

Владимир Владимирович 2008 çулта интернетри пĕлтерÿ тăрăх совет самани вăхăтĕнчи кивĕ мотоблок тупнă, ăна пухса çĕнетнĕ. Тимĕр-тăмăртан çаклатмалли хатĕрсем ăсталанă, вĕсене мотоблок çумне çирĕплетеççĕ те тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ: тăпрана тирпейлессинчен пуçласа культурăсене лартасси-акасси таранах. Ăстаçă складĕнче çĕр тăрăх çăмăллăн çÿрекен акапуçсем, пĕр ретлĕ тата дисклă çĕр купаламаллисем, фрезасем тата ытти хатĕрсем пур. Çакă ял ăстине çĕр улми лартма та, ÿстерме те, сухалама та çăмăллăх кÿрет. Филипповсен пахчи пĕчĕк мар – çирĕм виçĕ сотка. Çак лаптăк çинче вĕсем мăшăрĕпе, Мария Ивановнăпа, çĕр улми, выльăх кăшманĕ тата кавăн çитĕнтереççĕ.
– Халĕ пĕтĕм ĕçе эпĕ пĕччен пурнăçлама пултаратăп, – йăл кулать арçын. – Çапах та мăшăрăн пулăшăвĕсĕр май килмест, вăл вăрлăх хатĕрлесе тăрать, ĕç епле пынине тĕрĕслет. Паллах, тутлă апат пĕçерсе çитерет.
Меллĕ пултăр тесен ларкăч тумалли çеç юлчĕ. Ун чухне мотоблок хыççăн çÿремелле пулмасть, ларса çеç пымалла. Пахчана хам алăпа ăсталанă ял хуçалăх агрегачĕсемпе тирпейлетĕп. Çĕр улми лартмалли сажалка те ăсталарăм, халĕ пахча тăрăх витресемпе çÿресе çĕр улмине пĕрерĕн-пĕрерĕн ывăтмалла мар. Купаланă чух та тимĕр «пулăшакансемпе» усă куратпăр.
Хăшĕсем хăйсем ăсталанă хатĕрĕсене сăрлаççĕ, илемлетеççĕ, эпĕ ун пек тумастăп, курав валли хатĕрлеместĕп-çке. Маншăн чи пĕлтерĕшли – вĕсем ĕçлени, усă кÿни. Çĕнĕ шухăшсене заводра кăларнă техникăсене тĕпченĕ май, интернетра е лавккара пăхатăп. Манăн пĕрремĕш хайлавсем икĕ мини-трактор пулнă, вĕсене те картишĕнче нумай çул хушши пухнă тимĕр-тăмăртан пуçтарнă.
Çулсем хутшăнаççĕ, пĕрмаях пахчара пĕшкĕнсе ĕçлеме çăмăл мар, çавăнпа кăшман акмалли агрегат хатĕрлерĕм. Ăна ял çыннисем те кăмăлларĕç. Нумайăшĕ усă курма илеççĕ, – тет ăстаçă.
Ача чухнех Владимир техникăпа аппаланма юратнă, çитĕнсе çитсен электрика вĕренсе телевизор юсăп тесе ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн Давлекановăри ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕне çул тытнă. Виçĕ уйăх хушши электрика вĕреннĕ, унăн ушкăнĕнче хула ачисем çеç пулнă. Малтанхи вăхăтра ял ачи тăванĕсем патĕнче пурăннă. Унтан çÿреме хĕн пулнипе общежитинче пурăнма вырăн ыйтнă. Анчах электриксене общежити паман. Çапла Владимир хăй ĕмĕтне хăварса тепĕр ушкăна вĕренме куçнă. Виçĕ çул хушши сварщик профессине алла илнĕ. Вун сакăр çул тултарсан салтака кайма вăхăт çитнĕ. Телее, вăл юсав ротине лекнĕ. Çар пурнăçĕ Мускав хулинче иртнĕ, унта вăл машинăсене юсаса сварщик ăсталăхне туптанă.
Тăван тăрăхне таврăнсан вырăнти колхоза ĕçлеме вырнаçнă. Кунта техника нумай, ял хуçалăхĕнче ĕç вĕресе тăнă. Владимир хăй специальноçĕпе ĕçлеме тытăннă. Сварка ĕçĕсем тунисĕр пуçне водитель тата механизатор пулса тăрăшнă. Вырăнти хуçалăх саланнă хыççăн 15 çул хушши вахта мелĕпе сварщик пулса вăй хунă. Çапла кĕтмен çĕртен профессине улăштарни малашлăхри шăпине те палăртнă.
Сварщик хăнăхăвĕсем ăна ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ пулнă. 2007 çулта Филипповсен çемйи пысăк çурт хăпартнă. Вăл вăхăтра йывăçа ĕçе кĕртмелли станоксем пулман. Çавăнпа та пур ĕçе те ăста Владимир тимĕр-тăмăртан циркулярлă пысăк станок пуçтарнă. Çавăн пекех арçын «Т-16» трактор туянса кабинине хывнă та ун çине хăйĕн çĕнĕ аппаратне вырнаçтарнă. Унпа утă-улăм тĕркисем купаланă чух усă курнă.
Ăстаçăн çĕнĕ шухăшĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Владимир Владимирович çĕнĕ техника – пилорама – тума тытăннă ĕнтĕ. Унсăр пуçне тепĕр ĕç палăртса, лайăх двигатель туяннă. Вăл çĕнĕ хатĕр, вут çурмалли агрегат, пулса тăрĕ.
Сăмах май, Владимир Филиппов кăçалхи июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче 60 çул тултарать. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче çавăн пек киленÿ пурришĕн чунтан савăнать.
Айгуль ХУСНУРЬЯЛОВА.
Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ.