Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
4 Сентябрӗн 2019, 13:49

Çулĕсене пăхмасăр пуçаруллă Орлов малаллах тинкерет

Пĕлÿ кунĕнче чăваш халăхĕн чаплă та пултаруллă ывăлĕ‚ Пушкăртстан Республикинчи Чăваш Енĕн ĕнерхи полномочиллĕ представителĕ‚ ПР тава тивĕçлĕ строителĕ Георгий Орлов 75 çул тултарчĕ.

Георгий Захарович 1944 çулта сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Дубровка паççулккинче çут тĕнчене килнĕ. Вун пилĕк çулхи çамрăк кÿршĕллĕ Çĕньялти шкулта çичĕ класс пĕлĕвне илсен‚ Толбазăри промкомбината рабочи пулса ĕçлеме вырнаçнă. Çулталăкран каччă МСО çумĕнчи кирпĕч тăвакан завода ĕçлеме куçнă. Унта вăл малтан слесарь‚ каярах мастер пулса тăрăшнă. Вăхăт иртнĕ май мал ĕмĕтлĕ тата тĕллевлĕ специалиста предприяти ертÿçи тивĕçне шанса панă. Ĕçленĕ вăхăтра Георгий Захарович аслă шкулта та ăс пухнă‚ Ĕпхÿри нефтьпе техника патшалăх университечĕн дипломне алла илнĕ.
Вăл çамрăклах тĕрлĕ ĕç йывăрлăхне хăй çинче тÿссе курнă. Çавăнпа çултан çул хĕн ĕçе çăмăллатас тесе пуç ватнă. Тĕллеве пурнăçлас тесе хăйĕн кун-çулне халалланă та. Çĕнĕ Ĕпхÿри нефтьрен тĕрлĕ продукци туса кăларакан заводпа пĕрле кирпĕч заводне çĕнетнĕ. Каярах вара Толбазăра тулли кирпĕч кăларакан «Керамика» предприятийĕ уçăлнă.
Ĕпхÿри завод ертÿçисен пурăна киле çĕнĕ шухăш çуралнă. Вĕсем Пушкăртстанра хальччен пулман капăрлату (облицовочный) кирпĕчсем кăларма шут тытнă. 90-мĕш çулсенчи йывăрлăхсене пăхмасăр Испанире туса кăларнă оборудование туяннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе йĕркелеме республика Правительстви те пулăшнă. Георгий Захарович хăйне шеллемесĕр вăй хунă‚ унăн профессионализмĕ пысăк пулнипе «Ажемак» паянхи кунччен ĕçлекен кирпĕч завочĕ хăй вăхăтĕнче уçăлнă. Уçăлнă кăна мар‚ республикăри чи лайăх заводсенчен пĕри пулса тăнă. Кунти ĕçсене пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Паянхи кун Г.З.Орлов предприяти çултан çул аталанса пынăшăн тата паянхи экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр тухăçлă ĕçленĕшĕн питĕ хĕпĕртет‚ унпа мăнаçланать.
Георгий Захарович завод директорĕ пулса ĕçленĕ май ялсенчи социаллă строительствăна та пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл ертсе пынипе çичĕ ял шкулне çĕнетсе хута янă‚ Авăркас районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн çурчĕпе Ĕпхÿ - Эрĕнпур трасса çинче автозаправка хăпартнă‚ «Красноусольский» санаторинчи объектсене çĕнетнĕ. Завод укçи-тенкипе Толбазă ялĕнче 219 хваттер туса лартнă, рабочисене пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Георгий Орлов пуçарăвĕпе район центрĕнче чиркÿ те хăпартма тытăннă.
Тăрăшуллă та канăçсăр чĕреллĕ чăваш хăй вăхăтĕнче районпа республикăн обществăпа политика пурнăçне те хастар хутшăннă. Ăна районти депутатсен Канашĕн тĕрлĕ созывĕсенче депутата суйланă.
Георгий Орлов хăй вăхăтĕнче Пушкăртстан Республикинчи Чăваш Енĕн полномочиллĕ представителĕ пулнă. Унăн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ тата пуçаруллă пурнăç позицийĕ лайăх тухăçсем панă. Вăл чăваш халăхĕн культурипе социаллă вырăнне‚ икĕ республика хушшинчи экономикăпа вĕрентÿ тата культура çыхăнăвĕсене аталантарас ĕçе тĕппипех парăннă.
Георгий Захарович тăрăшнипе 2000 çулсен пуçламăшĕнче Çтерлĕпе Пелепей хулисенче Чăваш Ен таварĕсен суту-илÿ çурчĕсем уçăлнă‚ Ĕпхÿри ÿнер институтĕнчи ачасен сĕрме купăс калакан ушкăнĕ валли Тутарстан Республикипе Шупашкар хулине çулçÿревсем йĕркеленĕ‚ Пушкăртстан Республикинче Чăваш литературипе культура кунĕсем питĕ анлă иртнĕ. Унсăр пуçне Георгий Захарович икĕ республикăн çыравçисемпе‚ поэчĕсемпе тата композиторĕсемпе тĕлпулусем йĕркелекенĕ шутланать.
Пушкăртстан Республикинчи Чăваш Республикин тулли праваллă представителĕн чи паллă çитĕнĕвĕсенчен пĕри – 2006 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче Çтерлĕри представительствине уçни.
Г.З.Орлов чăваш хастарĕ Чăваш наци конгресĕпе те çирĕп çыхăну йĕркеленипе мăнаçланать. Паянхи кунччен паллă çынсемпе тĕлпулусем‚ тĕрлĕ уявсем ирттереççĕ‚ тăрăшса вĕренекен ачасене çулла каникул вăхăтĕнче Чăваш Енри лагерьсене канма яраççĕ.
Сумлă ватă паян та алă усса лармасть. Вăл Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн йĕркелÿçи шутланать. Çавăн пекех асăннă организаци ĕçтăвкомĕн пайташĕ пулса тăрать. Çамрăк ăрушăн вăл тăван халăхшăн пархатарлă ĕçсем тăвакан ырă тĕслĕх те.
Георгий Захарович Чăваш Енĕн тата Пушкăртстан Республикин патшалăх тата тĕрлĕ ведомствăсен наградисене тивĕçнĕ. Вăл – ПР тава тивĕçлĕ строителĕ‚ ПР вĕрентÿ отличникĕ‚ Авăркас районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Г.З.Орлов хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Мĕншĕн тесен вăл хăйне юратнă ĕçе халалланă‚ яланах пурнăç кĕрлесе тăракан вырăнта тата унпа юнашар çывăх çынсем пулнă. Унăн чи пысăк савăнăçĕ - ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем аслă пĕлÿ илнĕ‚ пурнăç çулĕ çинче хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă. Кашниех вĕсем ашшĕн чи çывăх пулăшаканĕсем шутланаççĕ.
Юрий ЛЕОНТЬЕВ.
ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Авăркас районĕ.
Редакцирен: эпир те Георгий Захарович Орлова хаçатăн çывăх тусне илемлĕ юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăç илемне туйса пурăнма çирĕп сывлăх‚ иксĕлми телейпе вăй-хал, пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Хисеплĕ, Георгий Захарович, сиртен малашне те çĕнĕ шухăшсемпе пуçарусем кĕтетпĕр.
Читайте нас: