Людмила Арсентиевна ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центра 17 çул хушши ертсе пырать. Çак вăхăт - пурнăçăн пĕр тапхăрĕ çеç мар, çĕкленÿпе ÿкнĕ, савăнăçпа хуйхă, çĕнтерÿсемпе ăнăçусемсĕр самантсемпе тулли пурнăç çулĕ те. Çавăн пекех ачасене воспитани парас тĕлĕшпе пĕр вĕçĕмсĕр тĕллевлĕ ĕçлени, хăвна ху аталантарни. Пирĕн директоршăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр – пурнăç, кăмăл туртни, савăнăç. Пуçлăх лавне туртма пуçланă кунранах Людмила Арсентиевна ăсталăхĕпе, ертÿçĕн чи паха енĕсемпе уйрăлса тăрать. Унăн тивлечĕпе учительсен коллективĕ çитĕнекен ăрăва вĕрентÿ тата воспитани парассипе çыхăннă пур ыйтусене те татса пама пултаракан пĕрлĕхлĕ те туслă команда пулса тăчĕ. Вăл пире педагогика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе, хăйĕн шухăшĕсемпе, тĕллевĕсемпе паллаштарать, канашсем парать. Коллектива пĕлсе ертсе пыни, паллах, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче сахал мар çитĕнÿ тума пулăшать.
Çак тăрăшуллă хĕрарăм çитĕнекен ăрăва наци воспитанийĕ парас, вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕлĕшпе те сахал мар ĕç тăвать. 2016 çулта центр «Ачасене пĕлÿ паракан Раççейри чи лайăх 100 шкул» шутне кĕчĕ. Шкул директорне «Çулталăк директорĕ - 2016» медальпе наградăларĕç.
Л.А.Петрова пултаруллă директор тата ăс паракан çеç мар, вăл – ытарайми кил хуçи хĕрарăмĕ, тимлĕ мăшăр, анне тата кукамай. Унăн чун киленĕвĕсенчен пĕри – чечексем ĕрчетесси. Мăшăрĕпе, Аркадий Трифоновичпа, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.
Эпир, унăн ĕçтешĕсем, Людмила Арсентиевнăна 60 çулхи юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр, çĕкленÿллĕ кăмăл, ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Мелеуз хулинчи ачасемпе çамрăксен
пултарулăхне аталантаракан центр коллективĕ.