Пур хыпар та
Юбилей ахрăмĕ
23 Октябрӗн 2019, 16:24

Пурне те пултаракан Виталий Филимонович

Эпир çынсем пĕр-пĕр çыннăн юбилейне паллă тума пухăннине пурте хăнăхнă. Анчах çак кун пĕр шухăшлă çынсен ушкăнĕ пухăнсан‚ уявăн пĕлтерĕшĕ тата та пысăкланать. Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕн культура çурчĕн директорĕн‚ Çтерлĕ районĕнчи чăваш культура обществин председателĕн Виталий Филимонович Егоровăн юбилейĕ те‚ вăл 65 çул тултарчĕ‚ çакăн пеккисенчен пĕри пулчĕ. Унта культурăпа искусствăна чунтан парăннă тата ăна хаклама пĕлекен çынсем пухăнчĕç.

Çак паллă пулăм унăн çемйипе ĕçтешĕсемшĕн кăна мар‚ республикăпа чăваш пĕрлĕхĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен Виталий Филимоновича районта çеç мар‚ республикăпа ытти регионĕсем хушшинче те лайăх пĕлеççĕ‚ сума сăваççĕ. «Палан» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн ертÿçи пулнă май, вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе халăхра тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. В.Егоров асăннă ансамбле 1995 çул йĕркеленĕ. Чăваш обществинче тухăçлă ĕçленисĕр пуçне паянхи кун та унăн ертÿçи пулса тăрăшать. Пултарулăх ертÿçипе Людмила Николаевна Кудрявцевапа вĕсем республикăри 78 ансамбль хушшинче чăваш халăх юррисене чи лайăх юрлаканĕсем шутланаççĕ.
Юбилей каçĕнче Виталий Филимонович пĕччен юрларĕ. Унăн репертуарĕнче чăваш тата вырăс чĕлхисемпе çырнă лирика юррисем пулчĕç. Уйрăмах «Домик окнами в сад» юрă пухăннисен кăмăлне кайрĕ. Юбиляра саламлама «Палан» ушкăн хăйĕн тулли йышĕпе килсе çитрĕ.
Чăн та‚ «Палан» ансамбле Атăлçи регионĕнче‚ Саратов хулинчен пуçласа Шупашкар таранах пĕлеççĕ. Пултаруллăскерсене Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева кĕтсе илме те шаннă. Районти пĕр уяв-мероприяти те «Палан» ушкăнăн ташши-юррисĕр иртмест. Вĕсемпе пĕрле Ямансасри культура çуртĕнчи «Очарование» çамрăксен ансамблĕ те хастар хутшăнать. Çамрăксен ансамблĕ çулсерен республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнса парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илнине палăртмалла.
Виталий Филимонович культура сферине ансат çулпа лекмен. Чăваш арĕ çарта хĕсметре тăнă хыççăн 24 çул хушши механизатор пулса ĕçленĕ. Унтан ПР чăваш культура обществин «мобилизаци» витĕмĕпе Çтерлĕри культурăпа искусство техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен ялти культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.
Хăй пурнăçĕнче çак пултаруллă чăваш арĕ мĕн чухлĕ конкурса, фестивале хутшăнман-ши! Хисеп хучĕ, Диплом, Тав çырăвĕ – темĕн чухлех. Хальхинче те культура анинче ырми-канми тăрăшакан Виталий Егорова 65 çулхи юбилей ячĕпе тата ялти культура аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ПР чăваш наципе культура автономийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ‚
ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Çтерлĕ районĕ‚ Ямансас ялĕ.
Читайте нас в