Пур хыпар та
Ыркăмăллăх концерчĕ
11 Декабрӗн 2018, 15:15

Ырă ĕçсем тума васка…

«Çын патне эс васка. Ырă ту» тенĕ чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев. Çапла, çĕр çине эпир усал тума мар, ырă тума килетпĕр. Пурнăçра ырăлăх нумайтарах пулсан пурнăçĕ те лайăхрах пулнă пулĕччĕ. Анчах та васкатпăр-и-ха эпир пĕр-пĕрне ырă тума? Пĕлетпĕр-и эпир пĕр-пĕрне каçарма, йывăр чухне пулăшма. Çĕнĕ ХХI ĕмĕрте пурăнакан çамрăксем çакăн пирки шухăшласах каймаççĕ. Пурнăç вăл - пĕр-пĕрне ырăлăх кÿнинче.

Çĕр çинче ырă çынсем ытларах пулсан тĕнче те илемлĕ. Кашни этем ырă пулсассăн çĕршывăмăр та ырă пулĕ. Çынна кирек хăçан та ырă ту, вăл сана усал турĕ пулсан та. Вара ун чунĕ хăех сирĕн майлă çаврăнĕ, пирĕн хушăра майĕпен килĕшÿлĕх çуралас шанчăк тупăнĕ. Усалран тар, ырă патне пыр. Ырă усала яланах çĕнтерĕ тенĕ.
Ноябрь уйăхĕнче çак темăпа çыхăнтарса Пушкăртстанри пĕрремĕш профессиллĕ эстрадăпа фольклор «Сарпи» ансамблĕн концерчĕ иртрĕ. Ансамбль куракансене маларах юрлакан юрăсемпе те, çĕннисемпе те паллаштарчĕ. Чăваш халăх юррисем - «Савнǎ тусǎм», «Эс ырǎ ту», «Ырлǎха ан манǎр» тата ыттисем янрарĕç. Сейдаш Сесенбаев юрăçпа “Сарпи” «Çěнě пурнǎç алǎкě» юрра парнелерĕç.
«Сарпи» ансамблĕн юрăçисем пĕчченшерĕн те юрларĕç. Концерта килнĕ çынсем Анна Даниловапа Татьяна Петрова, Олеся Лукина шăрантарнă юрăсене кăмăлласа итлерĕç, артистсене вăраххăн алă çупса тав турĕç. Чăваш юррисем ытти халăхсемшĕн те ют маррине эпир тахçанах пĕлетпĕр. Нумай пулмасть пирĕн патра ытарайми тутар пики Фарида пулса кайрĕ, чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. Пирĕн тăван хулара та Пушкăртстан Республикин тава тивĕçнĕ артисткипе Елена Федоровапа филармони юрăçи Ильдар Рахимгулов чăваш юррипе савăнтарчĕç. «Алла купǎс парǎр-ха» юрра дуэт питĕ çÿлти шайра, чунтан, сассисемпе килĕштерсе шăрантарчĕç.
Филармонинчи ташă ушкăнĕ тĕрлĕ халăх ташшисене хĕрÿ, хăпартлануллă туйăмпа ташларĕ. Елена Федорова «Тěлěк-ши, тěлěк те мар-ши?» ятлă монолога каласа пачĕ. Вăл ансамбльти юрăçсен пурнăçĕнчи шÿтлĕ калавпа паллаштарчĕ. Сцена ăстисем ырă ĕçсем урлă çынсен хушшинчи тĕрлĕ хутшăнусене уçса пачĕç.
Сарписем тепĕр пысăк ыйтăва çĕклерĕç: ырăлăх, ыркăмăллăх пурнăçра пире мĕн парать-ши? Ырă, ырлăх, ыркăмăллăх … Епле сăпайлă та килĕшÿллĕ сăмахсем. Чăваш чĕлхинчи чи ăшă туйăмсемпе çиçекен, чун хавалне хăпартлантарса тăракан асамлăх пытаннă тейĕн вĕсенче. «Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман – мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш» тенĕ И.Я.Яковлев. Чăн та, çак тĕнчере пирĕн пĕр пурнăç кăна. Ăна вара чыслă пурăнса ирттермелле. Чыса ырă çын кăна тивĕçĕ.
Сарпин маттур хĕрĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕсемпе ырă ĕç тума вăхăт та нумай кирлĕ маррине çирĕплетрĕç. Ăна тума йывăр та мар иккен. Укçи-тенки те нумаях тăкакланманнине, ырă ĕç туни çынна тем чухлĕ савăнăç парнеленине кăтартса пачĕç. Ансамблĕн кăçалхи Ырă ĕçсен çулĕнче туса ирттернĕ ĕçĕсене видеоотчетра куртăмăр.
Концерт программи малтанах палăртса хунă сюжетпа йĕркеленсе пычĕ. Ватă амăшне ачисем ваттисен çуртне леçсе хăварнă. Карчăк куççулĕсене шăла-шăла хăйне пăрахнă ачисемшĕн кĕл тăвать, ăс парса çитерейменнишĕн хăйне вăрçать, ăçта йăнăш турăм-ши тесе иртнĕ пурнăçне аса илет. Кун пек ÿкерчĕк пирĕн паянхи пурнăçра час-часах тĕл пулакан пулăм. Амăшĕн рольне Елена Федорова тава тивĕçлĕ артистка чуна каймалла вылярĕ. Концерт вĕçленсе пынă май ырă усала çĕнтернине курса савăнтăмăр. Ачисем амăшĕн йăл куллисĕр, юратăвĕсĕр пурăнайманнине ăнланса, ăна яланлăхах хăйсем патне пурăнма илсе каяççĕ.
Концерт вĕçленсен «Сарпи» ансамбль артисчĕсем нумай ăшă, ырă сăмахсем илтрĕç. Хулари чăваш наципе культура автономин ертÿçи Федор Кузьмин, унăн çумĕ, Çтерлĕри чăваш предпринимателĕсен “Пархатар” клубĕн ертÿçи Оксана Федорова, хăнасем концерт çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç, тав турĕç. Асăннă тема паянхи кун актуаллă пулнине асăрхаттарчĕç. Артистсене хулари чăваш культура обществин пуçлăхĕ Ольга Иванова, “Шуратăл” литпĕрлешÿн председателĕн çумĕ Геннадий Челпир поэт пĕтĕм халăх ятĕнчен тав туса салам сăмахĕсем каларĕç.
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.