

«Хисеплĕ редакци! Хаçат урлă ырă кăмăллă арçын ачана, вырăнти шкулăн 8 класс вĕренекенне Савелий Федотова тав тăвасшăнччĕ.
Манăн атте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 121-мĕш гварди дивизийĕн 342-мĕш гварди старшини пулнă. Елизар Константинович Григорьев (1903 ç.) пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çур ĕмĕр ытла вăхăт иртрĕ. Апла пулин те унăн вил тăприне тирпейлесе, асăрхаса тăратăп. Атте асаплă вăрçă çулĕ витĕр иртнĕ, икĕ хутчен «Çапăçура палăрнăшăн» медаль илме тивĕçнĕ. Австри çывăхĕнче йывăр суранланнă, вăрçăран хăрах куçпа, аманнă урапа таврăннă. Мирлĕ вăхăтра бухгалтерта ĕçленĕ, колхоз правленийĕн членĕ пулнă.
Çулсем хушăнса пынăран аттен вил тăприне пĕччен пăхса тăма йывăрланчĕ. Июнь уйăхĕнче хамăн туссем, Слакпуç ялĕнчи Анатолипе Галина Федотовсем, патĕнче пулнă май, вĕсен мăнукне пулăшма ыйтрăм. Савелий хаваспах килĕшрĕ. Вăл эпĕ ыйтнине çеç мар, ытти ĕçсене те пурнăçларĕ. Вил тăприне пусса илнĕ тĕмсене кăкларĕ, чĕрĕ чечексем лартрĕ, аттен сăн ÿкерчĕкне палăк çине вырнаçтарчĕ.
Савелий – питĕ ырă чĕреллĕ ача, тăван тăрăхăн чăн-чăн патриочĕ. Вăл паллă ентешсен, чăваш поэзи классикĕн Константин Ивановăн, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Павловăн, чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайăн ячĕсене ĕмĕрех асра хăварассипе çыхăннă шкул тата вырăнти клуб ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнать.
Ывăлне тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ ашшĕпе амăшне ырă сăмахсем çеç каламалла. Пысăк тав сана, Савелий, ырă чĕрÿпе ылтăн аллусемшĕн».