«Салават» КФХ ООО ертÿçи, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, «Атайсал» проекта хутшăнакан, чун-чĕрипе çĕре парăннă, чăвашлăхшăн пархатарлă ĕçсем тăвакан Василий Федоров тăтăшах спонсорла пулăшу парать. Вăл пысăк тÿпе хывнипе Чăваш Хурамал ялĕнчи нумай функциллĕ культура çуртĕнчи куракансен залне юсанă: стенасене штукатурка туса якатнă тата сăрланă, маччана çĕнетнĕ, урайсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ, электричество пралукĕсемпе кивĕ лампăсене хăвата перекетлекеннисемпе улăштарнă, таянса лармалли çемçе пукансем тата сцена çине тăхăнса тухмалли тумсем туяннă.
Паллă ĕнтĕ, ялсенчи культура çурчĕсем тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен юратнă кану вырăнĕ, культурăпа халăха хăй патне туртакан объектсем шутланаççĕ. Ялти культура çурчĕ вăл – ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартакан, аслă ăру хăйĕн вăхăтне усăллă ирттерекен вырăн.
Культура çурчĕн ĕçченĕсен умĕнче тăракан паянхи тĕп тĕллев культура хутлăхне чĕрĕлĕх кĕртесси, хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пĕрлешÿсен тата вокал ушкăнĕсен ăшшипе тултарасси пулса тăрать. Хурамалсем юсаса çĕнетнĕ куракансен залĕ вырăнти халăха хăй патне туртакан центра çаврăнасса шанаççĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.