«Урал сасси» хаçатăн 2024 çулхи 43№ «Хурамала арт-объект илем кÿрет» заметка пичетленсе тухнăччĕ. Ăна вуланă хыççăн хурамалсен кăмăлĕсем тата çĕкленнĕ, вĕсен тăван ялне чунтан юратнине пурне те пĕлтересшĕн пулнă. Çапла пĕр кунхине Анатолий тата Людмила Кузьминсемпе кÿршĕре пурăнакан 20 çулхи Никита Григорьев «Эпĕ Хурамала юрататăп» стела тăвас сĕнÿпе ял старости патне пынă. Çак шухăшпах, ĕмĕтпе пурăннă Анатолий Тимофеевич çамрăка тимлĕ итленĕ. Ырă пуçарăва ялăн ытти хастарĕсемпе сÿтсе явнă хыççăн юбилей тĕлне стела лартма йышăну тунă.
Ку ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ кирлине шута илсе çынсем хушшинче, ялăн ватсапри ушкăнĕнче пĕлтерÿ панă. Çынсем кам мĕн чухлĕ пултарнă, çавăн чухлĕ нухрат уйăрнă. Ватти-вĕтти те, ялтан тухса кайнисем те пысăк ĕçрен айккинче пăрăнса юлман. Çапла Мускавра пурăнакан Сергей Яковлев стела валли 10 пин тенкĕ куçарнă. Хурамалтах тымар янă 86 çулти Вера Мамонтовапа 80 çулти Мария Степанова та укçисене хĕрхенмен. Ачасем те вак укçа пухса пымалли савăчĕсене уçса яла хăтлăх кĕртес ĕçе тÿпе хывнă. Сăмахран, Глебпа Татьяна Кузьминсем (пилĕк тата тăхăр çулти шăпăрлансем) тата Данил Арсеньев 500-шер тенкĕ панă. Укçа-тенкĕ пухассишĕн Ирина Кузьмина яваплă пулнă. Пĕтĕмĕшле хурамалсем 134 пин те 500 тенкĕ пухма мехел çитернĕ.
Çакăн хыççăн тимĕрпе ĕçлеме питĕ ăста Геннадий Петров пулас стелăн эскизне хатĕрленĕ, мĕн чухлĕ строительство материалĕ кирлине шутласа кăларнă. Хĕвеллĕ кунсене сая ямасăр Анатолий Кузьминпа столяр, ÿнерçĕ, дизайнер тата йĕркелÿçе ĕçне пурнăçлакан Геннадий Петров кирлĕ материалсене туяннă. Çапла Петровсен картишĕнче хĕрÿ ĕç пуçланнă. Чăваш арĕсем Юрий Сергеевпа Борис Григорьев, Юрий Кузьминпа Анатолий Кузьмин, Геннадий Петровпа Анатолий Кузьмин староста сварка ĕçĕсене пурнăçланă, тимĕр калайсене каснă, юпасем çумне пăрса çирĕплетнĕ… Çирĕм икĕ кун хушши ăсталанă вĕсем арт-объекта. Йĕркелÿçĕсем арçынсем выçă хырăмпа ĕçлеме пултарайманнине те шута илнĕ. Вĕсене вĕри апатпа Елена Петрова тивĕçтернĕ.
Тинех стела хатĕр! Арт-объектăн пĕр енчен «Я люблю Новоюмашево» тата «1896» тесе çырнă. Тепĕр енне ялăн чăвашла ячĕ «Хурамал» вырнаçнă, çĕр çырлипе пыл хурчĕн сăн ÿкерчĕкĕ тата виçĕ ялав (Пушкăртстан, Чăваш Ен, Раççей) илем кÿреççĕ. Хатĕр стелăна апрель уйăхĕн юлашки кунĕсенче вырнаçтарнă. Çак ĕçре те пулăшакансем нумай пулнă. Пĕрисем техникăпа пулăшу кÿнĕ, теприсем – хăйсен ăста аллисемпе. Ăна уçма пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăнса çитнĕ темелле.
– Пархатарлă ĕçе ватти те, вĕтти те хастар хутшăнчĕ, пĕр сăмахпа каласан, пĕри те айккинче тăрса юлмарĕ. Пурне те пысăк тав сăмахĕ калатăп, – тет Анатолий Тимофеевич Кузьмин ял старости.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.