Пур хыпар та
Çыравçă пурнăçĕнчен
31 Июлӗн 2019, 17:08

Ĕçлет-ха Антонов, ĕçлет

Вăй-хал ĕçне пултарулăх ĕçĕпе ылмаштарса пырать тесе хушса та калас килет. Ялта çуралнăскер, кашни ял ачи пекех çум çумланă, утçи вăхăтĕнче малтан кĕрепле сĕтĕрнĕ, ÿсерехпе çава тытнă. Кĕтÿне те кĕтнĕ, тĕрлĕ хуралтăпа çурт-йĕр те çавăрнă. Пенсие тухсан та уйрăлман вăй-хал ĕçĕнчен, хуралçă та пулнă, урам та шăлнă. Çыравçă ĕçĕ пирки каласан, Василий Сергеевич паян кун тĕлне 16 кĕнеке авторĕ пулса тăрать.

Вăл - паллă журналист, сăвăç, прозаик, драматург. Чăвашла та, вырăсла та ăста çырнине палăртмалла. Туйăмлă сăвăсемпе сонетсем, ĕнентерÿллĕ повеçсемпе калавсем, пьесăсем шăранса тухаççĕ унăн канăçсăр та хĕрÿллĕ чун-чĕринчен. Ывăнма пĕлмесĕр, çав тери кăсăкланса, тепĕр чухне пăшăрханса, тиркевлĕ куçпа сăнать вăл çĕршывра пулса иртекен тĕрлĕрен пăтăрмахлă улшăнусене.
Халĕ ак ман сĕтел çинче виçĕ кĕнеке. Хуплашкисем куçа илĕртеççĕ. Виçĕ кĕнекин те пĕр автор: Василий Антонов. “Хура çăкăр чĕлли” кĕнекере авторăн повеçĕсемпе калавĕсем вырăн тупнă. “Таркăн” ятлине автор «пурнăç пьеси» тесе палăртнă. Виççĕмĕшĕ, “Хурлăх та савăнăç” ятли, иртнĕ пурнăçа аса илсе çырнă хайлавсен пуххи. “Урал сасси” вулаканĕсем В.Антонов калавĕсемпе, очеркĕсемпе паллашсах тăраççĕ. Кăçал та унăн “Çăкăр вăйĕ” калавĕ номертен номере пичетленсе пычĕ.
Асăннă виçĕ кĕнекерен мана асилÿсен кĕнеки килĕшрĕ. Ăна вуланă хыççăн çыравçăн пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. Унăн та кашни çыннăнни пекех пурнăçра савăнмалли те, кулянмалли те сахал мар пулнă.
Антонов Василий Сергеевич 1949 çулта Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн малтан Ĕпхÿре педагогика училищинче, каярахпа Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă, шкулта ачасене вĕрентнĕ, хаçатра литература сотрудникĕ пулнă, пĕр вăхăтра Пушкăртстанри шалти ĕçсен министерствин системинче çул çитменнисем енĕпе ĕçлекен инспекцире те вăй хунă. Раççейри тата Чăваш Енри çыравçăсен пайташĕ пулнă май “Шуратăл” литпĕрлешÿ ĕçне хастар хутшăнать. Çакна та палăртасшăн: Василий Сергеевич музыкăна та литература пекех юратать, юрăсем кĕвĕлет. Хальхи вăхăтра Иглинора пурăнать, Чăваш Кăпавĕнчи фольклор ансамбльне ертсе пырать, концерт программисем хатĕрлет. Антоновсен килĕнче пурте музыкăна юратаççĕ, музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнисем те пур. Çемье ансамблĕ туса хунă вĕсем. Пĕрле концертсем параççĕ, кÿршĕ ялсене те тухса çÿреççĕ.
Василий Сергеевичăн пурнăçра тепĕр киленĕç те пулнă иккен. Мĕн ачаран физкультурăпа, спортпа туслă пулнă. Çитĕнерехпе йывăр атлетика енĕпе ытларах та ытларах тăрăшма тытăннă. Пушă вăхăт пулсанах кире пуканĕ е штанга патне пырать, тĕрлĕрен хăнăхтарусем тăвать. Майĕпен ÿт-пÿре, алăсенче вăй-хал хушăнса та хушăнса пынине туйма пуçлать. Çакă вара ăна тата ытларах ĕçлеме хавхалантарать. Тăрăшни сая каймасть: штанга çĕклессипе пĕрремĕш разряд нормине пурнăçлать, каярах спорт мастерĕн кандидачĕ те пулса тăрать. Çав çулсенчех хăй çуралса ÿснĕ ялти Крупская ячĕллĕ СПК пуçлăхĕ Г.С. Трофимов пулăшнипе малтанхи кĕнекине кун çути кăтартать.
Антоновсен кил-йышĕнче пурте тенĕ пекех музыка, юрă-кĕвĕ енне туртăнни пирки маларах асăннăччĕ-ха. Маргарита хĕрĕ вăтам шкул хыççăн искусство, культура тата фольклор училищинче сĕрме купăс калама вĕренсе тухнă. Упăшкипе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ иккен. Артем ывăлĕ тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн техника профессийĕ паракан училищĕре вĕреннĕ, пĕр çулталăк çар хĕсметĕнче тăнă, таврăннă хыççăн сăрт-ту техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Комбинатра ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ чиперкке хĕр ÿстереççĕ.
- Капла пăхма пурнăç чиперех йĕркеленсе пырать темелле. Мĕн кирли пур пек туйăнать. Пĕр япала кăна шухăшлаттарать: çуралнă ен, тăван ял час-часах аса килет. Пире, хăйĕн ачисене, аякран илĕртет, чĕнет, кĕтет. Ара, çемье никĕсĕ унта-çке пирĕн, - таçта аяккалла пăхса салхуллăн пĕлтерет Антонов çыравçă.
Александр САВЕЛЬЕВ,
РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ.
Читайте нас в