Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
5 Нарӑсӑн , 09:00

Таса çулсем – çынсен хăрушсăрлăхĕ

Çак статьяна çырма МAXри Суккул ял Канашĕн ушкăнĕнчи çынсем урамсене тасатса тăракан тракториста тав туса çырни хистерĕ: «Хуларан яла пырса кĕрсенех ирĕк те анлă урамсем куçа лекеççĕ, çулсем хĕресленнĕ вырăнта та юра лайăх тасатнă. Урамсене тасатса тăракан тракториста тав тăватăп. Сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ, курăмлă. Сывлăх тата çăмăл хĕлсем сунатăп», «Пирĕн ялти урамсене чăнах лайăх тасатаççĕ. Ĕçе тĕплĕ туни пĕтĕмпе çынран, унăн тăрăшулăхĕпе кăмăлĕнчен килет. Пысăк тав сире ĕçĕршĕн. Ырлăхпа сывлăх сунатпăр». «Ермеккей районне тата Янăшма ялне пырса кĕрсенех тасатнă анлă çулсене пăхса савăнатăп. Пысăк тав сире», – тенĕ унта.

Таса çулсем – çынсен хăрушсăрлăхĕ
Таса çулсем – çынсен хăрушсăрлăхĕ

Хăй ĕçне тĕплĕ тăвакан çын çинчен пĕлес тесе Ермеккей районĕнчи Суккул ял Канаш администрацине шăнкăравларăмăр.
– Ермеккей районĕнчи Купченей, Янăшма, Калиновка ялĕсен урамĕсене Дмитрий Мокеев хăйĕн тракторĕпе тасатса тăрать. Çак ĕçе тума вăл администраципе килĕшĕве алă пуснă. Питĕ тĕплĕ, ырă кăмăллă та тăрăшуллă, шÿтлеме юратакан çын. Шкул автобусĕ е çынсен техники çул çинче путса ларас пулсан тÿрех ун патне шăнкăравлаççĕ. Çынсем техникăпа çыхăннă ыйтупа пынă хушăра пĕрне те каялла тавăрса ямасть, пурне те пулăшма тăрăшать. Юнашар ял Канашĕсенчи урамсенчи юра тасатса ĕлкĕреймен хушăра вăл унта та çитме ĕлкĕрет, – терĕ пире администрацин ĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Тихонова.
Дмитрий Николаевич Мокеев 1985 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Купченей ялĕнче çуралнă. Вырăнти тăхăр класлă шкула пĕтерсен Ермеккей ялĕнчи вăтам профессипе техника училищинче шоферпа тракториста вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван ялĕнчи тата Çĕнĕ Суллири колхозсенче ферма заведующийĕ, комбайнер пулса тăрăшнă. Вун икĕ çула яхăн асăннă ялсенчи урмсене юртан тасатса тăрать. Çулла вара ăста алăллă тракторист строительство ĕçĕсене пурнăçлать. Виктория мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕр ÿстереççĕ, пысăк хуçалăх илсе пыраççĕ. Сăмах май каласан, Виктория Сергеевна Ермеккейĕнчи тĕп район больницинче Васкавлă пулăшу службинче фельдшер пулса ĕçлет.
Хĕллехи çулсем таса пулни çынсене тата васкавлă пулăшу службисене кирлĕ çĕре вăхăтра çитме май парать, ялта пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерет. Çакна тата хĕл уйăхĕсем малта пулнине тĕпе хурса Дмитрий Мокеев урамсене анлă тасатса тăрать, юрпа хупланма памасть.

 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.


Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Купченей ялĕ.

Таса çулсем – çынсен хăрушсăрлăхĕ
Таса çулсем – çынсен хăрушсăрлăхĕ
Таса çулсем – çынсен хăрушсăрлăхĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас