса пурăнсан, уйрăмах вара пĕр юратнă ĕçре пĕр-пĕрне пулăшса пырсан – ĕç ăнатех. Петр Емельяновичпа юнашар çума-çумăн унăн мăшăрĕ Людмила Николаевна та Меселпуç сыватмăшĕнче пĕрремĕш кунтан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайиччен вăй хурать.
Людмила Николаевна Александрова 1958 çулта Меселпуçĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялта шкул пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕ хулинче Стерлитамакстрой тресчĕн 14№ ача садĕнче пĕр çул санитарка-няня пулса ĕçленĕ. 1976 çулта Çтерлĕри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1978 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе тухса медсестра специальноçне алла илнĕ. Тăван ял хăй патне туртнă пирки Людмилăн ăçта ĕçлеме каяс ыйту хуравĕ тахçанах паллă пулнă. Çапла вара вăл та вĕренсе тухнă çулах Меселпуç сыватмăшне медсестра пулса ĕçе вырнаçнă. 1989 çулта ăна амбулаторинче фельдшер пулса ĕçлеме куçараççĕ. 1993 çулта Людмила Николаевна Ĕпхÿре 10 уйăхлăх курссинче пулса хăйĕн пĕлÿ шайне ÿстернĕ. Вăл мĕнпур чирлисемпе, ваттисемпе тата ача-пăчасемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлни, вĕсене пулăшма хатĕрри ял-йыш хушшинчи хисепе ÿстернĕ. Людмила Николаевна сиплев ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунипе 2011 çулта аслă категориллĕ специалист пулса тăнă.
Çакăн пек пултаруллă та илемлĕ хĕрарăм 45 çул хушши Меселпуç больницинче мĕнле ĕçленине районти тĕп сыватмăшăн, Авăркас район администрацийĕн тата Пушкăртстан Республикин Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хучĕсем кăтартса параççĕ. Вĕсемсĕр пуçне ăна 2011 çулта «ПР сывлăх сыхлав ĕçĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă. 2015 çул вара хăйĕн сăваплă ĕçĕсемшĕн Людмила Николаевна Раççей Федерацин Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Вăл 2015 çултанпа Ĕç ветеранĕ.
Федоровсем 2023 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Тăван ялтах телей тупнăскерсем паяхи кун хăйсен хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Петр Емельяновичпа Людмила Николаевна икĕ ывăл çуратса ÿстерчĕç. Ывăлĕсем те ашшĕ-амăш пекех ĕçчен те пултаруллă: Алексей Çтерлĕ хулинчи 3№ лицейра вĕрентекен пулса ĕçлет. Вăл «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ педагогĕ» ята тивĕçнĕ. Сергей ывăлĕ те çав хуларах, 1№ гимназинче вĕрентет. Ывăлĕсем ашшĕпе амăшне тивĕçлĕ канура йăпанмашкăн мăнуксем – пĕр хĕр ачапа виçĕ арçын ача – парнеленĕ.
Иван ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ,
Меселпуç ялĕ.