Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Юбилей
26 Нарӑсӑн 2019, 12:09

Чăваш чунлă Сихун хěрě

30 ҫул каярах Ĕпхÿри паянхи Халăхсен туслӑх ҫурчě патěнчи киоскран «Урал сасси» хаҫата сутӑн илсе вуласан чӑваш чунлӑ Сихун хěрарӑмě питě хěпěртенě, савӑннӑ. Вера Федотована Пушкăртстанра чӑвашла хаҫат кун çути курни тěлěнтернě. Унта çырса кӑларнӑ кĕске хыпарсемпе материалсем килěшнěрен, хаҫата чун-чěререн йышӑнса, паянхи кунчен те уйрӑлаймасть вăл.

- Ытларах тěрлě енчи чӑвашсен пурнӑҫĕ çинчен çырнă йĕркесем кӑсӑклантараҫҫě, хамӑрӑн йӑла-йěркесене упраса хăварни савӑнтарать, чуна хавхалантарать, - тет Вера Александровна.
Туйӑмěсем вӑйлӑ пулнӑран хӑйěн те ҫав ěҫе хутшăнасси килнě пулмалла. Кармаскалă районĕнчи Сихун ялěнчи «Çеҫпěл» ушкӑнри чӑваш хастарěсемпе нумай ҫул хушши тěрлě мероприятисем хатěрленě. Капăр та куракана тыткăна илекен декорацисемпе спектакльсем кӑтартса кӱршě ял чӑвашěсене савӑнтарнӑ.
Вера Александровна сцена ҫинче кулӑшла интермедисем выляма кăмăллать, шӱтлě калавсемпе сӑвӑсем каласа халӑхӑн кӑмӑлне ҫěклет. Сӑмах май каласан, «Çеҫпěл» ушкӑн 2011 ҫул Салават хулинче иртнĕ халӑх юррисен конкурсěнче «Гран-прие» тивěҫнě.
2013 ҫултанпа пурнӑҫ юхӑмě ăна Ĕпхÿри Чӑваш вырсарни шкулěнче йěркеленнě «Элем» ушкӑнра юрлакансемпе çыхăнтарса туслаштарнă. «Урал сасси» хаçата вулакансем «Элем» ушкӑнӑн ҫулě-йěрěсене, ҫитěнěвěсене лайӑх пěлеҫҫě. Шкулпа Пушкӑртстанри чӑваш культура обществи йěркеленě мероприятисене хутшӑнса Вера Александровна чылай пархатарлă ĕç тăвать, чӑвашлӑха упраса хӑварма тӑрӑшать. Ҫакă ăна тата унпа пĕр шухăшлисене ҫӑмӑл мар «ҫӑка» тӑвалла туртма пулӑшать.
Нумаях пулмасть пирĕн шанчăклă ĕçтеш хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна çывăх çыннисемпе тăванĕсем чылай ăшă сăмахсем каларĕç. Лӑпкӑ та сӑпайлӑ, пултаруллӑ та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хěрарӑмне эпир те, Ĕпхÿри Калинин районěнчи Чӑваш вырсарни шкулěнче ěҫлекенсемпе «Элем» ушкӑнри юлташěсем, юбилей ячěпе чун-чěререн саламлатпӑр, ырлӑх, сывлӑх, телейлě пурнӑҫ сунатпӑр.
Ҫак чӑн чӑваш ҫыннине,
Парччě, Турӑ, сывлӑхне.
Упрасамчě малашне
Унӑн хастар чěрине.
Ĕпхÿ хулинчи чӑвашсен
наципе культура
автономин правленийě.
Читайте нас: