Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
16 Кӑрлач 2019, 13:15

Мария Тимофеевна - республика тантăшĕ

Пушкăртстан вăрăм ĕмĕрлисен шучĕпе Раççейре пилĕк малти вырăнсен шутне кĕрет тесе пĕлтереççĕ республикăри Пенси фондĕнче. Паянхи кун 100 çул урлă каçнă ватăсен шучĕ 158 çынна çитет.

Вĕсен йышне Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче пурăнакан Мария Тимофеевна Макарова та кĕрет. Вăл Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче 100 çул тултарчĕ. Апла пулсан, ăна Пушкăртстан Республикин тантăшĕ теме те юрать - март уйăхĕнче пирĕн тăван республика та хăйĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвать.
Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Макаровсен кил-çуртне юбиляра саламлама район администраци пуçлăхĕ Реканс Ямалеев‚ районти ветерансен Канашĕн председателĕ Эдгар Еникеев‚ Юмаш ял Канаш администраци пуçлăхĕ Рамиля Салимгареева‚ «Базы» ООО профком председателĕ Геннадий Тимофеев килсе çитнĕ. Район пуçлăхĕ Мария Тимофеевнăна саламланипе пĕрле Раççей Президенчĕн Владимир Путининăн салам çырăвне парса чысланă. Çавăн пекех ватă кинемее район‚ ял Канашĕ тата профком ятĕнчен ăшă сăмахсем каланă, асăнмалăх парнесем панă.
Тыл ĕçченĕ‚ ĕç ветеранĕ Мария Тимофеевна Макарова вун виççĕрен пуçласа колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăрçă вăхăтĕнче лашасем пăхнă. Мăшăрĕпе, Иван Семеновичпа‚ пилĕк ача çитĕнтернĕ. Паянхи кун çĕр çулхи юбилярăн 9 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук. Вĕсем кинемее чунтан юратса тата тимлĕн пăхаççĕ, унăн пурнăçне телейлĕ те тулли тума тăрăшаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ.
Читайте нас: