Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
29 Майӑн 2019, 14:32

Унăн вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ филолог профессине суйласа илнĕ

Çак кунсенче педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ, историк тата таврапĕлÿçĕ Владимир Максимов хăйĕн çавра юбилейне паллă тума хатĕрленет.

Владимир Васильевич 1939 çулхи июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хушăлка вăтам шкулĕнче, Пелепейĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Алла диплом илсен Пишпÿлек районĕнчи Дема совхозĕнче пуçламăш классен вĕрентекенĕ, Ăхпуç ялĕнчи сакăр класлă шкулта (1958-1959çç.) вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчи историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Шăпах çакăнта вăл хăйĕн пулас мăшăрне Валентинăна тĕл пулнă. Вăл та, математика предметне кăмăлланăскер, вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Аслă пĕлÿ илсессĕн юратнă чĕресем Хушăлкана таврăннă. Владимир Васильевич ялти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература, чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентме тытăннă, Валентина Васильевнăна вара вĕренекенсем алгебрăпа геометри урокĕсенче кĕтнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта ĕçленĕ. Сумлă мăшăр виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Аслă Игорь ывăлĕ биологи наукисен докторĕ, профессор. Унăн пĕр хĕр. Таня ашшĕ пекех биолог, генетика енĕпе специальность илнĕ. Сергей – техника наукисен кандидачĕ. Унăн тăватă ывăл, Леонид, Егор, Илларион, Тимофей. Славик – программист. Славикăн пĕр ывăл, Артур.
В.В. Максимов Пишпÿлек районĕнче çеç мар, республикăри чи пултаруллă вĕрентекенсенчен пĕри пулнă. Вăл тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес методикăна, предмета лайăх пĕлнипе уйрăлса тăнă, чăваш чĕлхине тишкерсе хак парассипе, Хушăлка ял калаçăвĕн уйрăмлăхĕсене тĕпчессипе çыхăннă темиçе наука статйи пичетлесе кăларнă. Шкулта ĕçленĕ кунтан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех - унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çул - çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене, культурăна юратма вĕрентес, ачасенче сăмах ăсталăхне аталантарас тесе тăрăшнă. Вĕсене сăвăсемпе калавсем, сочиненисем çырма, сăвăсене илемлĕн вулама хăнăхтарнă. Пултарулăх ĕçĕсенче илемлĕх мелĕсемпе усă курма вĕрентнĕ, произведенисем урлă кăмăл-сипет воспитанийĕ панă, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Районта чăваш чĕлхипе вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă май ытти учительсене те хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă, ăнăçу çулĕн вăрттăнлăхĕсене уçса панă.
Владимир Васильевич çивĕч ăслă ачасемпе ĕçлессине те яланах пысăк тимлĕх уйăратчĕ. Вĕсене уйрăм заданисем паратчĕ, урокра тата литературăпа краеведени кружокĕнче олимпиадăсене хатĕрлетчĕ.
Учитель кулленех тÿрĕ кăмăлтан тăрăшни, ачасене хăй пекех çанă тавăрса ĕçлеме хăнăхтарни, çĕнтерÿсем патне ăнтăлма вĕрентни хăй çимĕçне памасăр пултарайман. Ачасем çулсеренех республикăри çеç мар, регионсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче малти вырăнсем йышăнатчĕç. Хушăлка шкул ачисем темиçе çул Шупашкар хулинчи регионсем хушшинчи олимпиадăра республика чысне хÿтĕлерĕç: Марина Женжурова (1999-2000çç., 9 кл.) III вырăн йышăнчĕ, 2000-2001 вĕренÿ çулĕсенче шкул команди IV, V вырăнсене тухрĕ. 2001-2002 вĕренÿ çулĕсенче Марина Женжурова (11 кл.) II вырăн çĕнсе илчĕ.
Пултаруллă та канăçсăр чĕреллĕ педагогăн вĕренекенĕсем сочинени, сăвă конкурсĕсенче те кашни çулах районта çеç мар, республикăра та малти вырăнсене тухатчĕç. Сăмахран, сочиненисен конкурсĕнче Светлана Михайлова (2002-2003çç.) III, Екатерина Иванова наци геройĕ Салават Юлаев 250 çул тултарнине халалласа çырнă сочиненипе III, Çут çанталăк çулне халалласа çырнă сочиненире (2003-2004 çç.) II вырăнсем çĕнсе илчĕç. Çак конкурсрах Надежда Яковлева та виççĕмĕш пулчĕ. Призерсен сочиненийĕсем «Урал сасси» хаçат страницисенче пĕр хутчен çеç мар пичетленнĕ. Вĕрентекен çинчен çырнă материалпа республикăра парнеллĕ вырăн йышăннă Т.Михайловапа И.Петрован ĕçĕсем «Учитель Башкортостана» журналта пичетленнĕ.
Çавăн пекех Владимир Васильевич паянхи кун та наукăпа тĕпчев ĕçĕсем илсе пырать, тăван тавралăх историне тĕпчет. Унăн статйисем Шупашкар хулинче кун çути курнă «Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ыйтусем», «Ученые записки» сборниксенче, «Урал сасси» тата «Çутă çул» хаçатсенче те пичетленсе тухнă. Юлашки çулсенче вăл «Краткая история старинного села Кош-Елга», «Столетие у классной доски» монографисем тата «Помним и ценим нашу школу» ял çыннисем Хушăлка ялĕ, шкулĕ çинчен çырнă асаилĕвĕсен пуххине пичетлесе кăларчĕ.
Малалли хаçатăн 22№.
Надежда РОДИОНОВА,
Алена ПЕТРОВА,
тĕрлĕ çулсенче ун патĕнче вĕренсе тухса паянхи кун
«Урал сасси» хаçатра ĕçлекенсем.
Читайте нас: