Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
15 Майӑн 2019, 13:37

Кавăрле пиччен правур та хастар хĕрĕ

Пушкӑртстанри Давлекан районě чӑваш хастарěсемпе пуян.Вěсенчен пěри Чуйăнчă-Николаевка ялěнче 1949 ҫулхи май уйăхĕн 9-мěш кунěнче ҫут тěнчене килнě Кавăрле хěрě Люба Васильева.

Ашшě Тăван çĕршывăн аслӑ вӑрҫине тухса кайсан амӑшě сакӑр ачапа тӑрса юлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн йывӑр аманнӑ ашшĕне санитарсем носилкăпа килне илсе килсе хӑварнӑ. Çав тери хĕн пулсан та пуçне усман паттӑр чӑваш. Арӑмне чунтан юратнӑран, пурнăç терчĕ вӑйлӑ пулнӑран тата икě ачана чун панӑ.
Çапла Турӑ хушнипе Люба колхоз ěҫĕпе пиҫсе ҫитĕннĕ ҫемьере вуннӑмěш ача пулса ҫуралнӑ. Кунта амӑшěн паттӑрлӑхě, унӑн тӱсěмлěхě ҫинче чарăнса тăмасӑр иртсе каяймăн. Çав тери пысăк чӑтӑмлӑх чӑваш хĕрарӑмěнче çеç пулма пултарать. Вӑл вырӑн ҫинчен тӑрайман арҫынна ултӑ ҫул тирпейлесе пӑхнӑ. 1950 çулта Кавăрле пичче йывăр чире пула çутă кунпа сывпуллашнă. Çак тÿсĕмлĕ хĕрарăм сакăр ачине пĕччен ура çине тăратса тӑхӑр вун икě ҫула ҫитсе ҫут тěнчерен уйрăлнӑ. Хальхи саманари ҫынсене Турӑ ҫакӑн пек вӑй-хӑват патăрччě.
Кÿршĕллĕ ялти Чуйăнчă шкулěнче вунӑ ҫул вěренсе тухсан Люба Туймазă хулинче вырнаҫнӑ Россельхозтехникăра бухгалтеринче виҫě ҫул ěҫленĕ. Унтан ӑна вěренме Юматовăри техникума яраҫçě. Кунта вара вӑл хӑйне килĕшнĕ каччăпа паллашса çемьеллĕ пулать. Вĕсем мăшăрĕпе икě ача - ывӑлпа хěр - ҫуратса ӱстереççĕ.
1973 ҫултан пуçласа Люба пекарня заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Унта вăл вӑтӑр ҫул вӑй хунă. Эпě совет влаҫě вӑхӑтěнчи пурнӑҫа лайӑх астӑватӑп. Юматовӑра вырнаҫнӑ садовниксемпе дачниксем хуларан ҫӑкӑрпа килместчěҫ, пурте Любовь Гавриловнӑн технологийĕпе пěҫернě ҫӑкӑра туянма тӑрӑшатчěҫ. Çавна кура вырӑнти ҫынсем хуларан килнисене черете тӑрататчěҫ. Çуллахи вӑхӑтра ҫӑкӑр ҫитмесĕр юлнӑ самантсем те пулкаланă. Вăл вăхăтра «Юматово çăкăрĕ» текен бренд Ĕпхÿре те хакра пулнă.
Пенсине тухсан Любовь Гавриловна чӑваш культура пěрлěхěпе тачӑ ҫыхӑну тытма пуçларě. 2007 ҫулта Ĕпхÿри Калинин районěнче чӑваш вырсарни шкулě уҫӑлсан ăна эпир вĕрентекене çавăртăмăр. Мĕншĕн тесен Любовь Гавриловна алӑ ěҫне ăстаччĕ. Уйрăмах тĕрлеме. Ачасене вĕрентме шăпах çакăн пек çын кирлĕччĕ.
Вăл тăрăшнипе И.Я. Яковлевӑн 168 ҫулне халалласа Мелеуз хулинче йěркеленě «Мăн асаттесен еткерĕ» ачасен конкурсěнче «Пуканесем» номинацинче пěрремěш вырӑн йышӑнтӑмӑр. Любăн уçă та шӑнкӑрав пек янӑравлӑ сасси малтанхи ҫултанах йĕркеленнě шкулӑн «Элем» ансамблěнче питě вырӑнлӑ пулчě. Любовь Гавриловна чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ěҫсене пурнӑҫлас тесе нумай ҫул хушши Юматовӑран Ĕпхÿри вырсарни шкулне ҫӱрерĕ, чӑваш культура пěрлěхне сахал мар пархатарлӑ ěҫ тума пулӑшрĕ. Вăл вӑхӑтне те, укҫа-тенкě тӑкакне те нихăҫан та шута илмен, хĕрхенмен. Люба уйрăмах туризмпа ҫыхӑннӑ культпоходсене кӑмӑллать: Нугуш водохранилищи хěрринче чӑваш активěпе канма, Аслӑкÿльте пулӑ тытма, Юматовӑри Тим юхан шывĕ хěрринче йěлтěрпе чупса пӑшалтан пеме, костер ҫинче вĕри апат пěҫерме. Чылай чухне вăл çак мероприятисене йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. Салават хулинче иртекен халӑхсен фестивалěнче, Екатеринбургран чěнсе янӑ Кěр сӑрине «Элем» ушкӑнпа уявлама, Пермь тӑрӑхěнчи тěрěк халӑхěсен уявěнче хамӑр халӑха кӑтартма, Шупашкарти Акатуйра выляма - пур ҫěре те ěлкěрнě уҫӑ та ырӑ кӑмăллӑ Чуйăнчă-Николаевка хěрě.
Малалли хаçатăн 20№.
«Элем» ушкӑн, Калинин районěнчи чӑваш вырсарни шкулě тата Ĕпхÿ хулинчи чӑваш наципе культура автономийě ятěнчен Леонид МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: