Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
3 Декабрӗн 2018, 14:24

Вăл яланах вĕрентсе çеç калатчĕ, вăрçнине нихăçан та ас тумастăп

Ноябрь уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Пелепей тăрăхĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи педагогика ветеранĕ, ПР вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ Владимир Иванович Матвеев хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Ялта вăл хисеплĕ те чыслă çын шутланать. Владимир Ивановичăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван ялĕпе тата районпа çыхăннă.
Арçын ача Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи Иван Дмитриевичпа Анастасия Георгиевнăн çемйинче çуралнă. Ашшĕ колхозра тăрăшнă, амăшĕ учитель пулса ĕçленĕ. Сименккери çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пултаруллă çамрăк амăшĕн профессине суйласа илсе пĕлĕвне Пелепейри педагогика училищинче тăснă. Алла диплом илнĕ хыççăн салтак аттине тăхăнса виçĕ çул хушши Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăнсан вырăнти шкулта физкультура тата ĕç урокĕсене вĕрентме пуçланă. Çар хĕсметĕнче пулни ăна чăн-чăн учитель пулма нумай пулăшнă. Владимир Иванович ĕçленĕ вăхăтрах Бирскри педагогика институтĕнчи филологи факультетĕнчен, Пушкăрт патшалăх университетĕнчи юридици факультетĕнчен вĕренсе тухса икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕх çул хушши (1968-2008 çç.) шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, общество ĕçне те хастар хутшăннă.
Эпĕ шкула Владимир Иванович ертсе пынă вăхăтра вĕрентекен пулса ĕçлеме пуçларăм. Вăл мана ĕçре ялан пулăшатчĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем паратчĕ. Нихăçан та начар каланине ас тумастăп, яланах «çапларах тунă пулсан тата лайăхрах пулатчĕ» тени çеç асра. Хама унăн чăн-чăн вĕрентекенĕ пек туятăп.
Халăхра «лайăх мăшăр çумĕнче арçын вăрăм ĕмĕрлĕ пулать» теççĕ. Чăнах та, Владимир Иванович паянхи кун та çакăн пек сывлăхлă та çĕкленÿллĕ кăмăллă пулнинче унăн мăшăрĕн, Ирида Георгиевнăн, тÿпи питĕ пысăк. Пурнăçри вăрăм çул тăршшĕпе тумхахĕ те, савăнăçĕ те сахал мар пулнă-тĕр. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыни вара темле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшнă. Ирида Георгиевна та ĕмĕрĕ тăршшĕпе ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă: малтан кĕçĕн классенче ĕçленĕ, институт пĕтернĕ хыççăн аслă классенче вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пынă. Ирида Георгиевна - çут ĕç отличникĕ. Пултаруллă вĕрентекен РСФСР Çут ĕç министерствин, РСФСР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Матвеевсем хăйсен аллипе хăпартнă хăтлă та ăшă, тирпейлĕ çуртра пурăнаççĕ. Тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ ăс панипе пурнăçра пысăк çынсем пулса тăнă. Асли, Марина хĕрĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн кафедра доценчĕ, медицина наукисен кандидачĕ, ПР сывлăх сыхлав отличникĕ. Наталья хĕрĕ Ĕпхÿ хула поликлиникисенчен пĕринче аслă категориллĕ врач-терапевт пулса ĕçлет. Александр ывăлĕ те медицина сферине суйласа илнĕ. Вăл - хирург, травматолог, ортопед. Тĕлĕнмелле ăнăçлă операци тунăшăн ăна ылтăн скальпель парса чысланă. Матвеевсен тепĕр ывăлĕ Югорск хулинче газпа транспорт предприятийĕнче механик пулса ĕçлет. Унăн та наградисем чылай. Юбиляр мăнуксемпе пуян. Вĕсем Матвеевсен - улттăн.
Чăн та, ĕç çынна мухтава кăларать. Çынна ырă туни ырăпа таврăнать. Сире, Владимир Иванович, пурнăç тумхахĕсене çĕнтерсе малалла утма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Сименкке шкул коллективĕ ятĕнчен Светлана ИГНАТЬЕВА.
Пелепей тăрăхĕ.
Читайте нас: