Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
3 Кӑрлач 2019, 12:13

Вăл ывăнма пĕлмен ăсчах çеç мар, сăвăç-юрăç та, юратнă мăшăрпа анне те…

Ирина Сухарева çур ĕмĕрхи юбилей умне çитсе тăчĕ. Паянхи пурнăçра юбилей вăл – иртнĕ çулсене пĕтĕмлетмелли, малалла тинкермелли ырă сăлтав.

Ирина Витальевна паянхи юбилее самаях пысăк та тивĕçлĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ. Вăл – истори наукисен кандидачĕ, профессор, 100 ытла наука ĕçĕсен авторĕ. Çав шутра: вунă вĕрентÿпе методика пособийĕ, вĕрентÿпе методика комплексĕ, студентсем валли хатĕрленĕ электронлă учебниксем, виçĕ монографи («Чуваши Башкортостана в XVII-XIX вв. Экономическое развитие и социальная структура» (2007), «Политика христианизации Русского государства и конфессиональное состояние чувашей Башкирии до 1917 года» (2011), «Чуваши Башкортостана: основы этнической духовности и самосознания» (2018). Монографисен тематики автор шухăша çирĕп йĕркене пăхăнса, ĕçе тĕплĕ тăвакан мал ĕмĕтлĕ тĕпчевçĕ пулнине кăтартать. Хĕрарăм ăсчах ытлашши хыпкаланмасть, кирлĕ маршăн хĕрсе каймасть, йывăр, анчах паянхи куншăн актуаллă темăран пăрăнмасть, пĕтĕм вăй-халне хурса ĕçлет.
Ăсчаха эпĕ виçĕ теçетке çул ытла, вăл студент пулнă пĕрремĕш кунранах, пĕлетĕп. Ирина 1986 çулта Авăркас тăрăхĕнчи Нагадак шкулĕнчен кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Çав çулах Пушкăрт патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Çак самантран вăл Ĕпхÿ хулинчи чăвашсемшĕн кирлĕ çын пулса тăчĕ. Çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнче Пушкăртстанри паллă историксем Р.Г.Кузеевпа В.Я.Бабенко халăх фольклорне тĕпчемелли хăйне майлă лаборатори йĕркелеме шутларĕç. Çавăн пекех Пушкăртстанри археологипе этнографи музейĕ çумĕнче Кăнтăр Урал тăрăхĕнчи халăхсен ансамбльне йĕркелесси пирки пĕлтерÿ пичетлесе кăларчĕç. Çак пĕлтерĕве Ĕпхÿ чăвашĕсем çеç тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Часах чăваш хастарĕсем музейра пуçтарăнма пуçларĕç, анчах вĕсен хушшинче аккомпаниатор пулмарĕ. Çак тивĕçе Ирина хăй çине илчĕ. Пушкăрт патшалăх университетне вĕренме кĕриччен вăл Мускаври патшалăх искусство университетĕнче пĕлÿ илнĕ иккен. Çапла тĕлĕнмелле майпа çуралчĕ паянхи «Нарспи» халăх этнографи ансамблĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ушкăнра профессилле баянистсем те тупăнчĕç. Ирина вара хăйне пĕтĕмпех вĕренĕве тата наука ĕçне халаллама шутларĕ. Анчах çакна та палăртса хăвармалла - вăл пурпĕрех чунĕпе юрă-кĕвĕпе юнашар пулчĕ. Пултаруллă чăваш хĕрĕ – вырăнти сăвăçсен сăмахĕсем тăрăх хывнă нумай юрă авторĕ те. Вĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă. Малтан Ирина вĕсене хăй юрлама кăмăллатчĕ, халĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе профессиллĕ солистсем шăрантараççĕ. Ирина Сухарева – республикăра иртекен халăх тата эстрада юррисен дипломанчĕ тата лауреачĕ. Истори наукисен докторĕ хаваспах пушкăрт, тутар тата вырăс юррисене шăрантарать. Темиçе чĕлхе пĕлет тенĕрен, Ирина Витальевна ют çĕршыв студенчĕсем валли лекцисене акăлчан чĕлхипе вулать.
Малалли хаçатăн 1№.
Читайте нас: