Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
16 Кӑрлач 2019, 16:22

Аттерен нихăçан та усал сăмах илтмен

Пирĕн пысăк та туслă çемьере тепĕр савăнăçлă самант пулса иртрĕ. Январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче атте, Михаил Ильич Григорьев, 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юратнă та хаклă çыннăмăра саламлама пÿрт тулли хăна – ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем - пуçтарăнчĕç.

М.И.Григорьев Пелепей тăрăхĕнчи Илькел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Арçын ача кил-çуртра асли пулнă май пĕчĕкренех ашшĕпе амăшне пилĕк йăмăкĕпе шăллĕне пăхма пулăшнă, вăйĕ çитнĕ таран хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă. Вăхăчĕ çитсен шкула кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн механизатор профессине алла илсе тăван ялĕнче çĕр ĕçне кÿленнĕ. Çапла пĕр сисĕнми 44 çул иртсе кайнă. Çак вăхăт хушшинче «Вуннăмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» (1975ç.) медальсене тата ытти Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Шанса панине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн Михаил Ильича Мускав (1972ç.) тата Болгари (1984ç.) хулисене кайса курма çулçÿрев путевкипе чыслани те пулнă. Çак çулçÿревсем унăн чĕринче ĕмĕр асра юлмалли ырă туйăмсем хăварнă. Ача чухне вăл пире хăй курни-илтни çинчен час-часах каласа паратчĕ.
Çамрăк чухне атте ахаль тракторист çеç пулман. Вăл утă-улăма капана хывакан тракторпа (стогомет) ĕçлетчĕ. Колхозра çак агрегатпа ĕçлеме чи малтан атте вĕреннĕ. Хăнăхса çитсен колхозри утă-улăма çеç мар, ялти пур çыннăнне те купалама пулăшнă. Вăл вăхăтра стогомет ял хуçалăхĕнчи хăйне майла нанотехнологи шутланнă ĕнтĕ.
Аттепе анне, Михаил Ильичпа Полина Георгиевна, пилĕк ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе эпир пурте тăрăшуллă та ĕçчен пулса çитĕннĕ. Аттепе анне пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те çав тери ырă кăмăллă çынсем. Анне мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ялта фельдшер пулса ĕçлерĕ (унăн ĕç стажĕ 42 çул). Вăл - ĕç ветеранĕ. Çемье архивĕнче унăн ĕçне пысăка хурса хак панине çирĕплетекен ПР Сывлăх сыхлав министерстви ятĕнчен панă Хисеп хучĕ те упранать.
Аттерен нихăçан та сивĕ сăмах илтсе курман. Унăн пĕр чеелĕхĕ те пур. Мĕнле те пулсан ĕç малалла каймасан вăл нихăçан та хăйне вăрçмасть, ырă сăмахсем калать, мухтать. Мăнукĕсемшĕн чунне пама хатĕр. Вĕсемпе вăл ялан кăмăллăн калаçать, вылять, сăмах май ăс парса та илет. Мăнуксем тенĕрен, вĕсем аттепе аннен çиччĕн. Чи асли 24, кĕçĕнни ултă çулта.
Аттен тепĕр юратнă киленĕвĕ - чĕр чунсем. Вĕсемпе вăл калаçма та пĕлет. Лешсем те ăна ăнланаççĕ. Атте уйрăмах лашасене килĕштерет. Ялта пĕр эпир çеç лаша усратпăр. Лашапа вăл килти пур ял хуçалăх ĕçĕсене те пурнăçлать: пахча сухалать, ятарлă хатĕре кÿлсе утă çулать, пуçтарать. Урапипе çунине те хăех ăсталама пĕлет.
Михаил Ильич çын çинче те кирек хăçан та малтисен шутĕнче пулнă, планпа палăртнă ĕçе яланах икĕ норма тултарса пурнăçланă. Ĕç пулмасан бригадир хыççăн çÿресе хăçан ĕç пулассине ыйтнă.
Эпир аттене çав тери юрататпăр, унпа мăнаçланатпăр. Нумай-нумай çул пурăнмалăх сывлăх тата хавхалануллă кăмăл сунатпăр.
Татьяна ХРИСТОФОРОВА.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: