Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
9 Кӑрлач , 15:00

Кукамайпа мăнаçланатăп

Кукамайпа кукаçи, асаннепе асатте – çын пурнăçĕнче хаклă тупра. Вĕсем пур çынсем пуян та телейлĕ. Эпĕ те хама çакăн пек çынсен шутне кĕртетĕп. Манăн та чуна çывăх юратнă çын, кукамай, пур. Вăл маншăн ăс паракан та, тĕрлĕ ĕç тума вĕрентекен те, шанчăклă юлташ та, пулăшакан та.

Кукамайпа мăнаçланатăп
Кукамайпа мăнаçланатăп

Манăн кукамай Анастасия Александровна Дмитриева ятлӑ. Вӑл – ырӑ кăмăллă, çивĕч ӑслӑ, анлă тавракурăмлă çын. Çывăх çыннăмăр сăнĕпе те питĕ илемлĕ: унӑн йӑл кулли ҫутӑ, савӑнӑҫпа тата телейпе ҫиҫекен пысӑк куҫӗсем, кӑтра вӑрӑм ҫӳҫӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Хăйĕн ĕçне, профессине чунтан парӑннă тата ачасене юратакан, вĕсен кăмăлне туякан çыннăмăр маншăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Кукамай мӗн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Педагогика институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн ĕçлĕ пурнăçне Тинĕскÿл ялӗнчи шкулта пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулса ĕçленинчен тытăннă. Шкул сукмакне 1974 çултан пуçласа 2014 çулччен такăрлатнă. Вăтăр сакăр ҫул хушши çамрăк ăрăва пĕлÿ панă хыççăн тивӗҫлӗ канăва кайнă, халĕ шкул шавĕнчен канать. Кукамай кирек мӗнле ачапа та пĕр чĕлхе тупма, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма, ҫитӗнӳсемшӗн чун-чӗререн савӑнма пӗлет. Унӑн ӗнерхи вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ халӗ те хӑнана килсе çÿреççĕ, шӑнкӑравлаҫҫӗ, уявсемпе саламлаҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл иккĕмĕш анне, ӑслӑ вӗрентекен тата ырӑ тус.
Эпӗ кукамай вӗрентекен пулнишӗн мăнаçланатăп. Унӑн тӗслӗхӗ хӑйӗн ӗҫне чун кӗртсе професси суйласа илни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартать. Ун ҫине пӑхсан, эпӗ учитель профессийӗ вӑл ӗҫ кӑна мар, чун туртни пулнине, вӑл ачасене чунтан парӑнма, тӳсӗмлӗ пулма, вӗҫӗмсӗр юратма кирлине ӑнланатӑп. Эпӗ хамӑн кукамая питӗ юрататӑп, вӑл ҫавӑн пек пулнишӗн ҫав тери савӑнатӑп! Хӑйӗн тӗлӗнтермӗшӗсемпе, паллах, мана вӗҫӗмсӗр юратнипе. Çывăх çыннăма хаваслӑ курма юрататӑп. Эпӗ хамӑн кукамайпа мăнаçланатăп.
Ксения КИРИЛЛОВА, 10 класс.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас