Пур хыпар та
Юбилей ахрăмĕ
11 Декабрӗн 2019, 16:00

«Урал сасси» - чăвашлăх сасси

Декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăм - «Урал сасси» хаçатăн 30 çулхи юбилейĕ – иртрĕ. Çанталăкĕ киревсĕр пулнине пăхмасăр тăван чĕлхене‚ халăх культурине аталантаракансем‚ юратакансем‚ хисеплекенсем уява килме май тупрĕç. Çакă «Урал сассине» хисеплекенсен туслăхĕ вăйлă пулнине çеç çирĕплетрĕ. Уяв программипе килĕшÿллĕн мероприяти икĕ пайран тăчĕ: ĕçлĕ ыйтусене татса паракан «Çавра сĕтел» тата савăнăçлă уяв каçĕ. Вĕсем Пелепей хулинчи «Урал Батыр» наци культурисен центрĕнче иртрĕç.

«Урал сасси» вăл – информаци хатĕрĕ çеç мар‚ пĕлÿ çăлкуçĕ те‚ чун апачĕ те‚ чăвашсене пĕрлештерекен кăларăм та‚ кашни чăваш çемйин тусĕпе канашçи те. Çак шухăша мероприятие хутшăннă кашни чăваш çине-çинех çирĕплетрĕ.

Чăваш кăларăмĕ Авăркас районĕнче тухма пуçланă. Пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Çĕршыв çулĕ» хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе кун çути курнă. Черетлĕ номерĕсене Пишпÿлек районĕнчи «Çутă çул» хаçат редакцийĕ хатĕрленĕ. Ун хыççăн хаçат Пелепей хулине куçнă. Малтанлăха ăна районти «Вперед» хаçат (халĕ «Белебеевские известия») дубляж мелĕпе кăларса тăнă пулсан‚ Пушкăрт ССР Министрсен Канашĕ 1990 çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 218№ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Урал сасси» наци пичечĕн чăнкă сăртне хăй тĕллĕн парăнтарма пуçланă. Майĕпен редакци йышĕ‚ техникăпа пурлăх бази йĕркеленнĕ. Шăп та лăп çак вăхăт иртнĕренпе 30 çул çитнĕ те.

30 çул... Нумай-и вăл‚ сахал-и? Хăнасенчен хăшĕ-пĕрисем уйрăм çын ÿсĕмĕпе пăхсан нумай та мар пулнине палăртрĕç. Истори тĕлĕшĕнчен илсен‚ сахал та мар. Мĕншĕн тесен 30 çул хушшинче хаçатăн кун-çулĕнче нумай улшăну‚ çĕнĕлĕх пулса иртнĕ. Ун çинчен тĕп редактор лавне 30 çул хушши улшăнмасăр туртса пыракан Юрий Михайлов «Çавра сĕтел» ирттернĕ чух каласа пачĕ. Чи малтан çак ĕçе пуçарса янă хастарсен – Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тата ĕç ветеранĕн А.В. Федоровпа РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕн А.С. Савельев-САС çыравçăн‚ А.А. Кондратьев профессорпа Н.Л. Леонтьев (шел пулин те сыввисен хушшинче çук вĕсем)‚ И.Г. Тарасов журналистсен‚ Пушкăрт АССР Аслă Канашĕн депутачĕн С.К. Саватнеевăн тата ыттисен ячĕсене асăнса хăварчĕ. «Урал сассин» коллективĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ Раиса Алексеева (шел‚ паянхи кун пирĕн хушăра çук), Валерипе Валентина Петровсем‚ Наталья Числовапа Иван Тарасов‚ Лидия Филиппова‚ Виталий Енĕш‚ Борис Борлен (йывăр тăпри çăмăл пултăр) çыравçăсем‚ Светлана Прокофьевапа Галина Данилова‚ Марина Яковлевапа Ирина Петрова‚ Алексей Емельяновпа Светлана Павлова ячĕсене астутарчĕ.

«Çавра сĕтел» ларăвăн сумлă хăнисен шутĕнче Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçат редакторĕ И.Ф. Трифонова‚ яваплă секретарĕ В.В. Александрова‚ хаçат сайчĕн редакторĕ К.А. Малышев‚ Чĕмпĕр облаçĕнчи «Канаш» хаçат редакторĕ Е.Н. Мустаева‚ Мажит Гафури ячĕллĕ фондăн председателĕ Люция Камаева‚ «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем‚ библиотека ĕçченĕсем‚ чăваш хастарĕсем пулчĕç.

Сăмах кăларăмăн кирлĕлĕхĕ‚ унăн чĕлхи‚ тиражĕ‚ вулакансем йышне ÿстересси çинчен пычĕ.

«Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова малтан хăйсен хаçачĕпе паллаштарчĕ. Паянхи кун унăн тиражĕ 2 пинпе танлашать.

- Тутарстан республикинче 98 чăваш шкулĕ пур‚ анчах та чăваш чĕлхине вĕсенче факультатив вырăнне çеç вĕренеççĕ. Чылай чăваш çемйинче ашшĕ-амăшĕ ачапа чăвашла калаçсан вырăс чĕлхине начар пĕлĕ текен шухăшпа пурăнать. Чăваш пулса çуралнă-тăк чăвашах пулмалла‚ чăвашлăх тени вăл тумтир мар-çке‚ ăна хывса утаймастăн. Çамрăксене илĕртес тесен хаçатра çĕнĕ инструментсемпе усă курмалла‚ вĕсене кирлĕ япаласем пама тăрăшмалла‚ электронлă вариантне аталантармалла. Çав вăхăтрах хут çинчи хаçат сыхланса юлассине шанас килет‚ – çĕнĕлĕхсене алла илме чĕнсе каларĕ Ирина Федоровна.

«Сувар» хаçатăн яваплă секретарĕ Вера Александрова хальхи вăхăтри çĕнĕлĕхсем хаçат ĕçне кăткăслатнине‚ кадр ыйтăвĕ çивĕч тăнине каласа хăварчĕ. Çавăн пекех хăйсен хаçатне çырăнма сĕнчĕ.

Малалла сăмах Тутарстанри чăваш хаçачĕн сайт редакторĕ Константин Малышев илчĕ.

- «Урал сасси»‚ «Сувар»‚ «Канаш» хаçатсем питĕ лайăх кăларăмсем вĕсем. Тутарстанри‚ Пушкăртстанри‚ Чĕмпĕр облаçĕнче тухса тăракан чăваш хаçачĕсем Чăваш Енри библиотекăсенче пулмалла. Халăх вĕсене курмалла‚ республика тулашĕнчи чăвашсем мĕнле пурăннине‚ мĕнпе сывланине пĕлсе тăмалла. Унсăрăн вăл наци политики пулмасть. Çак йышăнушăн сасăлама ыйтатăп, Чăваш Ене çыру çырма‚ хаçат редакторĕсем çирĕплетсе алă пусма сĕнетĕп‚ - терĕ Константин Анатольевич. – Политикăра та чăваш халăхĕн представителĕсем пулмалла. Хамăр çинчен пĕлтерес тесен интернет‚ радио‚ телевидени урлă чăваш чĕлхипе тухмалла. Чĕлхене ирĕксĕрлесе‚ искусствăллă майпа вĕрентме май çук‚ чи малтан чăвашла çемьере калаçмалла‚ – вĕçлерĕ сăмахне вăл.

Чĕмпĕр облаçĕнчи «Канаш» хаçат редакторĕ Елена Мустаева хăйсен хаçачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем те нумай пулмасть «Еткер» телекăларăмпа пĕрле хаçат юбилейне уявланă. «Канаш» хаçат тиражĕ паянхи кун 1650 экземплярпа танлашать. Елена Николаевнăна çавăн пекех тиража сыхласа хăварас‚ çитĕнекен ăрăва чĕлхене вĕрентес ыйтусем кăсăклантараççĕ.

- Пирĕн тăрăхра çырăнтару вăхăтĕнче фермерсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Вĕсем хăйсен пайщикĕсене «Канаш» хаçата çырăнтараççĕ. Чĕлхе ыйтăвне илсен халĕ шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентме ашшĕ-амăшĕн заявлени çырмалла. Нумайăшĕ вара тăван чĕлхе вырăнне вырăс чĕлхине суйласа илеççĕ. Икĕ чĕлхе - икĕ ăс вăл‚ пĕри теприне кансĕрлемест‚ – хăйĕн шухăшне уçса пачĕ Елена Николаевна.

- Ачана вăтăр çула çитсен мар‚ икĕ çултан пуçласа пилĕк çулччен чăвашла вĕрентмелле. Çак ÿсĕмре вăл ăçта пулать? Паллах‚ çемьере. Апла пулсан чĕлхене ашшĕпе амăшĕн вĕрентмелле‚ – çивĕч те тĕрĕс сăмахсем каларĕ Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан халăх академикĕ‚ таврапĕлÿçĕ‚ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Иван Васильевич Ефимов.

Çав вăхăтрах «Çавра сĕтеле» хутшăннисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç.

«Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Геннадий Тимофеев (Челпир) хаçат тиражне пысăклатас тесен çырăнтару вăхăтĕнче радио урлă хаçат пирки пĕлтерме‚ çамрăксене явăçтарма флешмобсем йĕркелеме сĕнÿ пачĕ.

«Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов чăваш хастарĕсене редакци ятĕнчен Тав çырăвĕпе‚ асăнмалăх парнесемпе чысларĕ. Кучченеç илме тухнисем хăйсен шухăшĕсене уçса пама пултарчĕç. Çав шутра хаçат ĕçченĕ‚ маларах «Шуратăл» литпĕрлешÿ ертÿçи пулнă‚ РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ‚ 20 кĕнеке авторĕ‚ хисеплĕ шурсухалăмăр Александр Сергеевич Савельев-САС ларура пулни‚ сăмах калани пуриншĕн те хаклă та асра юлмалли самант пулчĕ.

Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи ĕçтешсем чăннипех сума сурĕç

«Çавра сĕтел» хыççăн хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма тытăннăранпа 30 çул çитнине халалланă савăнăçлă пуху пуçланчĕ. Центрти зал хаçата саламлама килнĕ çынсемпе‚ кăларăма хаклакансемпе лăк тулличчĕ.

30 çула çитнĕ кăларăм ячĕпе Пелепей район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Александр Смородин администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев ятĕнчен салам çырăвне вуласа пачĕ, редакци ĕçченне Инга Алексеевана Хисеп хучĕпе чысларĕ. ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ патшалăх унитарлă предприятин тĕп директорĕ Венера Хакимова салам сăмахĕ тата тĕп редактора Юрий Михайлова республика пуçлăхĕ ятĕнчен Тав çырăвĕпе‚ хаçата калăплакан инженера А.Г. Петрована Хисеп хучĕпе чысларĕ. Çаплах вăл редакцие ĕçре кирлĕ икĕ фотоаппаратпа тивĕçтерчĕ. Пелепей районĕнчи суйлав комиссийĕн председателĕ Минзиля Шаймарданова «Урал сасси» хаçат суйлав компанийĕсене хастар хутшăннине палăртса хаçат редакцине Хисеп хучĕпе чысларĕ. ПР Журналистсен союзĕн председателĕ Артур Давлетбаков хаçата саламланă май журналистсен союзĕн членĕсене Рафис Хасановпа (хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ) Юрий Михайлова Хисеп хучĕсемпе савăнтарчĕ.

Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи‚ Мияки‚ Пишпÿлек‚ Ермеккей районĕсенчи‚ Пелепей хулинчи ĕçтешсем те пирĕн çинчен манман‚ саламлама кăмăл турĕç. Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская‚ Федоровка тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Анна Ремпель‚ Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Вера Васильева‚ Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов‚ Пелепейри чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев‚ Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн директорĕ Елена Петрова‚ Пушкăрт гимнази-интернатри «Çамрăк корреспондент» кружок ертӳçи Зулия Исламова, Пелепей хулинчи информаци центрĕн директорĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Иршат Фазлутдинов Давлекан районĕнчи чăваш хастарĕ Ирина Ильина‚ хаçатăн Çтерлĕ хулинчи штатра тăман корреспонденчĕ Людмила Маркина‚ «Шуратăл» литпĕрлешÿ председателĕн çумĕ Геннадий Тимофеев (Челпир) «Урал сасси» хаçата вăрăм ĕмĕрпе ăнăçу‚ аталану çулĕпе малалла утма сунса саламларĕç.

- Вăтăр çул вăл лайăх ÿсĕм‚ хыçра пысăк опыт‚ халĕ сирĕн хаçата тивĕçлипе хаклакан вулакансем пур. «Урал сасси» кăларăма хамăн хаçат вырăнне хуратăп‚ ăна ман çемьери виçĕ ÿсĕм: аттепе анне‚ мăшăрпа иксĕмĕр тата пирĕн çитĕннĕ ывăлсем вулаççĕ. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем‚ çемьере телей‚ кăсăк статьясем çырма çивĕч калем сунатăп‚ - саламласа каларĕ Ермеккей тăрăхĕнчен килнĕ Татьяна Сергеева журналист.

Салам сăмахĕсемпе пĕрлех кĕвĕ-юрă номерĕсем те пулчĕç. Концерт пуçламăшĕнче сцена çине тухнă «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи Нина Никитина‚ концертмейстер В. Каранкин) хăйсен хаваслă юрри-кĕввипе залри çынсен кăмăлне çĕклерĕç. Валентина Яковлевапа Эдуард Егоровăн «Соловьи поют‚ заливаются» юрри юратупа çамрăклăх çинчен аса илтерчĕ. Çавăн пекех Ермеккей тăрăхĕнчи Валентина Павлова пултаруллă юрăç куракансене хăй хайланă юррисемпе паллаштарчĕ. Арсен Фазуллинăн шăпчăк çинчен шăрантарнă хаваслă юрри тата Алина Умерован ташши халăхсен хушшинчи туслăх çирĕп пулнине астутарчĕ. Чăн та‚ сăмахĕсем пушкăртла-тутарла пулсан та юрăра мĕн çинчен юрланине ăнланса пулать-çке. Уяв чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн тата çамрăксен «Янра‚ юрă» ушкăн концерчĕпе вĕçленчĕ.

Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Сергей Михайлов: «Урал сасси» - вăл чăвашлăх сасси»‚ - терĕ. Тем тесен те тĕрĕс сăмахсем. Республикăра чăвашсемпе çыхăннă пулăмсем‚ мероприятисем‚ авалхи халăх ăс-пурлăхĕ‚ уйрăм çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çутатса парать пирĕн хаçат. Чăвашлăх сасси мăнаçлăрах та вăйлăрах илтĕнтĕр тесен хамăрăн тăрăшмалла. Малтанхи утăм туса хамăртан тытăнар: ачасемпе‚ мăнуксемпе чăвашла калаçма пуçлар.

Инга АЛЕКСЕЕВА‚

Надежда РОДИОНОВА.

Пелепей хули.