Унпа паллашнăранпа 30 ытла çул та иртрĕ ĕнтĕ. Астăватăп: 1988 çулхи декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Авăркас район центрĕнче, Толбазăра, дубляжпа тухса тăракан “Çĕршыв çулĕ” хаçат редакцинче “Шуратăл” литпĕрлешĕвĕн анлă ларăвĕ иртнĕччĕ. Унта литпĕрлешÿ хастарĕсемпе Шупашкартан килсе çитнĕ Виталий Енĕш, Атнер Хусанкайпа Федор Мадуров та хутшăннăччĕ. Хамăрăн шуратăлçăсенчен ытларахăшне паллаттăмччĕ-ха. Пĕр 40 çул енне çывхарнă арçынна кăна, хут купăс тытнăскере, курма тивменччĕ. Паллашрăмăр. Çĕнĕ пĕлĕш Учалă хулинче пурăнать иккен. Василий Антонов ятлă. Чăвашла та, вырăсла та сăвă-калав хайлать. Пушă вăхăтра хут купăс алла тытать. Халĕ вулакансене çак авторпа кĕскен паллаштарасшăн.
В.С.Антонов Пушкăртстанри Мияки районне кĕрекен Çĕнĕ Хурамал ятлă ялта 1949 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче тĕнчене килнĕ. Вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри педучилищĕре пĕлÿ пухнă. Унтан Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх институтĕнче куçăн мар вĕреннĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Учалăри шкулсенчен пĕринче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хулари “Серп и молот” хаçатра корреспондент пулса ĕçленĕ. Шалти ĕçсен министерствин Учалăри пайĕнче те, хĕç-пăшаллă хуралта та тăрăшма тивнĕ ăна. Хăй юратнă ĕçсене улăштарма иртнĕ ĕмĕрхи 90-мĕш çулсенчи пăтрануллă вăхăтра ĕç укçи илейменни те хистенĕ пуль. Çемьере çитĕнекен хĕрпе ывăлне ура çине тăратмалла пулнă. Çак тĕл-пулу хыççăн пирĕн хушăра çыхăну татăлман темелле. Василий Сергеевич республикăн çурçĕр-хĕвел тухăç енче вырнаçнă Учалăра пурăнатчĕ пулсан та, çул инçине пăхмасăр пирĕн литпĕрлешÿ ирттерекен мероприятисене хутшăнма мехел çитеретчĕ. Хам енчен ăна эп темиçе хут та Ĕпхÿ е Çтерлĕ енне куçма сĕннĕччĕ. 6-7 çул каярах Ĕпхÿ çывăхĕнчи Иглино район центрĕнче уйрăм çурт туянчĕ. Хăй тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармасть ентешĕмĕр. Иглино районĕнчи Чăваш Кăпавӗ (Чуваш Кубово) ялĕнчи Культура çуртĕнче йĕркеленнĕ “Пилеш” чăваш ансамбльне ертсе пырать. Илемлĕх ертÿçи те, купăсçи те хăех. Вăл тăрăшнипех çак коллектив Халăх ушкăнĕ ята тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра В. Антонов 14 поэзипе проза, драматурги кĕнекисен авторĕ. 2003 çултанпа Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен, Раççей Писательсен союзĕсен пайташĕ. Çак статьяра унăн пултарулăхне тĕпчесе хаклас шут çук манăн. Ку - уйрăм калаçу. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Чăвашла та, вырăсла та пĕр пекех ăнăçлă çырать вăл. Драматургире те самай палăрма ĕлкĕрчĕ. Кĕнекисене те ытларах хăй укçи-тенкипе кăларать. Пит лайăхчĕ те çав пулăшакансем пулсан, анчах пулăшма шантарнисем те хăйсен сăмахне тытмаççĕ. Пурпĕр пуç усмасть-ха пирĕн хастар юлташăмăр. Çыру сĕтелĕ çинче пайтах алçыру кĕнекен пичетленсе тухасса кĕтеççĕ.
Хамăрăн хастар ĕçтешĕмĕре юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Малашне те вулакансене тивĕçтерекен хайлавсемпе савăнтарасса шанатпăр. Çирĕп сывлăхпа вăй-хал сунатпăр.
Пушкăртстанри “Шуратăл” литпĕрлешÿ правленин председателĕ.