Мероприяти уçă тÿпе айĕнче, çил вăркăшĕпе лăпкă хумханса ларакан ылтăн пучахсем хушшинче иртрĕ. Артистсен репертуарĕнче çĕр çинчен кĕвĕленĕ халăх юррисем те, шухă такмаксемпе лирика композицийĕсем те, паянхи кĕвĕ те, ĕçпе пурнăç çинчен çырнă сăвăсем те пулчĕç.
Вĕсене итленĕ май çĕр ĕçченĕсен пичĕсем улшăнаççĕ: куçĕсем çуталма пуçлаççĕ, ывăнни иртет.
– Кунĕн-çĕрĕн уй-хирте ĕçлесе ĕшенетĕн. Артистсем килсе кайнă хыççăн хамăра çĕнĕрен çуралнă пек туятпăр. Пысăк тав вĕсене май тупса килнĕшĕн, – теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Агитбригада хастарĕсен пултаруллăх номĕрĕсенче çĕр ĕçченĕсене, пире çăкăрпа тăрантаракансене тав туни, ĕçе хисеплени курăнать. Агитбригада искусство илемлĕхĕ çеç мар, вăл усăллă пулнине, малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнине аса илтерет.
Çакна та каласа хăвармалла, «Çулăм» агитбригада уй-хире тухса çÿресси – йăлана кĕнĕ пулăм. Вĕсем пĕрремĕш çул çеç мар ĕçченсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Çавăнпа кунта кĕрхи ĕçсем те кал-кал пыраççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Федоровка районĕ.