Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
22 Майӑн 2019, 13:53

Совет самани таврăнассине шанса комбайнăн пайĕсене те упранă

Çулĕсемпе самаях аслă, анчах куçĕсенче пурнăç хĕлхемĕ çуталса тăракан (вăрах пурăнакан ватăсем пирки нумай чух апла калаймăн, - авт.) тата çынсемпе калаçма юратакан çÿллех мар арçынна Пишпÿлек ялĕнче час-часах курма пулать.

Сăн ÿкерчĕкри хыткан арçын тĕлĕнмелле ĕçчен çын пулнине, хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршывшăн тăрăшса ĕçлесе икĕ хутчен Ĕç мухтавĕн орденне, медальсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнине ĕненме те хĕн. Çак хисеплĕ ватă - Василий Константинович Никитин. Паянхи çамрăксем совет саманинчи орденоносец кам иккенне пĕлсех те каймаççĕ пулĕ. Ун чухне общество ĕçне килтинчен те мала хурса хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ çынсене çеç орденпа наградăланă. Василий Константинович кирек хăш ĕçре те чунне парса тăрăшнă. Вăл малта пыракан механизатор та, бригадир та, Тельман ячĕллĕ колхозăн газовикĕ те пулнă, пысăк та пуян кил-çурт тытса пынă. Çут тĕнчерен уйрăлса кайнă мăшăрĕпе, Елизавета Прохоровнăпа (вăл та тăрăшса ĕçленĕшĕн темиçе хутчен медаль илме тивĕçнĕ), виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Тĕпренчĕкĕсем вара ашшĕпе амăшне ултă мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем те пур.
Икĕ ордена тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ Лаççырма ялĕнчи нумай ачаллă (пилĕк ывăлпа пĕр хĕр) ĕçчен çемьере çуралнă. Пĕртăванĕсен шăпи кашнин тĕрлĕрен йĕркеленнĕ, анчах вĕсем пурте ĕçчен пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Кĕçĕн шăллĕ, Иван Константинович Никитин Пишпÿлек район администрацийĕн ертÿçи пулнă. Халăхшăн сахал мар тăрăшнăскере çынсем халĕ те ырăпа асăнаççĕ.
Василий Константинович пуçламăш пĕлÿ çеç илнĕ пулин те çĕршыври политикăпа тата экономикăпа çеç мар, чикĕ леш енчипе те интересленет. Телевиденинчи пур ведущисене те пĕлет, паллать. Унсăр пуçне тĕрлĕрен хаçат-журнал та нумай çырăнса илет вăл. Вĕсене вуласа тухса типтерлĕн пухать, çĕлесе пырать, хăш-пĕр материалсене хут-хут вулать. Ĕç ветеранĕн чи юратнă хаçачĕ – «Урал сасси». Вăл ăна мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илет.
«Ват çын тăват çын» тенĕ пек ырă та уçă кăмăллă ватă кÿршисене те, паллаканĕсене те усăллă канашсем парса пулăшать. Вăл - ылтăн алăллă çын. Тем тума та ăста. Çулĕсем хушăнса пыни уншăн ним те мар. Халĕ вăл йывăçпа ĕçлет. Хыçсăр пукансем, саксем туса тăванĕсемпе çывăх çыннисене парнелет.
Кил хуçи питĕ пултаруллă пахчаçă пулнине каласа хăвармалла. Унăн пахчинче темĕн тĕрлĕ çимĕç те, улми-çырла та ăнса пулать. Такам валли те çитмелле. Çум пĕрчине вара тупаймăн та. В.Никитин ăста утарçă пулнине те каласа хăвармалла. Хуртсене юратасси Никитинсен йăхĕнче ăруран-ăрăва куçса пынă.
Сакăр теçетке урла каçнă арçын ÿт-пÿ енчен çеç мар, ăс-тăн енчен те çирĕп-ха. Час-часах колхоз тата совхоз, хăватлă ĕç вăхăчĕсене аса илет. «Совет самани çĕнĕрен çаврăнса килессе шанса атте вăрах вăхăт хушши комбайнăн саппас пайĕсене те упраса пурăнчĕ. Выртчăр-ха, пурнăç çĕнĕ сывлăш çавăрса иличчен юраççĕ-ха тетчĕ вăл», - каласа парать Надежда хĕрĕ.
Тем те пулнă В.К.Никитинăн пурнăçĕнче: хури те, шурри те. Вăрçă тата ун хыççăнхи выçлăх çулĕсене пула чутах суккăр пулса юлман. Ĕлĕкхи шавлă тата тусанлă комбайн çинче нумай çул хушши ĕçлесе хăлхи те хытса ларнă. Пурнăçпа вилĕм хушшинче пулма та, пĕр канса курмасăр ĕçлеме те тÿр килнĕ ăна. Апла пулин те вăл пуç усмасть, иртнине пуçа илмесĕр, пурнăçри пĕчĕк савăнăçсемпе киленсе, малалла пурăнма вăй-хăват тупать.
Çак кунсенче Василий Константинович 85 çул тултарать. Çавра датăпа саламласа ăна пур тăванĕ, ачи-пăчи, мăнукĕсем çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунаççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек ялĕ.
Читайте нас: