

Культура волонтерĕсем – районăн уйрăм мăнаçлăхĕ тата тĕревĕ. Унăн участникĕсем чĕнессе кĕтмеççĕ, хăйсемех пысăк пулăмсене хускатакан вăй пулса тăраççĕ. Вулавăш ĕçченĕсем Пишпÿлекри культура керменĕ йĕркелекен регионсем хушшинчи тата вырăнти фестивальсенче кураторсем вырăнне пулаççĕ.
Шăпах вĕсем кашни мероприятийĕн сăн-сăпачĕ шутланаççĕ, тараватлăхăн хăйне евĕр атмосферине йĕркелеççĕ. Культура волонтерĕсен йышĕнчи Елена Ганиева, Надежда Николаева, Ирина Хайретдинова, Ляйсан Иванова, Татьяна Тихонова, Гульназ Ахметова, Анжела Гимазетдиновна çак роле тивĕçлĕн пурнăçлаççĕ. Вĕсен профессионализмĕнчен, çынпа пĕр чĕлхе тупма, хăтлăх йĕркелеме пĕлнинчен хăнасен кăмăлĕ уççăн палăрать. Куратор вăл – фестивалĕн пĕрремĕш çынни, унран пулăшу, тĕрев ыйтаççĕ. Тĕлпулăва мĕн тери ăшă та пĕлсе йĕркеленинчен, йăла тата пултарулăх ыйтăвĕсене мĕнле татса панинчен мероприятийĕн ят-сумĕ нумай килет. «Пултарулăх сферинче» сарафан радиовĕ пĕр чăрмавсăр ĕçлет. Хавхалануллă хаклавсем – йĕркелÿçĕсемшĕн чи лайăх награда.
Сирĕн ĕçĕр – çынсене, культурăна чунтан парăнса ĕçленин чăн-чăн тĕслĕхĕ. Эсир – культурăн чăн-чăн волонтерĕсем. Сирĕн пĕлĕвĕр, вăй-халăр тата уçă кăмăлăр пирĕн тĕнчене çутăрах та ырăрах тума пулăшать.
Любовь ПЕРВУШИНА, Пишпÿлекри культура керменĕн методика уйрăмĕн ертÿçи.